Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Кузьмина Алена 8 класс МОУ "Трехбалтаевская средняя общеобразовательная школа"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/
 

 

Анне - çута телей

Эс, аннеçĕм, çемьешĕн – тĕрек

 Кил вучахĕшĕн - çутă хĕлхем.

Санпа чух эп телейле, пĕлсем-

Эс пурришĕн юрлать ман чере. (3. Свеклова)

Анне... Пур-ши тĕнчере Санран хаклăрах çын.! Эсĕ маншăн - хĕвел ашши, çуралнă кил... Эсĕ маншăн - чи пысăк телей!

 Эсĕ пире çуратсанах тăрантарассишĕн, тăхăнтарассишĕн тăрăшнă. Халĕ те тăрăшатăн. Кунĕн-çĕрен ĕçлетен. Çĕр çывăрмасăр пирĕн çинчен шутлатăн. Эсĕ пирĕншĕн тем тума та хатĕр. Саншăн пĕр самантлăха та канăç çук. Ĕçрен таврăнсанах пире çитерме апат пĕçеретен. Ачусем тирпейлĕ, таса çуреччĕр тесе кунсерен кĕпе-йĕме çăватăн. Çыхма та ăста эсĕ. Пушă вăхăт тупăнсан та ахаль лармастăн, ăшă чăлха, капăр кофта çыхатăн. Эсĕ - кил-çурт управçи...

Мĕн пĕчĕкрен пире кашни утăма сăнаса ỹстернĕ Эсĕ. Хăш кун малтанхи хусканусем тунине, хăçан пĕрремĕш хут утса каăнине, пĕрремĕш сăмах мĕнле пулнине - веçех курнă-илтнĕ, веçех пĕлетĕн. Ача садне те пире çỹреттернĕ Эсĕ, телейлĕ ачалăх парнелене, пĕлỹ илччĕр тенĕ ĕнтĕ. Çакăн пек çулсерен ỹссе пыратпăр. Халь кăна шкула кайнăччĕ пек... Сиссе те юлаймăн эпир шкул пĕтернине. Вăтам пелỹ илсенех çунатланапăр та тăван йăваран веçсе каятпăр...

Аннеçĕм, эпир Сана итлемен вăхăт та, чĕрỹне ыраттарни те пулать пуль, йывăр чухне ăнланманни пулать палах... Каçар, Сана кỹрентернĕшĕн, ăнланманнишĕн...Çĕр çул пурăн, нихăçан та ан ватăл, сакăн пекех хитре пул, сăн-питỹ çинчен ĕмĕрне те йăл-куллу ан кайтăр.

Ытарайми аннеçĕм, чечек пек сена. çепĕç чĕлхỹ илемне, ачаш аллун ăшшине, пăрчăкананни пек вăр-вар уттуна, ырă чĕрỹне асăмран нихçан кăларас çук. Эсĕ пилленĕ кун-çула манăн, Сан пекех, илемлĕ те усăлла ирттересчĕ,Санран илнĕ хăнăхусене, пархатарла ĕçĕмре тивеçлĕн сапаласчĕ, Сан пекех, çĕр çине ырă ят хăварасчĕ. Эсĕ - маншăн - Пурнăç çуле çинчи çутă маяк-çке. Çултан пăрăнмасăр, такăнмасар утасчĕ Малалла. "Кĕреш, çĕнтep!"- тесе вĕрентетĕн яланах. Кĕрешме пĕлесчĕ, çĕнтерме вĕренесчĕ. Çакă вара маншăн пурнăç шăпи пулĕ, Саншăн вара - эп умăнта татнă парăм пулĕ. Ахальтен мар, Эсĕ маншăн - Пурнăç теллевĕ, пĕлтерĕшĕ, телейĕ.

 Аннене суйламаççĕ,

 Ма тесен вăл - nĕppe,

Суйласан та, эп суйлăп,

Эп, аннеçĕм, Сире. (А. Смолин)

 

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика