Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.05 Шăмăршă пысăк уява хатĕрленет. "Хречен сасси"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Республика кунне паллă тавассипе çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене кăçал Шупашкарта кăна мар, Шăмăршăра та ирттереççĕ. Cавăнăçлă уявччен шăп виçĕ эрне юлать. Шăмăршăсем Республика кунне мĕнле кĕтсе илме хатĕрленни çинчен акă мĕн каласа пачĕ район администрацийĕн пуçлахĕн çумĕ В. К. Андронов.

– Пĕлтĕр Республика кунĕпе çыхăннă асра юлмалли мероприятисем июнĕн 24–мĕшĕнче Eтĕрнере ытларах пулса иртрĕç. Шăмăршă хула мар, паллах. Апла пулин те, район администрацийĕн пуçлăхĕн Валерий Фадеевăн сĕнĕвĕпе килĕшсе, çак чаплă уява эпир хамăр патăмăрта, республикăн чи кăнтăр районĕнче, ирттерме килĕшрĕмĕр. Çак ыйтава республика правительстви те ырларĕ.

Шăмăрша районĕнче мана 1972 çулхи июльте эрнипех пулма т-р килнĕччĕ. Кунĕсем питĕ шăрăх тăратчĕç. Икĕ уйăх ытла çумăр çумарĕ. Чаваш Eнри çĕр–çĕр çын çавăн чух Шăмăрша вăрманĕсенче алхаснă пушара çĕнтерме килсе çитрĕ. Тен, чылайĕшĕн асĕнче 70–мĕш çулсенчи Шăмăршă асра.

Вăтăр çул каяллахипе танлаштарсан, хальхи самана пачах палламалла мар. Космовский, Уруков, Маркс урамĕсенче юлашки çулсенче икĕ–виçĕ хутлă капăр çуртсем çĕкленнĕ. Вĕсене тĕрлĕ сăрăпа илемлетнĕ х-месем çыхăнтараççĕ. Тĕлĕнмелле хитре чечексем куçа илĕртеççĕ тата кунта. Кашни урампа лапамрах е пысăках мар такăрлăкра та тап–таса. Культура çурчĕ умĕнче фонтан шевлисем выляççĕ. Шапах çак таса та илемлĕ вырăнта Республика кунне халалланă савăнăçлă уяв пуçланать. Унăн сценарине шăмăршăсен ентеше, Асанкасси ялĕнче çуралса -снĕ чăваш халăх артисчĕ Н. Корчаков хатĕрленĕ.

– Уява Чукоткăран пуçласа Дагестан Республики таранах хăнасем килсе çитмелле. Весене кĕтсе илме шăмăршăсем паянах хатĕр. Республикăри культурăпа национальноçсен министерствин планĕпе килĕш-ллĕн, савăнăçлă уява ирхине вунă сехетре пуçлатпăр та çурçĕр çитеспе фейерверкпа вĕçлетпĕр. Уяв концерчĕсене Раççейри çирĕме яхăн регионти артистсем хутшăнаççĕ, – тет Николай Васильевич.

Çакна та палăртма кăмăллă: Шупашкарти «Калем» издательство пулăшнипе 70–80–мĕш çулсĕнче Шăмăршă район ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ В. Максимов хатĕрленĕ «Как ты хороша, родная Шемурша» кĕнеке–альбом кăларнă. Тĕлĕнмелле пуян хăйне евĕрлĕ энциклопеди.

П.Сидоров.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика