Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.20 Çитĕнỹсене кăтартакан уяв. "Çамрăксен хаçачĕ"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Республика кунне1994 çултанпа паллă тăваççĕ. Çулсерен анлăрах та вăйлăрах. Малтанхи çулсенче ăна тĕп хулара çеç уявлаттăмăр. Кăçал вара, иккĕмĕш çул ĕнтĕ, уяв республикăри районсенче те иртет. Республика кунĕнче хальччен туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетни тĕллевсем лартнă, йăлана та кĕчĕ ĕнтĕ.

Юлашки вăхăтра тăван ен илемленсе, вăйланса пыни куç кĕрет. Ачасене, ватăсене ялта пурăнакансене тимлĕх уйăрни уйрăмах савăнтарать. Ялсенче газ кĕртни революципе танах. Вунă çул каялла кун пирки емĕтленме те пултарайман пулсан паян республикăри кашни районтах кăăвак çулăм çитрĕ.2004 çул тĕлне кашни килех газ çитмелле. Çулсерен ĕç, ăна валли уйăрна укçа–тенкĕ калăпăшĕ ỹснине шута илсен тĕллев пурнăçланассăн туйăнать. Кунсăр пуçне кăçал çĕр–çĕр ача шкула автобуспа çỹрерĕ. Халĕ ашшĕ–амăшĕн йĕпе–сапа çанталăкра тĕпренчĕкĕ шăнса чирлесрен шикленмелле мар. Ятарлă "шкул автобусĕ" ăна шкула та, каялла килне те тĕрĕс–тĕкел илсе çитерет. Анчах çак программа вĕрентỹ тытăмĕнчи çынсене çеç мар, ыттисене те ĕçлеме хистет. Паянхи куна республикăри ялсен виççĕмĕш пайĕ патне асфальт сарнă çул çитмен. "Шкул автобусĕ" çỹрени, çĕнĕ автобус маршручĕсем уçнă çулсене тикĕслесе тирпенлеме хистет.

Пĕлтĕр тĕп хуламăра, Шупашкара, "Раççейри чи хăтлă хула" ята пачеç. Çакă ентешĕмĕрсене савăнтарчĕ пулин те тĕлĕнтермĕшех пулмарĕ пуль. Кунсерен, куç умĕнчех, хула тасалса илемленет–çке. Хулан истори пĕлтерĕшлĕ вырăнĕнче чи таса та хаклă çынна – Аннене халалласа палăк лартни, архитектура ансамблĕ хута яни те пĕлтерĕшлĕ. Чăваш çынни яланах аннене хакланă, унăн умĕнче пуç тайнă. Çак ырă йăлана малашне пирĕн хыççăнхи ăрусем те тытса пырĕç. Палăк вĕсене çакăн пирки аса илтерсех тăрĕ. Республика кунне районсенче те ирттерме пуçланăранпа вара ялсем те çĕнелсе илемленни куç кĕрет.

Шел те, республикăн историне синкерлĕ пулăмсем те кĕрсе юлчĕç. Çурла уйăхĕн 18–мĕшĕнче Тăвай районĕнче пулнă аварие çывăх çыннисене çухатнисем çеç мар, респуликăри мĕн пур çын хăн хуйхи пек йышăнчĕ.

2003 çула ЧР Президенчĕ Н. Федоров Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă çемье çине тимлĕрех пăхма, ăна пур енлĕн пулăшса, çирĕплетме май парать. Тĕреклĕ çемьесенчен кăна вăйлă республика пулма пултарать. Çав вăхăтрах çакă Чăваш Eнре пурăнакансем пурте пĕр çемьере пулнине çирĕплетет. Паллах, кил–çуртсăр, уирăм хуçалăхсăр нимĕнле çемье те хăйне тĕреклĕ те телейлĕ теме пултараймасть. Пурăнмалли çурт–йĕр тăвас енпе Чăваш юнанашар регионсенчен, сăмахран, Тутарстанран та, иртсе кайрĕ. Çак кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран та пысăкрах. Кунсăр пуçне республикăри япăх пуранакан çынсем хваттер туяннă е çурт тунă чухне президентăн социаллă пурăнмалли çурт–йĕр тăвасси çинчен калакан програмипе килĕшỹллĕн тỹлевсĕр е патшалăхан тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе те усă курма пултарĕç.Чылай çемье ипотека кредичĕпе усă курса пурăнмалли условисене лаиăхлатрĕ. 2003 çула çемье çулталăкĕ тесе çирĕплетнине, çамрăк çемьесене пулăшнине вара çутçанталăк та ырларĕ курăнать. Реслубликăра пĕр вăхăтрах ике çемьере виçшер ача çуралчĕ. Юлашки çулсенче ача çураласси чакни пăшăрхантаратчĕ. Телее, пĕлтĕр çак кăтарту самай ỹсне. Эппин, халăх пуласлăха ĕненет, ыранхи кун мĕнле пулассине курать. Ача çураласси чакнипе пĕрлех вĕрнекенсен, çамрăкла пурнăçран уйрăлакансен йышĕ ỹсни те палăратчĕ. Ялсенче çынсен чирлесен больницăсене çỹреме вăхăчĕ те, майĕ те çук. Ялтан автбус çỹремесен, асфальтлă çул çук пулсан район центрне кайса килесси ваттишĕн çеç мар. вăй питти çыншăн та çăмăлах мар. Пĕлтĕр вара республикăра çемье врачĕн 100 офисĕ уçăлчĕ. Халĕ ялтах çынсем тухтăрпа канашлма, çĕнĕрен те çĕнĕ техникăпа сывлăхне тĕрĕслеме, сиплеме пултараççĕ. 100 офис, паллах, сахал. Анчах ĕç çакăнпа вĕçленмен. Офиссем татах та уçма палăртнă.

Çапах та сывлăхла, чирлемесĕр пурăннинчен лайăхраххи нимĕн те çук. Çавăнпа та кашнинех сывлăха сыхлама, спортпа туслашма тăрăшмалла. Çакна шута илсе республикăра вун–вун спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли вара, паллах, хăвăрт утакансен Eвропăн V Кубокĕ.Тăван çĕр çинче чăваш спортсменĕсем лайăх ăмăртни вара уяв пĕлтерĕшне татах та çĕклере. Куратăри, эпир савăнма кăна мар, çитĕнỹсемпе тивĕçлипе мухтанма та пултаратпăр.

Н. Николаева.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика