Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.17 Сумлă пулчĕç парнисем. "Хресчен сасси".

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Ăмăр çанталăк та ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров Сĕнтĕрвăрри акатуйне илсе çитернĕ cавăнăçлă хыпарпа çуталса кайрĕ. Савăнмашкăн сăлтавĕ те пĕчĕкех мар. Пĕлтĕр района çут çанталăк газĕ кĕртме миллион тенкĕ хывнă пулсан, кăçал вара малтан 46 миллион, унтан тата 30 миллион тенкĕ хушнине пĕлтерчĕ президент. Иртнĕ çулпа танлаштарсан ку 8 хут пысăкрах. Çакăн пек хушма пулăшу ытти хуласемпе районсене те тивĕçнĕ. Шкул ачисене те савăнтарчĕ Николай Васильевич. Пирĕн пуласлăх ачасенче–çке. Çавăнпа та шкула, театра, муpейсене, хуласене, к-ршĕ регионсене тухса ç-реме Сĕнтĕрварри, Куславкка, Вăрмар, Шупашкар район шкулĕсене автобус уççисем парнелере. Çĕнĕ вĕрен- çулĕ пуçланна тĕле республикăри 140 ытла шкул автобуслă пулĕç.

Чи пултаруллисене республика ерт-çи патшалах наградисемпе чысларĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята тивĕçнĕ районăн тĕп библиотека директорне Г. Хамидулинăна саламларĕ. ЧР Президенчĕн тав çырăвне «Восток» хуçалăх тракторисчĕ Н. Васильевпа çăкăр комбиначĕн директорĕ А. Совина тивĕçрĕç. РФ Культура министерствин хисеп грамотипе В. Винокурова учителе чысларĕç. Çавăн пекех Н. Давыдовапа Г. Петрова учительсем те Раççей Федерацийĕн наградисене тивĕçрĕç.

Кăçал çемье çулĕ пулнă май уявра ĕç династийĕсене те манса каймарĕç. Сцена çинче юра–кĕвĕ шăрaнчĕ. Илемлĕ пикесемпе каччăсем хăйсен ташшисемпе савăнтарчĕç. Кунтах спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Шавларĕ, кĕрлерĕ акатуй.

E. Александрова.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика