Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

г) Письмо из-под Сталинграда Васянке Н.Т.

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Хисеп те салам сире, Никифор Тарасович!

Атăл тиврашĕнчен, çеçен хир тăрăхĕнчен юнпа пĕвенсе вутра пиçĕхнĕ фронтран чăваш çынни, чăваш халăхĕн ятлă çыннине хисепленĕ кăмăлăма йышăнсамччĕ! Ир пулать-и каç çывхарать-и, Чăвашгиз килйышĕн чи палăракан çыннисенчен пĕри асăмран каймасть. Эпир çамрак пулнă чухне сире те хамăр паян курас кунсене курма пỹрнĕ. Ун чухне эпир сирĕн сăввăрсемпе юррăрсене пăхмасăр калама вĕреннĕ. Ун чухне сире уççăн курасси çинчен ĕмĕтленмен те пулĕ тен. Çулсем иртсе пынă май пĕр кĕтесре те ĕçлеме тỹрĕ килчĕ. Çавна хисеплесе акă халь хам инçетре пулин тe сире ырă суннă сассăма пapaтăп. Вăрçăра! Апрелĕн 9-мĕшĕнчен вара пĕр кун хушши тa вăрçăран тухайман акă.  Ывăннă-ши эпĕ тесе шухăш кĕрет хăшпĕр чухне. Хăш чухне яра куна кунĕпех шăла хыттăн çыртса тăмалли вăхăт пулать, мĕншĕн çĕр мамăк пек мар-ши, тăрмаласа кĕрсе вахăтлăха пытанăттăм тетĕн. Кунçул татăласса кĕтсе выртмашкăн питĕ кансĕр. Шухăшлас марччĕ-ха ун çинчен тенипе каçăхмасть. Çавăн пек ĕнтĕ хăшпĕр чухнехи кунсем. Анчах ун пеккисем ялан мар. Пирĕннисем нимĕçсене çĕмĕрсе кĕрсе кайнă чух пурин çинчен те манатăн, чĕвен тăрса пăхас килет инçетри Хĕвеланăçа. Тăван хирсем, вăрмансем, ялсем, хуласем, унта пире шавшуйлă çамрăклăх иртнĕ, унта эпир пĕр-пĕрне çывăх курса юратма вĕреннĕ, çỹхе тутасем ик-виçĕ кун хушши çунса çỹриччен чуп тума пĕлсе çитнĕ. Çав çĕршывра халĕ те акă чун курайми аншарт хуçаланса аскăнать. Çитĕ вăхăт! Шанчăк тупсăмĕ аса илейми инçетре мар. Чура пуласшăн мар эпир. Уншăн çуралман, ĕçлесе савăнса тăмалла пултăр тенĕ эпир. Çаплах пулма тивĕçлĕ те. Мĕн тăватăп эпĕ? Кунсерен тенĕ пек хаçат кăлаpaтăп. Вăхăчĕпе ман военкорсем те ỹссе пыраççĕ, е пачах çухалаççĕ. Хаçат пурпĕрех тухмалла. Пичет машини хамăрпа пĕрлех, наборщиксем, печатниксем, сотрудниксем пур, автомашина халлĕхе пĕрре кăна та килĕшмелле ĕнтĕ вăхăтне кура. Паллăрах çынсенчен пысăк командующисемпе комиссарсене курнă. Долматовскипе юлташлантăмăр, фронтовик-çке вăл та, Ростов писателĕсем  пулăшкаларĕç хаçатăмăра...  Темĕн-темĕн каласа кăтартас килет ман сире. Иртнĕ кунсенчен эпĕ Кузьмасем патне (иккĕшин патне те) Шавлы патне, Марге патне çыру янăччĕ. Есхел пaтне паттăр полковник Истолит сăнне яначчĕ çырупа пĕрле. Хам акă позицире те хаçатра ĕçлесех вăхăтăма ирттеретĕп. Сывлăхăм пырать-ха, çиме таврашĕ начар мар пирĕн, укçа нимĕн тума та кирлĕ мар, пачкипех вĕсем кунта. Çапла май пурăнатпăр ĕнтĕ. Акă çитес вăхăтра тĕплĕpex çырса ярăп. Лампа сасартăк сỹнчĕ, чỹречесене хупнă пулин те. Таçта, çурт умĕнчен инçех те мар пулас,  умлăн-хыçлăн виçĕ снаряд вĕçсе килсе çурăлчĕç. Тула тyxca пăхрăм. Пирĕн самолетсем çутатакан пулясемпе нимĕçсене переççĕ, 12 ракета-хунар çутатса тăрать, тĕтĕм çиле май çаврăннă, Атăлпа анаталла каять, уйăх анма çывхарать. Пинер патне çитес кунсенче çырап ĕнтĕ. Халлĕхе салам кала, маттура. Салам!

21.IХ - 42 çул Н. Ильбеков

 

А.И. Ухтияров. Родимый край – село родное (Краткая  история села Трехизб-Шемурша)- Чебоксары: издательство «Чувашия», 1996 – 304с.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика