Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.07.03 Сумлă уяв – сумлă тупăш. "Хресчен сасси"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Тунти кунхи пресс–конференцире Н. Федоров президент иртнĕ республика уявĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Атăлçи çăл куçĕсем фестивальне Раççей Федерацийĕн 42 регионĕнчен килне пултарулăх коллективĕ, çавăн пекех Итали, Эстони, Украина. Беларусь çершывĕсен хăнисем – пĕтĕмпе 6 пине яхăн çын хутшăннă. Уяв концерчĕсем (60) 28 лапамра иртне: Шупашкарта., Канашра, Çĕмĕрлĕре тата Шăмăршăра. Пĕтĕм Раççейри «Ал ăстисемпе пуян Руç» конкурсра Чăваш Eн Президенчĕн парнисемшĕн 23 регионтан килнĕ 200 ытла маçтăр тупăшнă.

Уяв кунĕсенчех виçĕ телемедицина центрĕ – республикăри перинатали центрĕнче, республикăри ача–пăча пульницин тата Канаш хула пульницин никĕсĕсем çинче – хута кайнă. Çавна май РФ сывлăха сыхлас ĕç министрĕ К. Шевченко питĕ хаклă икĕ аппарат ярса панă. Японире туса кăларнă ультрасасă аппарачĕ тата наркоз–сывлав хатĕрĕ. Федерацин медицина страховани фончĕн председателĕ А. Таранов уяв тĕлне 9 млн. тенкĕ уйăрнă. Республика ертỹçи вăл укçана ача–пăча сиплев учрежденийĕсене тата ача çуратмалли çуртсене янине пĕлтерчĕ. Мĕн пур кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă (1,2 млн. тенкелех) çемье врачĕн тата 5 офисĕ уçăлнă. Ял библиотекисем те парнесĕр юлман. «Пушкин библиотеки, ыр кăмăллăх программипе килешỹллĕн вĕсене 550 пин тенкĕлех кĕнеке комплекчĕ тивĕçнĕ. Çавăн пекех 45 çĕнĕ шкул автобусĕ хушăннă. 13 яла çут çанталăк ырлăхе – газ çитнĕ. Республикăн чи сумлă уявĕ укçа–тенкĕ тĕлĕшенчен пысăк пайта кỹресси пирки малтанах палăртнăччĕ. Праçник кунĕсене транспорт предприятийĕсем, хăна çурчĕсем хушма тупăш илнĕ. «Регионсен çыхăнăвĕсем – чикĕсĕр» курав–ярмăрккăра 392 килешỹ тунă (1 млрд. та 344 млн. тенкĕлĕх).

«Промтрактор» перлешỹре иртнĕ çенĕ техника презентацине СНГран 21 делегаци, çавăн пекех Колумби, Бразили, Инди, США, Великобритани, Иран... çĕршывесен представителĕсем хутшăннă. Ытахальтен килмен, паллах, 100 трактор (500 млн. тенкĕлĕх) сутмашкăн килешỹ тунă.

Агропромышленность комплексĕ те айккинче тăрса юлман: партнерсемпе 16 килĕшỹ алă пусса çирĕплетнĕ – 6 млн. тенкĕлех. Красноярскри комбайн завочĕ кăçал республикăна 20 процент йỹнĕрех хакпа 40 «Eнисей» комбайн тăратма пулнă.

Экономика министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, республика кунĕсенче туна контрактсемпе килешỹсен шайĕ 2 млрд. тенкĕ капашнă. Иртнĕ çул ку цифра 1,5 млрд. тенке яхăн пулнă. Президент çак шута РФ вице–премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ А. Гордеев ялсенче çурт–йĕр хăпартма уйăрнă 60 млн. тенкĕ, çавăн пекех газ кĕртме куçарнă хушма 16 млн. тенкĕ тата шывпа тивĕçтерме уйăрнă 9,9 млн. тенкĕ кĕменнине палăртре. Раççей ял хуçалăх министерстви çавăн пекех ял хуçалăх академийĕн çĕнĕ вĕрентỹ корпусне çĕклеме, Канашри элеватора юсама, «Приволжское» вĕрентỹ хуçалăхне укçа уйăрма шантарнă.

Республика кунĕнче РФ Правительствин председателĕ М. Касьянов хушăвĕпе Чăваш Eн бюджетне ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн 117,9 млн. тенкĕ укçан преми çитнĕ. Президент çак суммăна ача амăшĕпе ачалăха сыхлас ĕçе, шкулсене, пульницăсене, клубсене тата культура объекчĕсене пуянлатма янине пĕлтерчĕ. Çапла майпа Республика кунне уявлани предприятисемпе организацисене пĕтĕмпе 2,2 млрд. тенкĕлех пайта кỹне.

Уяв пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă хыççăн Н. Федоров журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Иккен хăнасен кăмăлне пăсакан самантсем те пулнă. Теслĕхрен, пĕр делегаци хăна çуртĕнче кредит карточкипе татăлассишĕн сехет ытла тăрмашнă. Ресторанта апат çитерессе чылайччен кĕтни те пулнă. Тахăш хăна çуртĕнче таракансем пулнă. «Çак кăлтăксене тумасан та пултарнă, – палăртрĕ президент. – Пирĕн хăна çурчĕсем хальлĕхе нумай хăна йышăнма вĕренсе çитеймен, туртăнмалла».

E. Владимирова.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика