Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Ял-йыш асĕнчен тухмасть

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Патирекри шкул коллективĕ чăвашсен паллă писателĕпе Çтаппан Лашманпа 1957 çулта тĕлпулу йĕркеленĕччĕ.

- Ачасем, мăнукăмсем! Тăван халăха, аçăр-аннĕр чĕлхине юратăр, сума сăвăр. Ваттисене хисеплĕр, çăкăртан аслă ан пулăр, - тенĕччĕ Степан Митрофанович. Яла килсен вăл тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе, уй-хирте тата фермăра ĕçлекенсемпе ăшă тĕдпулу йĕркелерĕ, чăваш литературин аталанăвĕпе тата хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

 "Эпĕ тăван ялти шкулта вĕрентĕм. Ман учитель М.Д. Крыловччĕ. Вăл ун чух вунсаккăрта кăначчĕ. Апла пулин те революци хĕмĕпе çунакан йĕкĕтчĕ. М.Д.Крылов маншăн чи хаклă çынччĕ. Яла килсен чăн малтан ун патне кĕнĕ эпĕ. Эпир унпа пĕртăвансем пек тĕл пулаттăмăр", - çырнă писатель хăйĕн "Патирек çуттисем" кĕнекинче.

 Акă унăн биографийĕн хăшпĕр йĕркисем. Çтаппан Лашман (Авксентьев) 1995 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Патирекре çуралнă. Ялти шкул хыççăн Чĕмпĕрти строительсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Паллах ĕнтĕ, чухăн хресчен ачине хулара пурăнма пĕрре те çăмăл пулман.

Октябрьти революци хыççăн Çтаппан Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, çамрăк Совет республикине тăшмансенчен хỹтĕленĕ. Граждан вăрçи вĕçленсен нумай çул хушши республикăри радио çуртĕнче тата хаçат-журналсен редакцийĕнче ĕçленĕ, чăваш литературине аталантаракансенчен пĕри пулнă.

 1920 çулта Степан Митрофанович "Канаш" хаçат редакцийĕнче, каярахпа РОСТ тата ТАСС корреспонтенчĕнче ĕçленĕ. Ирсĕр элеке пула, Лашмана "халăха тăшманĕ" тесе айăпланă, нумай çула ирĕкрен хăтарнă. Апла пулин те писатель тĕрĕслĕхшĕн кĕрĕшме пăрахман, таса ята вараламан.

Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн С.М.Лашман "Тăван Атăл" журнал редакцийĕнче вăй хунă. "Кăвак хуппи", "Патирек çутисем", "Иван Космовский" тата ытти те - пурĕ 15 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă.

Пирĕн шкулти тĕлпулу хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, эпир пысăк посылка илтĕмĕр. Унта 60 кĕнекеччĕ. Кашни хуплашки çинех çапла çырнăччĕ: "Патирек шкулĕн ачисене Çтаппан Лашман писательрен. Асăнмаллăх". Кусем, паллах, унăн килти библиотекинчи кĕнекесем пулнă ĕнтĕ. Писателĕн "Кăвак хуппи", "Патирек çутисем", "Иван Космовский" произведенийĕсене тата Н.Е.Евдокимовăн "Крепков" повеç ял çыннисем алăран алла çỹретсех вуларĕç. Степан Митрофанович Космовскийĕн Крепкова çывăх пĕлнĕ, юлташлă та пулнă.

"Патирек çутисем" кĕнекинче Лашман тăван ял çыннисеам çинчен ăшшăн çырса кăтартнă, илемлĕ сăмахсем тупнă.

Степан Митрофанович 90 çул тултарсан, эпир писатель патне саламлă çыру ятăмăр.

"Эсир, хисеплĕ Степан Митрофанович, тăван шкулăрпа малашне те тачă çыхăну тытасса çирĕп шанса тăратпăр. Шкул библиотекинчи Эсир парнеленĕ кĕнекесене ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Сирĕн менелникĕре халалласа эпир хамăр музейра ятарлă стенд та йĕркелесшĕн..." - тенĕччĕ çырура.

 Нумай та вăхăт иртмерĕ, шкула хыпар çитрĕ те. Писатель педколлективпа вĕрекенсене ăшă саламшăн чĕререн тав тунă, ĕçре тата вĕренỹре ăнăçу, пурнăçра ырлăх-сывлăх суннă. Лашман ачасене ĕçе юратма, таса чун-чĕреллĕ пулма, çутçанталăка хисеплеме, спортпа туслашма пехилленĕ. Çак çырăва вăл йывăр чирлĕ чухне, вырăн çинче çырнине пĕлтĕмĕр кайран.

Степан Митрофанович пурнăçран 1986 çулта уйрăлса кайрĕ. Йывăр хуйхă пулчĕ çакă тăван ял-йышшăн, ăна çывăх пĕлнĕ çынсемшĕн.

Писателе халăх манмасть. Вăл ачалăхне ирттернĕ урама Çтаппан Лашман ятне панă, писатель çуралса ỹснĕ çурт пахчинче хăй нумай çул каялла лартнă çỹллĕ чăрăш ешĕрет. Ялти музейра та Степан Митрофановича халалланă пуян стенд пур.

Ф.Мансуров Патирек ялĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатĕнчен

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика