Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.05.31 Шăмăрша пиншер хăна килĕ."Шăмăршă хыпарĕ"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/
Июнĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршăра Республика кунне ирттерме палăртни пирĕн ертỹçĕсен хастарлăхне çеç мар, халăх хавхаланăвне те чылай ỹстерчĕ. Калама кăна вĕт – уява 10-15 пин хăна ккилсе çитмелле!
РАЙОН центрĕ паян тирпейлĕ ăкна пĕчĕккĕ хулана аса илтерет. Шăмăршă илемленсе тата аталанса пытăр тесе вырăнти предпринимательсем те хăйсен пайне хывнă. Унта та кунта ỹссе ларнă уйрăм çын лавккисемпе кафесем Шăмăршăн архитектура хăйевĕрлĕхне çĕнетсе илемлетеççĕ. Урамсен тирпейлĕхĕ, çатма пек тикĕс асфальт -- çаксем пурте Шăмăрша республикăри конкурсра çĕнтерме пулăшрĕç. Республикăн тĕп уявĕн хăнисене кĕтсе илме хатĕрленнĕ май, район центрĕ татах та хитреленчĕ.
1996 çулта хута кайнă культура Керменĕ умĕнчи площадь юрă-ташă ăстисемшĕн чăн-чăн «çăтмах» пулĕ тесен те йăнăшмăпăр. Варринче ытарма çук илемлĕ фонтан пĕпрхет, «кĕмĕл пекех ялтăрать, шывĕ хĕвел çутинче». уявра иртекен гала-концерт валли кунтан та лайăхрах вырăн ăçтан тупайăн-ха;
«Зеленстрой» ĕçченĕсем территорие тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшни куç умĕнчех -- чечек клумбисем тунă, газонсене курăк вăррисем акнă. Бардюрсемпе газонсем хăнасене çеç савăнтармĕç, Шăмăршă çыннисене те тăван район центрĕпе мухтанма хавхалантарĕç. çавăнпа та Шăмăршă халăхĕ субботниксемпе воскресниксене пĕр пăркаланмасăр, чун хушнипе хутшăнать, ачлисемпе пĕрлех шкул ачисем те пĕрлехи ĕçе хапăл тусах тухаççĕ. ăçта кирлĕ -- хитре решеткесем тытаççĕ, хỹмесене çĕнетеççĕ, сăрлаççĕ.
Уяв ирттерни района пысăк усă кỹнине пурте пĕлетпĕр-и-ха тата; райцентрта кăна, акă, 5-7 çухрăм çул çине çĕнĕрен асфальт сараççĕ, кивĕ çулсене тĕпрен юсаççĕ. Хĕрринчи Западная урама вара -- çут çанталăк газĕ çитĕ. Çак урама центрпа асфальт сарнă çул та çыхăнтарĕ.
Ипотека кредичĕ илекен çамрăк çемьесем валли Шăмăршра пĕр хваттерлĕ тата икĕ хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем ỹссе лараççĕ. Вĕсене уяв кунĕнче хута яма палăртни пурнăçланасси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
«Агростройсервис» директорĕ А.В.Максимов вара çĕнĕ ииподрома ĕлкертесчĕ тесе канăçне çухатнă. Вăл тăрăшнипех вунă урхамах туяннă, вĕсене ăмăртăва опытлă жокейсем хатĕрлеççĕ. Уяв кунĕ çĕнĕ ипподрома 50 яхăн урхамах килсе çитмелле. Самар, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен, тутарстанран, хамăр республикăран заявкăсем чылай килнĕ ĕнтĕ.
Ипподром вăхăтлăха мар, нумай çуллăха пулĕ. Çак кунсенче кунта çити асфальт сарĕç, чупмалли çулсем те хальхи ыйтусене тивĕçтерĕç. Спорт судйисемпе хăнасем, куракансем валли ятарлă трибунăсем пулаççĕ. Машинăсене тăратмалли вырăн та, урхамахсене кузов çинчен антармалли площадка та пулаççĕ.
Тепĕр çĕнĕлĕх – уяв тĕлне темиçе биотуалет вырнаçтарни. Европăри малта пыракан çĕршывсенчен мĕншĕн кая юлмалла-ха;
Паллах, уяв валли республика бюджетĕнчен уйăракан укçа çителĕксĕр. нумай ĕçе хамăр вăйпа, предприятисемпе организацисем, предпринимательсем тăрăшнипе пурнăçламалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăй те кану мĕнне пĕлмест, ытти ертỹçĕсенчен те çирĕп ыйтать. Уяв чăннипех те чаплă, илемлĕ, асра юлмалла пултăр тесен, июнь уйăхĕн кашни кунĕ, кашни сехечĕ тухăçлă ĕçре ирттĕр тесе тăрăшмалла пирĕн. Çапла пулатех!
А.КОНДРАШКИН, Шăмăршă ял администрацийĕн специалисчĕ

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика