Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.10.23 Штрафсем ÿснĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

2013 Çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче 196-мĕш номерлĕ саккунпа (Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекса тата «Çул-йĕрпе çÿремелли хăрушсăрлăх çинчен» федераллă саккунăн 28-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен») килĕшÿллĕн, штрафсен суммисене сисĕмлех пысăклатнă.

Саккунри çĕнĕлĕх кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Халĕ чи пĕчĕк штраф сумми 500 тенкĕпе танлашать (унччен 100 тенкĕ пулнă). Çак штрафсем, паллах пĕчĕк кăлтăксемпе çыхăннă (автомашина фарисене вăхăтра çутман тата ытти те). Водитель руль умне ÿсĕрле ларсан вара халĕ 30 пин тенкĕ штраф тÿлемелле. Кунсăр пуçне 1,5-2 çул таран водитель удостоверенийĕсĕр лармалла пулать. Ÿсĕрле иккĕмĕш хут çаклансан вара бюджета 50 пин тенкĕ штраф суммине хывмалла. Паллах, водитель удостоверенийĕсĕр те юлма тивет. Кун пек чухне – 3 çуллăха.

Çак кунсенче ГИБДД службинче 9 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетрĕмĕр. Сентябрь уйăхĕнчи кăтартусенче уйрăмах руль умне ларнисемпе çыхăннă фактсене тĕплĕн тишкертĕмĕр. Кунашкал тĕслĕхсен шучĕ, законодательствăра штрафсен тÿлевĕ-сене сисĕмлех пысăклатма палăртнă хыççăн, нимĕн чухлĕ те чакман. Çавна май кăçалхи пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк те пĕрешкелех юлнă. Сăмахран, 2012 çулхи 9 уйăхра районта руль умне ларнă тата алкоголь шĕвекне ĕçнине тишкерекен тĕрĕслеврен пăрăннă 87 факта шута илнĕ пулнă. Кăçал çак тапхăрта – 88.

Кунта пĕрлех водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă, руль умне ÿсĕрле ларнă çынсене халĕ, çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, 10 талăкран пуçласа 15 талăк таран вăхăтлăх тытакан изолятора «канма» ăсатма палăртни пирки те асăнса хăварас килет. Саккунри çĕнĕлĕх тăрăх ГИБДД сотрудникĕсен руль умĕнчи çынна водитель удостоверенийĕсĕр хăварма ирĕк çук. Çак документа водителĕн 3 кун хушшинче ГИБДД службине хăйĕн килсе памалла. Руль умне ларма юраман тапхăр пуçланнине удостоверение панине регистрациленĕ хыççăн кăна шутлама пуçлаççĕ. Çĕнĕ удостоверение халĕ экзамен-тĕрĕслев витĕр тухсан кăна илме пулать.

Водительсене руль умне яланах урă пуçпа кăна ларма сĕнетпĕр. Кун пек чухне палăртнă вырăна тĕрĕс-тĕкел çитме пулать. Пĕрлех хăв та, ыттисем те аварире шар курмĕç.

Г.ИВАНОВА, патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх службин инспекторĕ.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика