Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Федерацин 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи (108-мĕш номер) "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" саккунĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне Чăваш Республикинче ирттересси çинчен" (2015 çулхи мартан 30-мĕшĕ, 178-мĕш номер) йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Шамарша район администрацийĕн пуçлăхĕ район территорийĕнче ял хуçалăх çыравне тĕплĕн хатĕрленсе тата пысăк шайра ирттерсе ярас тĕллевпе йышăну кăларнă.

Унта ял хуçалăх çыравне ирттерес йĕркене, пĕрлех ял хуçалăх çыравне хатĕрленес ыйтупа ĕçлекен çырав комиссийĕн йышне (16 çынран тăрать), унăн йĕркине çирĕплетсе хăварнă.

Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе районти статистика уйрăмĕ çумĕнчи ятарлă çын, ял хуçалăх çыравĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен уполномоченнăй ĕçлет. Уполномоченнăй ĕçĕсене пурнăçласа пыма О.Алексеева çирĕплетнĕ. Асăннă службăн тивĕçĕ нумай. Кăçалах пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлама тивет: çырава хутшăнакансен, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне, объектсене палăртса хатĕрлемелле.

2016 çулхи июлĕн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç шайне тĕпчесси, ял халăхĕ мĕнле пурнăçпа пурăнать, ăçтан тупăш кĕрет, мĕнле тупăшпа, мĕн чухлĕ çĕрпе усă курать, мĕнле техника тытать, мĕнле тата мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать, улма-çырла, пахчаçимĕç туса илет тата ытти те.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика