Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.04.12 Уяв уявах пултăр!.. "Хыпар".

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Виçĕм кун Шупашкарти Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленес тата ăна çỹллĕ шайра ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн пирвайхи ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Партасова ертсе пычĕ.

Вулакансем ас тумаллах: кăçалхи пуш уйăхĕн 26–мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ку пĕлтерĕшлĕ уява анлă тата илемлĕ, ытги регионсем ăмсанмалла ирттерес пирки ятарласа Указ кăларчĕ. Унпа килĕшỹллĕн Министрсен Кабинечĕ йĕркелỹ комитетне çирĕплетрĕ. Ку йышра – ЧР министрĕсемпе патшалăх ко митечĕсен ертỹçисем. бизнесменсем, ытти яваплă çынсем.

Уяв мероприятийесен про ект шайĕнчи программи хатер ĕнтĕ. Унти тĕп ĕçсен шутĕнче – «Регионсем: туслăхшăн чике çук, нумай енле курав–ярмăркка, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Атăлçи çăл куçĕсем» фестиваль. Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн хăмли, салачĕ тата сăри» ярмăрккă–фестиваль. «Раçсейĕн агропромышленноçне гидрометеорологи тĕлĕшĕпе ятарлă тивĕçтерессин формисемпе мелĕсем тата ку ĕçĕн технологийĕ» Пĕтĕм Расçейри конференци. Кунсăр пуçне, паллах, ытти вун–вун мероприяти: кон цертсемпе пĕчĕкрех куравсем те, хăнасемпе ирттерекен тĕл пулусем те...

Паллă ĕнтĕ, вĕсене пурне те пĕрлехи вăйпа, мĕн пур майпа туллин усă курса пурнăçламалла. Кун пирки Наталия Юрьевна уйрăммăн палăртса каларĕ. «Куравсем, конференци–тĕл пулусем йĕркелес, концертсене чи лайăх коллективсемпе уйрăм артистсене явăçтарас енĕпе кашнин хăйĕн вырăнĕнче яваплăха тарăннăн туйса ĕçлемелле, – терĕ вал. Чăваш Eн хăнисем, хамăр республикăн экономика аталанăвне, ял–хула инфраструктури çĕнелсе пынине сăнаса, Чăваш Eн илертỹлехне, унăн хевтеленсе пыракан вăй–хăватне, ламран лама аталанса пынă культурине. пĕтĕмешле илсен, Шупашкар пĕлтĕр Раççейри чи хăтлă хула, кăçал вара – Атăлçи тăрăхçнчи культурăн тĕп хули пулма тивĕçнине чунпа туйса илме пултарччăр...»

Кашни ыйтупах яваплă çынсем тухса калаçрĕç. Премьерăн пĕрремĕш çумĕсем – М. Игнатьевпа В. Краснов, Н.Володинăпа Ю. Волошин вице–премьерсем, ытти явапла çынсем ĕç–пулăма тĕплĕн тишкерчеç. Хальхи кăлтăксене те палăртрĕ Правительство ертỹçи. Ларура çавăн пекех Шăмăршă район администраци пуçлăхĕ В.Фадеев (ку район Республика кунне ирттерес тĕлĕшпе йеркеленĕ конкурсра çĕнтернине пелетĕр енте, лайăххипе çитменлĕхĕсем çинчен каланă май, укçа–тенкĕпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатрĕ.

«Паллă, ку ĕçре федераци центре те, республика хăй те пулăше, – тере ăна хуравланă май Н.Партасова премьер. – Анчах пĕр–пĕтĕмĕшле нумай пулăмшăн район администрацийĕ яваплă».

Юлашкинчен йеркелỹ комитечĕн ертỹçи Республикă кунне ирттерес тĕлешпе (сывлăх сыхлавĕ, суту–илỹ, массăллă информаци хатерĕсeм т. ыт. те, сывăх вăхăтрах тивĕçлĕ те тишкeрỹллĕ документсем тăратма хушрĕ.

Георгий ПОРФИРЬEВ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика