Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.21 Хитрелен, чечеклен, Тăван Eн! "Чăваш хĕрарăмĕ"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Çĕртмен 24–мĕшĕ – Республика кунĕ. Çак уява хатĕрленнĕ май Чăваш Eнĕмĕр татах та илемленет. Пиртен кашниех Республика кунне тивĕçлипе кĕтсе илме тăрăшать. Республикăри паллă çынсем çак уява епле хаклаççĕ–ши, хатĕрленеççĕ–ши? Хальхи вăхăтра мĕнлерех шухăш–туйăмпа пурăнаççĕ?

Михаил КРАСНОВ, ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕн çумĕ: «Чăваш культурине, хăйне евĕрлĕхне ç-лерех çĕклеме пулăшакан уяв».
– Республика кунĕ – чăваш халăхĕшен çав тери пысăк та кĕтнĕ уяв. Чăваш Eнре пурăнакансемшен çеç мар, диаспорăрисемшен те. Çак кун пирĕн республикăна чăвашсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те йышлăн килеççĕ. Каярахпа кирек ăçта кайсан та весем пире кураççĕ те: «Эпир сирĕн республикăра пулнăчче, унта тата та пырса курас килет» – теççе. Республика кунне çапла анлăн уявлани чăваш чĕлхине, йăли–йеркине, культурине, хăйне евĕрлĕхне тата çỹлерех çеклеме пулăшать. Уява хатĕрленнĕ май ĕçе питĕ нумай паллах. Кăçал «Атăлçи çăл куçĕсем» фестиваль республикăра 11–мĕш хут иртĕ. Пĕлтĕр унта 34 регионти юрă–ташă ăстисем хутшăннă. Ку хутĕнче вара 45 регионтан килĕç. Унсăр пуçне Беларуçрен, Украинăран, Эстонирен, Германипе Италирен килме палăртнă. Уяв пер вăхăтрах Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Шăмăршă районĕнче иртĕ. Эпĕ хам Республика кунĕнче Канашра пулăп. Ėç питĕ нумай. Пĕтĕм халăхпа кар тăрса ĕçлесен уяв чаплă иртĕ. Тата пире Турри пулăштăрччĕ. Уяв кунĕсенче çанталăк лайăх тăтăрчче. Вара Республика кунне йеркеллех ирттерсе ярăпăр.

Eлена СEРГEEВА , ЧР Патшалăх Канашĕн Культура, вĕрентỹ, ăслăлăх тата наци политикин комитечĕн ертỹçи: "Чĕлхе пулмасан наци пулмасть".
– Республика кунĕ – питĕ пысăк пĕлтерешлĕ уяв. Ăна хатĕрленнĕ май кăмăл çĕкленет, чун хавасланать. Акă ку эрнере ЧР Патшалăх Канашĕ çуртĕнчи Çамрăксен палатин пĕрремĕш ларăве иртрĕ. Паянх çамрăксем хастар та пултаруллă пулнишĕн эпе чăннипех те савăнатăп. Республика кунне халалланă мероприятисем пуçланчĕç те ĕнтĕ. Акă Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче йеркеленĕ «Ėмерсен эрешĕсем» куравах илĕр. Унта Атăлçи халăхĕсен авалхи çи–пуçĕпе, тĕррисемпе, илемлетмелли ытти мелсемпе паллашма пулать. Уяв программи питĕ пуян. Камăн мĕн курас килет – тархасшăн. Меллĕ самантпа усă курса акă мĕн калас килет. Чĕлхе пулмасан наци пулмасть. Çавăнпа пиртен кашнин тăван чĕлхене упраса ăна аталантарма тăрăшмалла. Çакна уявра çеç мар, ялан асра тытмалла.

Геннадий Архипов, ЧНК ертỹçи: "Уявра чи–чи пултаруллине палăртĕç".
– Уява Раççейен тĕрлĕ регионĕнчен, ют çĕршывсенчен хăнасем килни савăнтарать. Эпир малашне Республика кунĕ тĕлне пĕтĕм чăваш çамрăкĕсен уявне (спартакиада) паллă тăвассине йăлана кĕртесшĕн. Программа тĕрлĕ вăйăпа, конкурспа пуян. Кăçал Самар тăрăхенче 23 шкулта вĕренекенсем вăй виçрĕç. Хамăр патра çак уяв çĕртме уйăхĕн 22– мĕшĕнче Çерпỹ районĕнчи Опытный поселокра уçăлмалла. Мала тухнисене шăпах Республика кунĕнче саламлăпăр. Геннадий Тафаев, И.Яковлев ячĕллĕ педуниверситет истори кафедрин пуçлăхĕ: «Алăра – çĕнĕ кĕнекесем". – Кăçал Атăлçи Пăлхар культурăпа истори фончĕпе пĕрле «Чăваш Eн историйĕ ачасен куçĕпе» -керчексен конкурсĕ ирттертĕмĕр. Çитĕнекен ăру хамăрăн историе пĕлменренех конкурса сахалăн хутшăнчĕç. Республика кунне çĕнĕ ĕçсемпе кĕтсе илетĕп. «Введение в чувашскую историю для студентов» верен- пособийĕ кун çути курчĕ. Тепĕр кĕнекене Н.Федоров Президент хăй «История чувашского народа и Чувашии» ят пама сĕнчĕ. Вĕренекенсемпе студентсене валли 23 страницăллă атлас кăларасшăн. Чăваш халăх историне сăнлакан 6 кĕнекерен тăракан ярăм хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Вĕсене пичетлеме те хулăн укçа кирле. Çавăнпах Республика кунĕнче хамăн кĕнекесене сутма тухасшăн.

Петĕр ЯЛКИР, Чăваш халăх поэчĕ: «Анне палăкĕ умĕнче сăвă вулăп».
– Республика историйĕпе çыхăннă материалсемпе те кăсăкланнă эпĕ. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 22– мĕшĕнче Мускавра ВЦИК ларăве пулнă, унта чăваш ыйтăвне с-тсе явнă. Ленин: «Пушкăртсем тĕп хула пулма кĕпĕрне хулине +пхеве, Тутарсем – Хусана суйласа илчеç, чăвашсен вара Чĕмпере тĕп хула тумалла. Пирĕн унта культура аталанма пуçланă, алфавит никĕсленнĕ», – тенĕ. Анчах чăваш делегачĕсен ертỹçи Эльмен Ленина хирĕçлесе республикăн теп хули Чĕмпĕр мар, Шупашкар пултăр тесе пĕлтернĕ. Çапла чăвашсенчен çурри республика тулашне юлнă пирĕн. Ерт-çĕсен хушшинче хĕрарăмсем те пулнă. Тĕслĕхрен Чăваш АССРен Аслă Канашĕн президиум председателĕнче З. Андреева нумай çул ĕçлерĕ. А.Нухрат, З.Сусмет тата ыттисем те яваплă ĕçре тăрăшрĕç. Çак уява ĕлĕк те паллă тунă, хальхи пек чаплах пулман ĕнтĕ. Республика 20 çул тултарнине уявлани асра. Вăл вăхăтра эпĕ Хĕрлĕ Чутайри «Çĕнтерỹ çулĕ» райхаçатра тăрăшаттăм. Районти культура çуртĕнче чаплă лару пулче, унта обком секретарĕ те килнĕччĕ. Республика кунне халалласа çырнă сăввăм «Çамрăк большевик» хаçатра пичетленнеччĕ. Хам та сăвăсем хайланăранши, çав кун паллă çыравçăсене чыслани асра юлнă. Çемен Элкере халăх поэчĕн ятне панăчче, Иван Мучие, Иван Ивника, Илле Тукташа ЧАСР Аслă Канашĕн президиумĕн Хисеп грамотипе чысланăчче. Ку чаплă уява эпĕ çуллĕн хутшăнатăп. Кăçал та 12 сехетре «Анне» палăкĕ умĕнче хамăн çĕнĕ сăввăма калăп.

Иван ТEНЮШЕВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистика факультечĕн деканĕн çумĕ, кафедра пуçлăхĕ: "Шăмăрша – уява".
– Чăваш Республикинче халăх йышлă пурăнать. МИХсем пĕлтернĕ тăрăх, халĕ кунта пурĕ 90 наци шутланать. Тĕп халăх – чăвашсем. Вĕсем республикăра пурĕ 53 процент. Республика кунĕ чăвашсен çеç мар, кунта пурăнакан пĕтĕм халăх уявĕ. И.Яковлев халалне асра тытса чăвашсем вырăс халăхне хăйен аслă пиччĕшĕ тесе шутлаççе, килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем ытти халăхсемпе те туслă. Çавăнпа та Республика кунне Чăваш Eнре пурăнакансен чи пысăк уявĕ тесе шутлатăп. Уйрăмах çакă савăнтарать: ăна Шурă Шупашкарта çеç мар, районсенче те (пĕлтĕр – Eтĕрнере, кăçал – Шăмăршăра, чаплăн уявлаççĕ. Çак уява ЧПУри журналистика факультечĕ те чыслăн кĕтсе илет. Кăçал кунтан 53 çамрăк вĕренсе тухать, çав шутра Хĕрлĕ диплом илекенсем – 14, пиллĕкĕшне вара аспирантурăра веренсе сĕн- панă. Пирĕн университет пурĕ 409 журналист вĕрентсе кăларчĕ. Çак кун факультет делегацийĕ (вĕсен шутĕнче эпĕ те) Шăмăрша уява каять.

И.СEМTНOВА, М.ГРИГOРЬEВА,
И.КУЗЬМИНА хатĕрленĕ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика