Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.03 Уява хатĕр-и? "Хресчен сасси"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Шăмăршă куç умĕнчех çĕнелсе улшăнать. Ку ĕçре Чăваш Республикинчи Строительство министерствин тỹпи те пысăк. Çĕнĕ хỹмесемпе картасем тытса çакнă та ĕнтĕ, çулсем юсаççĕ, электричество çутисен тĕревĕсене улăштарас ĕç пырать, ипподром, çĕнĕ стройка районĕ патне çулсем xываççĕ, урамсемпе кил–çурт территорийĕсене тирпейлеççĕ. Уяв мероприятийĕсем иртекен вырăнсене («Акатуйра» тата «Ипподромра») трибунăсем, ларса тăмалли вырăнсем, туалетсем тăваççĕ, кивĕ сценăна юсаса çĕнетнĕ, çĕнни валли материалсем хатĕрленĕ.

Хатĕрленỹ ĕçĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Еç йĕркинче сиксе тухакан ыйтусене татса пама министерствăн ĕçлĕ ушкăнĕ Шăмăршă районĕнче кашни эрнерех пулать.

Иртнĕ эрне пуçламăшĕнче республикăри Строительство миннистерствин ĕçченĕсем Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ палăртнă планпа уяв мероприятийĕсем иртмелли вырăнта ĕç мĕнле пынине тĕрĕслерĕç. Васкавлă татса памалли ыйтусене пăхса тухрĕç.

«Чувашгражданпроект» институчĕпе пĕрле ипподромри чупмали çула грави тата мрамор тĕпренчĕкĕсенчен тума шутланă. Материалсемпе «Железобетон» ОАО тивĕçтерĕ.

Анчах та Строительство министерстви Республика кунĕнче уçма палăртнă икĕ пурăăнмалли çурта тăвас ĕç кая юлса пынипе канăçсăрланать. Уява Шăмăршă çĕрĕ çинче чыслă кĕтсе илессишĕн Çĕнĕ Шупашкарти ДСКна строительство ĕçĕсене хăвăртлатма асăрхаттарнă.

С. НИКОЛАEВ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика