Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.19 Уява хатĕр. "Хресчен сасси"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, йĕркелỹ комитечĕн председателĕ Н. Ю. Партасова ертсе пычĕ. Мĕн тунă–ха Республика кунне хатĕрленсе?

Чи малтанах МТВ–центр директорĕ Н. М. Герасимов асăннă центр территорийĕнче ирттерекен «Регионсен çыхăнăвĕсем чикĕсĕр» ярмăркка–курав пирки чарăнса тăчĕ. Çĕртме уйăхĕн 21–25–мĕшĕсен че йĕркелесшĕн ăна. Иртнĕ çулсенче вăл 1600 тăваткал метр йышăнакан лаптăкра вырнаçнă, кăçал 2100 тăваткал метр уйăрма палăртнă. Хамăр рес публикăсăр пуçне тата 25 регионран хутшăнма кăмăл тунă. 21–мĕшĕнче ярмăркка–курав уçăлнă кун Шăмăршă районĕпе паллаштарĕç. Çакă ахальтен мар. Кăçал Республика кунне уявлама шăпах асăннă район тивĕçнĕ.

ЧР промышленность министрĕ Ю. П. Волошин «Регионсен çыханăвесем чикĕсĕр» ярмăркка–курава Раççейри предприятисемпе пĕрлех Белоруссири тата Германири фирмăсем хутшăнасса пĕлтерчĕ.

Культура программипе ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О. Г. Денисова паллаштарчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, «Атăлçи çăл куçĕсем» фестивале Республика кунĕпе пĕр вăхатра ирттереççĕ. Шупашкара çак кун фестиваль çĕртмен 2–мĕшĕнче каçхине 1 сехетре уçăлать. Италирен – икĕ, Германирен пĕр коллектив килсе çитмелле. Унсăр пуçне Раççейри 41 регионран тата никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи республикăран коллективсем пулĕç. Хамăр рес– публикăран 150 ушкăн хутшăне. Пуре 250 коллектив, артистсен йышĕ 5 пине çитĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ лапампа Юрă уйĕ тĕп вырăн пулса тăрĕç. Унсăр пуçне тата 15 вырăнта весен концерчĕсем иртмелле. Çавăнпа пĕрлех Шăмăршă, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче, Канаш хулинче те «Атăлçи çăл куçĕсем» «тапса» тăрĕç.

Шăмăршă район администраци пуçлăхе В. П. Фадеев районта Республика кунне ирттерме хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсем пирки каласа панине тимлĕ итлерĕç. Район центрĕнче çеç мар, тата темиçе ялта иртĕç уяв мероприятийĕсем. Ташă–юрăпа çеç мар, ытти пысăк ĕçсемпе те асра юлĕ çак кун Шăмăршă халăхĕшĕн. Çĕнĕ урамра асфальт çул хута каиĕ, унта çут çанталăк газĕ çите, районти тĕп библиотека тĕслĕх библиотека пулса тăрĕ.

Н. Cмирнова.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика