Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.07.01 Уяв пысăк пайта кỹчĕ. "Хыпар"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ĕнер республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс–конференци ирттерчĕ. Унта хускатнă ыйтусене пĕр темăна калăплама пулать: "Республика кунĕ тата вăл пире мĕнле усă паче" (ирĕклĕ интерпретаци).

Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче йĕркелекен пресс–конференцисене ахаль чухне 10 журналистран ытла хутшăнакан марччĕ. Хальхинче вара Президентпа тĕл пулмашкăн районти МИХсенчен те килсе çитнĕ.

Николай Федоров ытлашши сăмах–юмах ярса тăмарĕ. Республика кунĕ Чăваш Eне еплерех витĕм кỹнине, уяв вăхăтенче иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулусем унăн аталану никĕсне мĕнлерех сумлă контракт–килешỹсемпе çирĕплетнине конкретлă тĕслĕхсемпе уçса пачĕ. Хаçат вулаканĕсене вĕсемпе паллашма питĕ кăмăллă пулĕ, мĕншĕн тесен Республика кунĕ еплерех иртнине пĕтĕм халăх сăнаса тăче, хăй те унпа çыхăннă мероприятисене хастар хутшăнче.

Çапла вара, Петем Раççей халăх пултарулăхĕн «Атăлçи çăл куçĕсем» фестивальне Раççей Федерацийĕн 42 регионĕнчен килнĕ коллектив хутшăннă. Унсăр пуçне хăнасем Украинăран, Беларуçрен, Эстонирен, Италирен пулнă. Уявра пĕтĕмпе 5 пине яхăн юрă–ташă ăсти хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Республикăра вырнаçнă 28 концерт плошадкинче (Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Шăмăршă районĕнче) 60 концерт иртнĕ. Халăх промыслисен куравĕнчи экспонатсемпе паллашмашкăн 100 пин ытла çын пынă. Пĕтĕм Раççейри «Ал ăстисемпе пуян Руç» конкурсра 23 регионтан килнĕ 200 ытла ỹнер ăсти ЧР Президенчĕн призĕсемшĕн тупăшнă.

Республика кунне уявланă вăхăтрах Чăваш Eнре Республикăри перинаталь центрĕ, ача–пăча больници тата Канаш хула больници никĕсĕсем çинче телемедицина центрĕсем хута кайрĕç. Çав кунсенче РФ сывлăх сыхлав министрĕ Ю.Шевченко перинаталь центрĕпе ача–пăча реанимаци уйрăмĕсем валли Японире кăларнă ультрасасă аппарачĕ (хакĕ – 1 млн. тенке яхăн,) тата наркоз–сывлав оборудованийĕ парнеленĕ. РФ ФОМС ертỹçи А.Таранов Чăваш Eне уйăрнă 9 миллион тенкĕпе ача–пăчана тата ача амăшне сиплемелли çĕнĕ йышши тĕрлĕ медицина аппаратури туянмашкăн йышăннă. Çакăн пирки Президент питĕ пысăк кăмăлпа, хавхаланупа пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен çĕнĕ технологисемпе усă курнин конкретлă кăтартăвĕсем пур, сывлăх сыхлавĕн еçĕнче хăш–пĕр енĕпе Чăваш Eн Раççейре малти позицисене йышăнма пуçларĕ. Унсăр пуçне çак кунсенчех Чăваш Eнĕн тĕрлĕ районĕсенче çемье врачĕн 5 çĕнĕ офисĕ уçăлнă. Вĕсенче 1 миллион та 200 пин тенкелĕх "супераппаратура" вырнаçтарнă. «Пушкин библиотеки» ыр кăмăллăх программăпа килĕшỹллĕн республикăри ял библиотекисене 550 пин тенкĕлĕх кĕнеке комплекчĕсем кỹрсе килнĕ. Уяв кунĕсенче районсенчи пĕтĕмĕшле вăтам пелỹ паракан шкулсем тата 45 шкул автобусĕ илне. 18 яла çĕртмен 21–25–мĕшĕсĕнче çут çанталăк ырлăхе – газ çитнĕ. Промыслăсемпе ал ĕç ăстисен куравĕсенче тем самантра 240 пин тенкĕлĕх продукци сутăннă. Вак–тĕвек тетĕр–и? Çук çав, кун йышши тавара тỹрех çавăн чухле сутасси пур чухне те пулмасть–çке–ха. Бизнесăн çĕнĕ тĕсĕ пирĕн тăрăхра аталанма пуçланишĕн хĕпĕртемелле кăна. Укçа–тенки ытларах килсен халăх промыслисене малалла аталантарма хавхалану та пулатех. Кунта пĕтĕмпех çыхăннă.

Республикăри транспорт предприятийĕсем çаврăнăçулăха кура 107 пин тенкĕ хушма укçа ĕçлесе илнĕ. Шупашкарпа Шупашкар районĕнчи хăна çурчĕсем те хăйсен хыснине уява килнисен шучĕпе 2 миллион та 225 пин тенкĕлĕх пуянлатнă.

Уяв вăхăтĕнче суту–илỹ тупăшсăр юлмасси ахалех паллă– ха ĕнтĕ вăл. Суту–илĕве вырăна тухса татах та 124 вырăн йĕркелени пирĕн республикăри тĕрлĕ организаципе фирмăшăн ăнăçлă пулнă: тавар çаврăнаш 2 миллион та 517 пин тенкĕ таран ỹсне, çав шутра Шăмăршăра çеç – 500 пин тенкĕ ытла.

Агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсем те уяв тесе ташласа–юрласа кăна çỹремен: партнерсемпе 16 килĕшỹ алă пусса çирĕплетнĕ, пĕтĕмĕшле сумма – 66 миллион тенкĕ. «Регионсен çыхăнăвĕсем – чикĕсĕр» тĕрлĕ енлĕ ярмăркка–куравра вара пурĕ 392 килешỹ тунă (пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту 40 процента яхăн ỹснĕ). Килĕшỹсен укçа эквиваленчĕ тĕлĕнмелле капашсăр – 1 миллиард та 344 миллион тенкĕлĕх. Кураври экспозицисемпе 120 пине яхăн çын паллашнă.

«Промтрактор» пĕрлешĕвĕнче иртнĕ çĕнĕ трактор техникин презентацине НПППран 21 делегаци килнĕ. Унсăр пуçне Шупашкарта кăларакан хăватлă техникăпа паллашмашкăн Колумбири, Бразилири, АПШри, Аслă Британири, Иранри, Индири ĕçлĕ çынсем те кăмăл тунă. Презентаци ахаль иртмен: 100 трактор сутмашкăн 500 миллион тенкĕлĕх контракт алă пуснă.

Тепĕр усăллă килешỹ, вăл уйрăмах ял хуçалăхне пысăк витĕм кỹмешкĕн тивĕç. Красноярскри комбайн кăларакан завод дирекцийĕпе калаçса татăлнă, çитес вăхăтра пирĕн республикăна тырă пухакан «Eнисей» комбайнсем килмешкĕн тытăнмалла. Контрактпа килешỹллĕн – 60 миллион тенкелех – пурĕ 40 комбайн. «Хакĕ – тесе палăртре Президент, – заводра сутнинчен 20 процент йỹнĕрех. Çак условисемпех республика кăçал 9 комбайн туянмашкăн ĕлкĕрне те ĕнтĕ. Çапла майпа бюджетра 3 миллион тенкĕ перекетленĕ».

ЧР экономика аталанăвĕпе суту–илỹ министерстви хатĕрленĕ Республика кунĕнчи тĕл пулусемпе мероприятисен тишкерĕве иртнĕ кунсен ĕçлĕ масштабне аван уçса парать. Чăваш Eнри тĕрле организацисен 1 миллиард та 979 миллион та 857 пин тенкĕлĕх килешỹ тумашкăн май килнĕ. Танлаштарма: 2002 çулта Республика кунне халалланă мероприятисен экономика эффекчĕ 1,5 миллиард тенкĕпе танлашнă пулнă.

«Çак шута, – терĕ Н.Федоров Президент, – РФ ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев ял ĕçченĕсем валли çурт–йер хăпартма уйăрнă 60 миллион тенке кĕртмен–ха. Ку вăл 440 çемьене хваттер условийĕсем лайăхлатмашкăн май парĕ.

Унсăр пуçне асăннă министерство ялсене газ кĕртмешкĕн 16 миллион, шывпа тивĕçтермешкен – 9,9 миллион тенкĕ куçарса парать. Ял хуçалăх министерстви тăрăшнипех Чăваш ял хуçалăх академийĕн çĕнĕ вĕрентỹ корпусне çĕклемешкĕн 10 миллион тенкĕ уйăраççĕ. "Приволжское" вĕрентỹ хуçалăхне 1,690 миллион тенкĕ тата Канашри элеватора 3 миллион тенкĕ укçа парса пулăшаççĕ – каллех производство хăвачĕсене лайăхлатмашкăн". Унсăр пуçне Республика кунĕнче РФ Правительство Председателĕ М.Касьянов хушăвĕпе Чăваш Eн бюджетне ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн Шупашкара 117 миллион та 962 пин тенкĕ укçан преми çитнĕ. Ку укçана Н.Федоров Президент ача амăшĕпе ача–пăча сывлăхне упрас, культурăпа вĕрентỹ, медицина учрежденийĕсене энерги перекетлекен технологисемпе тивĕçтерес, республика учрежденийĕсене информатизацилес ĕçе хывма тĕв тунине пĕлтерчĕ.

Çапла вара, Чăваш Eнĕн тĕрлĕ отрасльне Республика кунне уявлани 2 миллиард та 200 миллион тенкĕ яхăн экономика пайти кỹне.

Уявăн ĕçлĕ кăтартăвĕсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн Н.Федоров Президент журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Вĕсем ытларах Республика кунне уявланипе çыхăннисем пулчĕç. Николай Васильевич уявăн ят–сумĕ çулсерен ỹссе пынипе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Республика кунĕ çитес çулсенче те Шупашкарсемшĕн кăна мар пулĕ. Уява вырăна тухса иртгернин пĕлтерĕшĕ пысăк: ку вăл теп хуларан аякра пурăнакансене хавхалану кỹрет, тăван тăрăха, ял–поселока, урама, кил–çурта тирпей– илем кỹрес туртăма ỹстерет. Çакна Eтĕрне, Шăмăршă тĕслĕхĕсем лайăх çирĕплетсе пачĕç. Малашне те Республика кунне харпăр хăй патĕнче ирттерес кăмăллă районсем правительство йĕркелекен конкурса хутшăнма пултараççĕ. «Тивĕçлисене суйласа илнĕ чухне пирĕн пĕр критери, – терĕ Президент, – тасалăх, тирпейлех, хăтлăх. Уява ирттермешкен вара республика çителĕклĕ укçа уйăрать». Тĕл пулура Н.Федоров çавăн пекех çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăче. Калăпăр, хăна çурчĕсенчи, ресторансĕнчи сервис шайĕ хăш–пĕр енĕпе тивĕçтермест–ха. Вак–тĕвек – анчах та хăнасен умĕнче пит хĕрелет. Пресс–конференцире республикăн кулленхи пурнăçĕпе, çитес суйлавсемпе, кадрсем хатĕрлессипе, çершыври лару–тăрупа çыхăннă ыйтусене те хускатреç. Президент вĕсем çине тулли хуравсем пачĕ.

Игорь Поручиков.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика