Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Степан Лашман писатель

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Вăрăм та пархатарлă çулпа утнă Степан Митрофанович Авксентьев. Вăл çамрăк чухне хăй нумай пурăнасса шанса хăйне валли Лашман псевдоним илнĕ. "Петĕр патша валли карап йывăçĕ хатĕрлекен патвар чăвашсене лашман тенĕ. Эп çавсем пек пулма шутлаттăм. Тăван халăх валли нумай ырă ĕç тăвас килетчĕ", тетчĕ Степан Митрофанович.

Вăл 1895 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Патирек ялĕнче вăтам хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, кайран Чĕмпĕртех строительство шкулĕнче вĕреннĕ. Ăна империализм вăрçине хутшăнма тивнĕ. Октябрь революцийĕ çĕнтерсен, Степан Митрофанович Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ хаçат-журнал редакцийĕсенче, радиора ĕçлесе иртсе пынă. Вăл чăваш литературине çĕнç произведенисемпе пуянлатас тесе сахал мар тăрăшнă.

Литературăна чунтан юратнă Степан шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. 1918 çулта Чĕмпĕр кĕпернинчи çутĕç пайюн чăваш уйрăмĕн инструкторĕнче ĕçленĕ чух ăна "Çĕнĕ пурнăç" ятлă чăвашла хаçат кăларас ĕçе хутшăнма сĕнеççĕ. Вăл малтанхи редактор пулать. Унта чăвашсене Совет влаçне çирĕплетессишĕн кĕрешме чĕнсе чылай сăвă-калав пичетленĕ. Шупашкара килсен, вăл 1920 çулта "Канаш" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăнать. Унта тăлмач, пай заведующиăĕ, редакци секретарĕ пулнă. Пĕр тапхăр РОСТА тата ТАСС корреспонденчĕ, радиокомитетăн литературăпа музыка передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Аслă Тăван çĕршыв вăрçи хыççăн "Тăван Атăл" журнал редакцийĕнче тăрăшрĕ.

Вăл çырнă произведенисем кивĕ саманана çĕнни хăюллăн çĕнтернине, чăвашсем Октябрь революципе граждан вăрçине хутшăннине, çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешнине сăнласа панă. Паллăрах произведенисем шутне "Икĕ тĕнче" тата "Савни енчĕкĕ" поэмăсем. "Хура çăхансем", "Тĕттĕм кĕтесре", "Тамаша", "Лешхайхисем", "Ылтăн хĕç" пьесисем, "Иван Космовский" повесть, уйрăм калавсемпе очерксем кĕреççĕ. Унăн 15 ытла кĕнеке тухнă. Суйласа илнĕ чи лайăх произведенисем "Кăвак хуппи" кĕнекесенче пичетленнĕ.

 Писатель куçару ĕçне те хутшăнать. Вăл М.Горький, А. Чехов, А.Серафимович, А.Блок тата ыттисем çырнисене куçарнă.

П.Ялкир

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика