Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Тăван халăхăн чаплă ывăлĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Хальхи пекех асра Микулай тете. Çынпа тĕл пулсассăн алă памасăр, сăмах хушмасăр иртсе каймастчĕ. Çав вăхăтрах хăйне пăшăрхантаракан ыйту пирки калаçма тытăнатчĕ, вĕрентсе ăс пама васкатчĕ. Чун-чĕре хĕрỹлĕхĕ чăннипех те таса çăлкуç пек таса тăратчĕ: уйрăмах тăван чĕлхепе литература çинчен сăмах хускатcан Николай Филиповичăн куçĕ-пуçĕ çиçĕмлĕ йăлкăшса илетчĕ. Ун тавра ялан тенĕ пекех çын пухăнатчĕ, туслă калаçу пуçлатчĕ, киленсе итлеме кăмăллăччĕ.

Ирĕксĕрех вара ăна çутçанталăк çунатлă чун панă пулĕ тесе шутлатăн. Литературăри хушаматне-псевдонимне те вăл, ăнсăртан суйласа илмен пулĕ. Илпек сăмах чăваш чĕлхинче ырă кăмăллă та уçă чĕреллĕ, тараватлă та пархатарлă пĕлтерĕшпе çỹрет. Илпек Микулайĕ чăннипех те хăйĕн пĕтĕм чунĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çынлăхĕпе çав чаплă ята тỹрре кăларчĕ тесе ним иккĕленмесерех калама юрать.

Чăваш литературинче, илемлĕ прозăра Илпек Микулайĕ пек чĕлхе ăстисем сахаллансах пыни халĕ уйрăмах сисĕнет, Талантсем питех те сайра çуралаççĕ тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Пурăннă пулсан хаклă ентешĕмĕр  - Николай Филиппович çак кунсене 80 тултармаллаччĕ. Шел, юратнă писателĕмĕр-ентешĕмĕр пиртен питех те ир уйрăлса кайрĕ.

Мĕн ачалла, çамрăкла вăл пурнăç тути-масине лайăх пĕлнĕ. 1915 çулхи майăн 19-мĕшĕнче, Микула кунĕ умĕн, Виç-пỹрт Шăмăршă ялĕнче, чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çурлапа кĕреçе тытмалăх ỹссенех ĕçе кỹлленĕ. Пĕлỹ хакне пĕлекен кашни чăваш ачи пекех, çутталла туртăннă, учителе вĕренсе тухнă. Васанти шкулта ачасене вулама-çирма хăнăхтарнă. Вăтăрмĕш çулсенче хăйĕн пурнăçне çар службипе çыхăнтарнă. Вăрçă вăхăтенче Хĕвеланăç Украинăпа Хĕвеланăç Белоруссие ирĕке кăларма хутшăннать, юнлă та хаяр çапăçусене кĕрет, ахаль салтакран майор таран ỹсет, хăюлăхпа паттăрлăхшăн темиçе орден илет. Аслă Çĕнтерỹ хыççăн тин таврăнать, литература ĕçне кỹлĕнет. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать.

Унăн икĕ кĕнекерен тăракан "Хура çăкăр" романĕ вара - Илпек пултарулăхĕн чи паха ахахĕ - тăван литературăра чăннипĕх те тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Ăна вуламан-пĕлмен, унти сăнарсен шăпипе интересленмен чăваш çук та пулĕ. "Хура çăкăр" тăрăх Илпек ентешĕ В. Яковлев лартнă спектакль та чăваш театр репертуарĕнчен тухма пĕлмест. 1917 çулхи революци умĕнхи анатри чăваш тăрăхĕнчи çынсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине тĕлĕнмелле илемлен те ĕненмелле çырса кăтартнă. "Хура çăкăр" романа вырăсла, эстонла, пăлхарла, якутла тата ытти чĕлхĕсене куçарнă. Хăйĕн ентешне, вăрçăра паттăрла пуçне хунă В. Бараев-Сĕркке поэта халалласа çырнă "Тимĕр" роман та чăваш литературăра пуянлăхĕнче паллă вырăн йышăнать.

Сывă чухне Николай Филиппович тăтăшах халăх хушшине тухса çуреме юрататчĕ. Шăмăршă тăрăхне, тăван Виç-пỹрт Шăмăрша килсен ял çиннисемпе калаçса пĕтерейместчĕ. Район хаçачен редакцийĕпе те туслă çыхăну тытатчĕ. Кашни килмессеренех хаçат подшивкисене ярса тытса, хаçатçăсене сĕтел тавра пуçтаратчĕ. Чĕлхери кăнттамлăха пĕтермелли, чăвашларах çырмалли çинчен хĕрсех калаçу пуçаратчĕ.

 Илпек Микулайĕ хăйне яланах тăван халăх ывăлĕ тесе шутлатчĕ. Ăнсăртран мар çав, вăл хăйне халăхран нихăçан та уйăрман, ывăлĕ ашшĕне хисепленĕ пекех, хăйне те сăпайлă та чыслă тытатчĕ, чăвашăн ырă та сăпайлă йăли-йĕркине сума сăватчĕ, пире те хăй пек пулма вĕрентетчĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн Илпек пултаруллăхĕн хакĕпе пĕлтерĕшĕн ытларах та ытларах палăрса тăрать. Унăн ĕçĕсем чăваш халăхен ĕмĕртен пухăннă ылтăн çỹпçине кĕреççĕ, пирĕн çĕршывăн нумай нациллĕ пуянлăхне анлăлатаççĕ.

 

П. Фомин

 

"Шăмăшă хыпарĕ", № 59 (8245), 1995 çулхи çу (май) уйăхĕн 18-мĕшĕ

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика