Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.08.28 Мăкăньсем шыранă пахчара…

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

КăÇал 7 уйăхра район территорийĕнче преступленисем тăвасси ÿснĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи январь-июль уйăхĕ-сенче 92 преступление шута илнĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта – 104.

Уйрăммăн илсе пăхсан, кăçал çын çине алă çĕклесси, ют пурлăха вăрласси, саккуна пăсса килте патронсем упрасси, экономика преступленийĕсем тата коррупципе çыхăннă преступленисем тăвасси, урамра саккун йĕркине пăсасси, ÿсĕр çынсем, ушкăнпа каварлашакансем кукăр çул çине тухасси ÿснĕ. Çав вăхăтрах вĕлерессипе хăратнă, уççăн çаратнă (грабеж), çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем преступлени çулĕ çине тăнă фактсем сахалтарах пулнă. Çынна юриех йывăр суранланă, хваттер çаратнă, взятка илнĕ тĕслĕхсем пулман.

Йывăр преступленисенчен сыхланса, çын çине алă çĕкленĕ фактсем тăрăх полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем тимлĕ ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи 7 уйăхра РФ УКĕн 115, 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан 17 преступление шута илнĕ пулсан, кăçал кунашкал 31 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Полицин тĕрлĕ службисем йывăр преступленисене уçса парас тĕлĕшпе уйрăмах нумай ĕçлеççĕ. Кăçал ултавлă ĕçпе (мошенничество) çыхăннă 12 преступление уçса панă. Экономикăпа çыхăннă 21 тĕслĕхе тупса палăртнă (пĕлтĕр 7 уйăхра – 13). Коррупцилле 7 факта тăрă шыв çине кăларнă (пĕлтĕр – 2).

Июль уйăхĕнчи хăш-пĕр преступленисем çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Çĕнĕ Чукалта пĕр çемьере шăллĕ хăйĕн тетĕшне çĕçĕпе чиксе вĕлерессипе хăратнă. Кахăрлă Шăхалĕнче пĕр арçын хĕрарăма вĕлерессипе хăратса илнĕ. Çак фактсем тăрăх, РФ УКĕн 119 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕç пуçарнă. Суд сакки çине ларсан çак çынсем хăйсен хăтланчăшĕ мĕн патне илсе çитернине питĕ лайăх ăнланса илĕç.

Пуянкассинче вара Ульяновскран килнĕ 4 арçын пахчасенче хăйсем тĕллĕн ÿсекен мăкăньсем шыраса çÿренĕ. Вĕсен автомашинин салонĕ-нче мăкăнь тунисем тупнă. Граждансене çакăн пирки те асăрхаттаратпăр: килти хуçалăхра хăй тĕллĕнех мăкăнь ÿснине асăрхасан, ăна кĕреçепе кăклама, тунисене тислĕк купи çине пăрахса тăпрапа хупласа хума сĕнетпĕр.

Палтиелĕнче пĕр арçын тепĕр çыннăн УАЗ-33096 автомашинине хускатнă та кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи яла çул тытнă. Ют транспортпа катаччи чупнăшăн, РФ УКĕн 166 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, çак çыннăн халĕ суд сакки çине ларма, тулли явап тытма тивет.

Тÿнтерле ĕç тăвас туртăмлă çынсен кукăр çул çине тухас умĕн тĕплĕн шутламалла, кайран çакă мĕнпе таврăнасси пирки аса илмелле.

В.ДИМИТРИЕВ,

полицин районти уйрăмĕн начальникĕн

тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлаканĕ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика