Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.20 Уяв МТВ–центртан пуçланать. "Хыпар"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/
Куравсем пĕлтĕрхинчен татах та илемлĕрех, шавлăрах, тухăçлăрах иртмелле. |ĕнĕлĕх те чылай пулĕ. |ак тата ытти ыйтусемпе ĕнер Курав центрĕнче пресс–конференци иртрĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене ЧР промышленоç, транспорт, тата суту–илỹ министрĕ Ю. Волошин, МТВ–цетрăн генеральнăй директорĕ Николай Герасимов, "Модваэкспоцентр" генеральнăй директорĕ Лев Агеев хуравларĕç.

Курав центрĕ çак пилĕк кунра уявăн тĕп вырăнĕ пулса тăрĕ. Тĕрле конкурс, вăйă, концертсемпе предприятисен реклама акцийĕсемсĕр пуçне кунтах ĕçлĕ тĕл пулусем, семинарсем иртĕç. "Регионсен хушшинчи килешỹ – чикесер" курав–ярмăрккана Раççей Федерацийĕн 29 регионĕнчен 313 предприяти хутшăнма кăмăл тунă. Кỹршĕ республикăсем курава хăйсен пуян экспозицийĕсемпе çитĕç. Республика таварĕпе паллашас, хăйсен продукцине пире кăтартас текенсем пысăк шутпа çеç мар, "пахалăхĕпе те пĕлтĕрхинчен уйрăлса тăраççĕ. Хăнасен шутĕнче – Мускав, Санкт–Петербург, Новосибирск хулисем, Ростов, Челябинск, Калининград, Белгород, Волгоград, Воронеж, Вологда, Иваново, Свердловск, Пенза, Калуга облаçĕсем, Тутарстан, Пушкăртстан, Мари Эл, Мордва Республики тата ыттисем. Юрий Волошин пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Чăваш Республики Чулхула облаçĕпе, Мордва Республикипе туслă ĕçлесси çинчен килешỹ йышăнмалла.

Иăлана кĕнĕ, çав вăхăтра, продукци туянакансене çеç мар, пĕтĕм халăх кăмăлласа йышăнакан Трактор–шоу та иртмелле. Унта, паллах, пирĕн тракторсем хуçаланĕç. Ял хуçалăхĕнче, промышленноçра ĕçлекенсем вара тракторсен "концертне" кăна мар, вĕсен конкурентлăхне те хаклама пултарĕç. Шоу программине Липецк тракторĕсем те хутшăнеç.

Куравăн техника мăнаçлăхне кăтартакан пайе чăнах та интереслĕ пулмалла. Асăннă паллă фирмăсемсĕр пуçне МТВ–центрăн павильонĕсен умĕнчи уçă вырăнта агрегат завочĕн, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕн, "Промтракторăн" продукцийĕпе паллашма пулать. Кунтах "Россельмашăн" тракторĕсем, Новосибирскра туса кăларакан сеялка тата "Белпро" кăларакан тракторсен 9 моделĕ пулĕ.

ЧР промышленноç министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Беларуçпа пирĕн çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Лукашенкăпа килĕшсе татăлни икĕ республика хушшинчи суту–илỹ çаврăнăшне 3 хут –ỹстермелле.

Тĕрлĕ семинарсенчен хăйĕн пĕлтерĕшĕпе "Аслă Атăл" ассоциацин ларăвне асăнмалла.

МТВ–центр курав валли уйăракан лаптăксен калăпăшне 25 процента яхăн ытларах уйăрнă. Николай Герасимов генеральнăй директор пĕлтернĕ тăрăх, курав залĕсем экспозицисене йышăнма хатĕр. Павильонсенчи реконструкци ĕçĕсене вĕçленĕ: урайсене çĕнетнĕ, вентиляци тытăмне улăштарнă. Хăнасемпе Шупашкарсемшен кунта меллĕ условисем туса пама тăрăшнă. Уяв кунĕсенче автомашинăсене Ленин Комсомолĕн урамĕ енчен лартмалла тунă. Пĕчек ачаллă амăшĕсем çинчен те манман: часах кунта ача–пăча пỹлĕмĕ уçăлмалла.

Курав центрĕнчи уяв тулли те интереслĕ пулать тени нимех те каламасть. Ăна хаклас текенсен, паллах, хăйсен кунта килмелле. Эпир вара уяв программипе паллашнă хыççăн çакна калама пултаратпăр: хальхинче МТВ–центр мĕн лайăххине пĕтĕмпех "çавăрса илнĕ". Утмăл ытла халăх ăсти хăйсен ал ĕçĕсене курава тăратĕ. "Шупашкар–GSМ" тăватă кун хăйĕн презентацине ирттерĕ. Курав центрĕн модель агентстви наци костюмĕсемпе тата мода фирмисем çĕлекен тумпа паллаштарĕ, тутлă апат–çимеç юратакансене те манман. Шупашкарти сĕт завочĕ ирттерекен "Сĕт кỹлли" акцие хутшăнакансем çĕнĕ тавара укçасăрах хаклама пултарĕç. Юра–ташăпа "Атăлçи çăл куçĕсем" фестиваль савăнтарĕ. Журналистсен çулсерен физкультурниксен кунĕнче иртекен ăмăртăвне– стрит–баскета та çак уяв кунĕсенче, МТВ–центр умĕнче ирттерме палăртнă.

Курав çав тери "саркаланнин", пуянланнин вăрттăнлăхĕ Республика кунĕпе çеç çыхăнман иккен. МТВ–центр, унăн ертỹçи пĕлтернĕ тăрăх, çĕне сертификат илме хатерленет. Тĕнче шайне тухасси те текех пурнăçланайман ĕмĕт мар. Алă çеç тăсмалла тата çỹллĕ шайра пулмалла.

Курав центрĕ çулсерен хăйĕн ĕçне лайăхлатса пынине çак ĕçре пуян опыт пухнă Лев Агеев çирĕплетрĕ. Уирăмах ăна павильонсен çăмăл конструкцийĕ килĕшнĕ. "Халиччен эпĕ кун пек сооруженисене теннис кортĕнче çеç курна", – терĕ вăл.

Мордва экопозицийĕ пирĕн патăмăрта пĕрремĕш хут 4 çул каялла пулнă. Унтанпа кỹршĕсем – яланхи хăнасем. Çав вăхăтрах конкурентсем те. Мордвасем хальхинче пирĕн пата экологи тĕлĕшĕнчен таса апат–çимĕç тата промышленноç предприятийĕсен продукцине илсе килĕç.

Конкурентсем курава хутшăнни лаиăх та, – терĕç пресс–конференцие хутшăннисем. Çакă пирĕн предприятисене тата ăнаслăрах ĕçлеме хистет.

МТВ–центрти вĕçе–хĕррисĕр уяв кашни кун 10 сехетрен пуçланса 13 сехетчен пулать.

Ирина ПАВЛОВА.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика