Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.21 Уяв чăннипех уяв пек пултăр. "Хыпар"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Тепĕр чухне çынсен хушшинче çапла каланине илтме пулать: «Шупашкарта çине–çинех уявсем ирттерме пуçларĕç. Ним усси те çук вĕсенчен. Хăнасем хулапа паллашаççĕ, ĕçсе çиеççĕ те тухса каяççĕ...» Паллах, çак сăмахсене ытларах чухне çурт умĕнчи сак çинче ларакан кинемейсенчен илтме тивет. Вĕсем вĕт тем те "пĕлеççĕ", тем те "асăрхаççĕ", тыт та ларт пĕр пысăк пуçлăха. Çапах та тĕнчене "тытса" тăракан аппасемпе ытти çавнашкал çынсене çак уявсем пирки пĕр енлĕн çеç мар, пĕтĕм ыйтăва тишкерсе хаклаттарас килет. Акă Республика кунĕ те çитрĕ. Шупашкара яланхилле Мускавран, Расçеиĕн ытти регионсенчен, никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчен, çавăн пекех чикĕ леш енчен те хăнасем йышлăн килĕç. Сăмах ваклама юратакансем каллех хăйсен "юррине" янраттарма пуçлĕç. Кинемейсем çеç мар çав, уявран политика вăййи туса, таса шыва пăтратса хăйсен "пуллине" тытма ăнтăлакансем те...

Çакăн пирки Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн председателĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Ю.Партасова иĕркелỹ комитечĕн пĕр черетлĕ ларăвĕнче те аса илнĕччĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене çакăн пирки халăха тĕплĕн ăнлантарса пама ыйтнăччĕ. Сăмахăм мĕн çинчен–ха? Çакăн иышши пысăк уявсемпе мероприятисен усси пирки. Республикăна вĕсем миллион–миллион доллар тупăш кỹни çинчен. Паллах, нихăш хăна та пирĕн валли хутаçпа "симĕссине" тултарса килмест. Тĕшши акă мĕнре: Чăваш Eн вăл е ку регионпа, республикăпа, çĕршывпа ĕçлĕ çыхăну йĕркелесе ярать тата ытти те.

Республика кунне паллă тунă тапхăр тата тепĕр самантпа çыхăннă. Шупашкар "Атăлçи çăл куçĕсем– фестивалĕн хăнисене йышăнать. Кăçалхипе вун пĕрмĕш хут иртет вăл Чăваш Eнре. Пĕрремĕшне пирĕнпе кỹршĕллĕ регионсенчи 5 –10 коллектив хутшăннă пулсан, хальхинче Раççейри субъктсенченн – 41, Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнченн – 3, чикĕ леш енчен 2 коллектив пулмалла. Халăх пултарулăхĕн "Атăлçи çăлкуçĕсен" фестивалĕн статусĕ çулран–çул ỹссе пырать. Çитес çул вăл пĕтĕм тĕнче фестивалĕ пулса тăрасси пирки те иккĕленỹ çук. "Атăлçи çăл куçĕсене" ирттерме пире Раççей Культура министерстви укçа уиăрса парать. Çак тапхăрта кам кăна, мĕнле халăх ывăлĕпĕ хĕрĕ хăиĕн пултарулăхĕпе паллаштармарĕ–ши, Чăваш Eнрен пин–пин çухрăм инçетре тĕпленсе пурăнакан чукчăсем те, хĕрỹ чĕреллĕ дагестансемпе осетинсем те, сăмаха çирĕп тытакан нимĕçсем те, тата ыттисем те пулчĕç Шупашкарта. Кăçал вара эстонсем, белоруссем, итальянсем килме кăмăл тунă. Хамăр килтех, Чăваш Eнрех курса тĕленме пултаратпăр вĕсен культурипе йăли–йеркипе, ташши–юррипе. Тĕп хулара пурăнакансене çеç мар, яллă вырăнтисен кăмăл–шухăшне те шута илнĕ республика ертỹçисем.

Республика кунне иккĕмĕш хут Шупашкар–та çеç мар, ун тулашĕнче те ирттереççĕ. Иртнĕ çул çак чыса етĕрнесем тивĕçнĕчче. Кăçал – шăмăршăсем. "Аталçи çăл куçĕсен" фестивалĕ вара çавăн пекех Канаш, Çĕмĕрле çыннисене те савăк кăмăл парнелĕ.

Пирĕн хамăрăн вара мĕнлерех пулмалла–ха? Хăнасене тивĕçлĕ шайра кĕтсе илмелле, намăс курмалла мар. Ялта ирттерекен, йеркелекен мероприятисен, уявсен тĕшшине акă мĕнре асăрхатăп эпĕ. Вĕсем пирĕн яваплăха çирĕплетме, тирпейлĕхе, культурăна ỹстерме пулăшаççĕ. Çак кунсенче шăмăршă районне çитсе килтĕмĕр. Унта çине тăрсах уява хатĕрленеççĕ, ял урамĕсенчи çул–иĕре, кил–çурта тирпей–илем кỹртеççĕ. Шăмăршă çеç мар, Патирек, Анат Чаткас, Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмаршă, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсем те çак кунсенче Чăваш Eн ялĕсен "тĕкĕрĕ" пулса тăрĕç. Çакна асра тытаççĕ кунта пурăнакансем, ютран килекен çынсен умĕнче пите хĕретмелле ан пултăрччĕ тесе тăрăшаççĕ.

Кунтисем çеç мар, шупашкартан кăнтăр районсенче илсе каякан çул çинчи ырă улшăнусене те асăрхарăмăр. Юр кайнă хыççăнах çỹп–çаппа витĕннĕ çул аякĕсене пуçтарса тирпейленĕ. Çĕрпỹ район территорийĕнче вара çул хĕрринчи курăка косилкăпа çулатчĕç, шăмăршăсем çул хĕррисене якатса тикĕслетчĕç. Эх, ыттисем те çак ырă тĕслĕхсене асăрхасанччĕ! Чăннипех тирпейлĕ пулĕччĕ вара пирĕн çул–йĕр. Çавна май инçе çул та ывăнтармĕччĕ кăмал–туйăм та çĕкленĕччĕ.

Уяв чăннипех уяв пек пултăр, начар сăмахсем мар, ырă шухăшсем çураттăр, тус–юлташпа пуянлаттăр.

Надежда СМИРНОВА,
культурăпа чăваш диаспорин пайĕн редакторĕ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика