Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.05.03 Анлăрах ĕçлĕрех. "Хресчен сасси".

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Республика кунне Чăваш Eнре хаваслă лару–тăрура уявласси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçалхине те тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Ăна ирттерме ятарласа йĕркеленĕ комитетăн Правительство çуртĕнче иртнĕ эрнери канашлăвĕнчи калаçу вара ытларах «Регионсем: çыхăнусен чикки çук» выставка–ярмăрккă пирки пычĕ. Ăна çулсеренех йĕркелеççĕ–ха. Кăçалхи вара чи анлă программăлли пулĕ. Яланхи пекех ăна июнĕн 21 –мĕшĕнче уçасшăн. Пилĕк кун ĕçлĕ.

Экспонатсене вырнаçтарма Шупашкарти МТВ–центр курав павильонĕнчи пур лаптăкпа та усă курасшăн. Çавăн пекех вĕсене сутма та май туса парасшăн.

Унта хутшăнакан предприятисен 75 проценчĕ хамăр республикăри, ыттисем унăн тулашĕнчен килнисем пулĕç. Пĕтĕмĕшле кунта 270 предприяти хăйĕн таварне сĕнĕ.

Канашлура çавăн пекех Республика кунне Шăмăршăра уявлас енĕпе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе яврĕç. Ку тăрăхра халĕ хăнасене кĕтсе илме хатĕрпе пĕрех. Ялсенчи урамсене тирпей–илем кĕртеççĕ. Çулсем сараççĕ, юсаççĕ.

Шăмăршă районĕнче иртекен Республика кунĕ уявĕн программи те анлă. «Атăỹлçи çăл куçĕсем» XI фестиваль иртĕ. Унта хутшăнакан республикăран тата унăн тулашĕнчен килнĕ юрăçсемпе ташăçăсен ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе Шăмăршă салинчи куравçăсене кăна мар, Пăчăрлă Пашьел, Патирек, Карапай Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă, Анат Чаткас ялĕсен çыннисемпе хăнисене те савăнỹтарĕç. Вĕсенче те юрăçсемпе ташăçăсем валли сцена тума палăртнă.

Уяв кунĕсенче Шăмăршă районĕнче спорт вăййисем те сахалах иртмĕç. Кунта волейболистсен, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, пăт пуканĕ çĕклекенсен, çемье командисен, миниỹфутболăн, «Хаваслă стартсен» республикăри ăмăртăвĕсене ирттерме палăртнă.

Декораципе прикладной тата сăнарлă искусство ăстисем вара хăйсен ĕçĕсен выставкине йĕркелĕç. Июнĕн 24–мĕшĕнче, 23 сеxетре, Шăмăршă сали çинчи каçхи тỹпене фейерверк çутатĕ.

М. ИВАНОВ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика