Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем молодежи

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Хаклă çамрăк туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Эпир XXI ĕмĕрти тĕнче сăн-сăпачĕ тăтăшах улшăнса тăракан условисенче пурăнатпăр, хальхи вăхăтра инновацилĕх тата халиччен курма хăнăхнинчен урăхларах пуçарусем обществăна малалла ăнăçлăн аталантармалли майсем пулса тăраççĕ. Пирĕн республикăн çитес çывăх çулсенчи ăнăçлă аталанăвне шăпах пурнăçăн кирек хăш сферинче те кирлĕ, хăйсем çине пысăк яваплăх илме хатĕр, çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе вырăнлă йышăнусем сĕнекен тата вĕсене пурнăçа кĕртме пултаракан çамрăк профессионалсем тивĕçтерĕç.

Республикăра пурăнакан 9,5 пин ытларах шкул ачишĕн кĕмĕл саслă шăнкăрав юлашки хут янăрарĕ. Çамрăксемшĕн мĕн пур çул уçă: вĕсене вĕренÿ заведенийĕсен аудиторийĕсем тата наука открытийĕсем, илĕртÿллĕ çул çÿревсемпе çĕнĕ паллашусем кĕтеççĕ.

Кашни çулах аслă шкулсенчен вĕренсе тухакан, професси пĕлĕвне тата кирлĕ хăнăхусене ăша хывнă пин-пин каччăпа хĕр ĕçе кÿлĕнет. Пиртен кашниех пурнăçра яланах мĕне те пулсан пĕрремĕш хут тăвать. Пурăнса курнă çынна çавнашкал утăма тума халиччен пухăннă опытпа хăнăху, пĕлÿ пулăшать. Çамрăклăхăн вара мĕн те пулсан лайăххине тăвас туртăмĕ пысăк тата вăл хăйĕн ĕçĕ ăнăçасса çирĕп шанса тăрать.

Чăваш Енре çамрăксене пулăшасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ шутланать. Çамрăксен наука, пултарулăх, ÿт-пÿ тата тĕрлĕ ытти вăй-хăватне хавхалантарма пулăшакан программăсем туса хатĕрленĕ, вĕсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ. Эсир – çамрăк ăстаçăсем, производствăри çивĕч ыйтусене татса пама час-часах халиччен илтме-курма хăнăхнинчен урăхларах, инновациллĕ йышăнусем сĕнетĕр. Çакă эсир техника, экономика, социаллă пурнăç, бюджет сферисенче тăвакан ĕç-хĕл ăнăçлă тата тухăçлă пулассине шантарать.

Тивĕçлĕ специалистсене тупса палăртас тата вĕсене патшалăх службине явăçтарас тĕллевпе кăçалхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен кадр резервне йĕркелесси çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ун йышне пурнăçра хастарлăхпа, пултарулăхпа, пысăк пĕлÿпе тата ертсе пырас ĕçри ăсталăхпа палăрса тăракан, общество ĕçĕ-хĕлĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартнă яшсемпе хĕрсем кĕнĕ. Паян вĕсем патшалăх политикине йĕркелесси çине витĕм кÿреççĕ тата Чăваш Ен аталанăвне сулмаклă тÿпе хываççĕ.

Яшсемпе хĕрсем, хаклă туссем! Çак савăк уяв кунĕ сире савăнăç, сывлăх, çирĕп тĕллевлĕхпе ăнăçусем, Тăван çĕр-шывăмăрăн ырлăхĕшĕн çĕнĕ открытисемпе çитĕнÿсем тума сунатăп. Çамрăклăх – кашни çыншăнах ытарма çук вăхăт. Ку вăл чунра çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм хуçаланакан, юрату хĕмленсе çунакан, пурнăçра идеал тата хамăр вырăна шыракан манăçми тапхăр. Эпĕ Чăваш Ен çамрăкĕсене шанатăп! Тăрăшса ĕçлĕр, лайăх пурăнăр, çут тĕнчен савăк та çутă саманчĕсемпе киленĕр, çĕнĕ ÿсĕмсем тăвăр! Эсир – пирĕн вăй, пирĕн тĕрев, пирĕн пуласлăх!

 

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                            М.Игнатьев

 

 

Дорогие юные друзья!

От всей души поздравляю вас с Днем молодежи!

Мы живем в XXI веке, в условиях постоянно меняющейся картины миры, когда инновационность и нетривиальность становятся ключом к успешному развитию общества. Именно молодые профессионалы, востребованные во всех сферах жизнедеятельности, готовые рисковать, предлагать и реализовывать собственные неординарные решения существующих проблем, будут определять успешное развитие нашей республики в ближайшие годы.

Для более 9,5 тысяч школьников нашей республики прозвенел последний звонок. Для них открыты все дороги: ждут их студенческие аудитории и научные открытия, увлекательные путешествия и новые знакомства.

Ежегодно тысячи выпускников вузов, получившие определенный комплекс знаний и профессиональных навыков, приходят на производство. Каждый человек всегда совершает что-то впервые. В зрелом возрасте делать такой шаг помогают опыт, практика, знания. У молодости есть страстное желание творить и непоколебимая вера в успех.

В Чувашии поддержка молодежи является приоритетным направлением государственной политики. Разработан и функционирует ряд программ, направленных на стимулирование научного, творческого, физического и иного потенциала молодежи. Вы – молодые профессионалы, часто предлагаете свои собственные нетрадиционные, инновационные решения производственных проблем. Это дает гарантии успешности и продуктивности того направления, в котором вы трудитесь – техническом, экономическом, социальном, бюджетном.

С целью выявления достойных специалистов и привлечения их на государственную службу в феврале текущего года был подписан Указ о формировании молодежного кадрового резерва при Главе Чувашской Республики. В него вошли молодые, энергичные, образованные, квалифицированные управленцы, занимающие активную жизненную позицию, проявившие себя в общественной деятельности. Сегодня они влияют на формирование государственной политики и вносят весомый вклад в развитие Чувашии.

Девушки и юноши, дорогие друзья! В этот праздничный день хочу пожелать вам новых открытий, успехов, радости, здоровья, целеустремленности, процветания на благо нашей Родины. Молодость – замечательная пора в жизни каждого человека. Это годы романтизма и искренней увлеченности, поиска идеалов и своего места в жизни. Я верю в молодежь Чувашии! Творите, живите, радуйтесь жизни, добивайтесь новых высот. Вы – наша сила, наша опора, наше будущее! 

 

Глава

Чувашской Республики                  М. Игнатьев

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика