Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.19 Çăл куçсен шăнкăр-шăнкăр кĕвви… "Хыпар"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Виçĕм кун ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О.Г.Денисова пресс–конференци ирттерчĕ. Калаçу кăçалхи çĕртмен 23–24–мĕшĕсенче Чăваш Республикинче иртекен «Атăлçи çăл куçĕсем» юрă–ташă уявĕ пирки пычĕ. Хăйен шăнкăр–шăнкăр кĕввипе вăл пирĕн пата вун пĕрмĕш хут «юхса çитрĕ». Çитес çул эпир çак фестивале пĕр ỹстермесĕрех «Раççей çăл куçĕсем» теме пултарăпăр, мĕншĕн тесен Аслă Руçăн 40 ытла регионĕнчен килекенсем кăçал çак ирĕке ЧР Президентĕнчен тата РФ Культура министерствинчен ыйтса илме палăртнă.

«Атăлçи çăл куçĕсем» уява Тутарстанран, Пушкăртстанран, Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсенчен, Краснодар тăрăхенчен, Мари Эл, Удмурти, Мордва, Карели, Коми республикисенчен тата ытти çертен çеç мар, Беларуçрен те, Украинăран та, Эстонирен те тата Германипе Италирен те юрă–ташă ăстисем килĕç. 5 пин ытла çын хутшăнĕ пирĕн республикăра иртекен уява. Ку, паллах, куракансен шучĕ мар – весене юрă–ташăпа савăнтаракан йыш хисепĕ. Хамăрăннисем те парăмра юлмеç – пирĕн патăмăрти 265 юрăпа ташă ушкăнĕ хутшăнĕ фестивале. Уяв пер вăхăтрах Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлĕре тата Шăмăршă районĕнче иртĕ.

Кăçалхи уявăн уйрăмлăхне те палăртса хăвармалла: ăна Республика кунне çеç мар, Çемье çулталăкне те халалланă. Çак ятпа Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче – «Çемье: юратнине пĕлтерни», Республикăри ача–пăча библиотекинче «Атте–анне килĕ – ырă тĕнче» куравсем ĕçлĕç. Лакрей вăрманĕнче «Эпĕ, эсĕ тата вăл – питĕ туслă–çке çемье» пултарулăх уявĕ иртĕ. Кунсăр пуçне Анне палăке умĕнче çĕртмен 24–мĕшĕнче 14 сехетре çамрăк мăшăрсен «Алла–аллăн пурнăç çулĕпе» телеăмăрту пулĕ.

«Атăлçи çăл куçĕсем» фестивальте «Вокзал – Vauxhall» проект та хăйĕн пĕлтерĕшне кăтартĕ: Шупашкартан Канаша юрă–кĕвĕ парнелекен Туслăх пуйăсĕ çул тытĕ. Фестиваль паянхи саманапа тан утнине Шăмăршăра çĕртме уйăхĕн 24–мĕшĕнче савăнăçлă лару–тăрура ялти тĕслĕх библиотекине уçма палăртни те çирĕплетет. «Çăл куçсен шăнкăр–шăнкăр кĕвви» – çак илемлĕ ятпа иртĕ Шăмăршăра фестивале хутшăнакансен концерчĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Атăлçи çăл куçĕсем» ХI фестивалĕн пĕтĕмлетỹ концерчĕ çĕртме уйăхĕн 24– мĕшĕнче Шупашкарта, Хĕрлĕ лапамра каçхи улттă çурăра пуçланĕ. Çĕрле вара яланхи пекех – уяв фейерверкĕ.

Фестивале халалланă пресс–конференцие ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Л.Я.Миронов та хутшăнчĕ. Уяв вăхăтĕнче кăмăла пăсма пултаракан лару–тăру сиксе ан тухтăр тесе йĕрке хуралçисем тем тума та хатĕр пулнине пĕлтерчĕ вăл. «Олимпийский» стадионта çĕртмен 23–мĕшĕнче иртекен «Пропаганда» ушкăн (Мускав) концерчĕ йĕркеллĕ пултăр тесе вĕсем халех хатĕрленме тытăннă. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕç пресс–конференцире. Eвропăн V Кубокĕ вăхăтĕнче пĕчĕк ача çухалса кайнă. Юрать, ăнкаруллă пулнă вăл, тỹрех милиционер патне пырса пулăшу ыйтнă. Çапла вара ачана ашшĕ–амăшне тупса панă.

Çанталăк пирки те сăмах хускатрĕç пресс–конференцире: «Çумăр кăна ан çутăрччĕ» – терĕ Ольга Денисова министр. Çапла, çак сăмаха халь утă çулса пăрахнă кашни хресченех калать: «Çăл куçĕ шăнкăртаттăр, çумăрĕ кăна ан çутăрччĕ...»

Р.Прокопьева.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика