Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Послание Президента Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики на 2012 год «Все для человека и во имя человека» (на чувашском языке)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн

 

Хисеплĕ депутатсем, хаклă ентешĕмĕрсем!

 

Халăх ырлăхĕ – чи аслă саккун. Влаç органĕсен пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ пĕртен пĕр çак тĕллеве пăхăнса тăмалла тата должноçри çынсен, мĕн пур шайри влаç органĕсен ĕçченĕсен пирĕн тивĕç çыншăн ĕçлесси пулнине самантлăха та манмалла мар. «Çынна мĕнле виçепе виçĕн, хăвна та çавăнпах виçĕç». Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне пин-пин çул çирĕплетекен халăх ăсĕ çапла вĕрентет, çавăнпа та пирĕн пурин те çак чăнлăха хамăрăн тавра курăмра тĕп вырăна хумалла тата кулленхи пурнăçри девиз евĕр йышăнмалла. Çырăва хатĕрленĕ вăхăтра эпĕ республикăра пурăнакансене хастартарах пулма, хăйсен граждан яваплăхне палăртма, сĕнĕвĕсене пĕлтерме ыйтса чĕнсе каларăм. Сĕнÿ чылай килчĕ, эпĕ çакăншăн пурне те чунтан тав тăватăп.

 

«АБС ЗЭиМ Автоматизаци» акционерсен обществин тĕп конструкторĕ Юрий Иванович Степанов, сăмах май, эпĕ унта нумаях пулмасть пулса курнăччĕ, чĕнсе каланине йышăнса хăйĕн сĕнĕвĕнче Çыру ятне улăштарса ăна Чăваш Ен халăхне Чĕнсе калани тесе палăртмалли çинчен çырать. Ахăртнех, çакă тĕрĕс те пулĕ. Çитменнине, хисеплĕ парламентарисем, сире кăна мар, республика гражданĕсене те тÿрремĕнех чĕнсе каламалли сăлтав паян нумай.

 

Пĕрремĕшĕнчен, нумаях пулмасть эпир Чăваш Ен Патшалăх Канашне республика бюджечĕн проектне тăратрăмăр. Йăлана кĕнĕ пекех бюджет социаллă тĕллевлĕ, унти тăкаксен виççĕ тăваттăмĕш пайĕ пирĕн граждансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе çыхăннă. Çавăнпа та республика пуçлăхĕ пулнă май çав бюджет обязательствисене пурне те пурнăçлассине пĕтĕм яваплăхпа пĕлтеретĕп.

 

Иккĕмĕшĕнчен, хальхи лару-тăру суйлав умĕнхи пулнипе палăрса тăрать. Вăл общество пурнăçĕ çине хăйне майлă витĕм кÿрет, апла пулсан граждансен шухăш-кăмăлĕнче те палăрмасăр юлмасть, çавăнпа та ку енĕпе хам мĕн шухăшланине асăнса хăвармасăр пултараймастăп. Суйлав теми суйлавçăшăн яланах йывăр та хĕрÿллĕ тема шутланать, чи пĕлтерĕшли вара – йăлана кĕнĕ пекех унта йÿнĕ популизм та, куç кĕрет ултав та туллиех.

 

Чылай тупăшакан вăйсен, тавлашакан кандидатсен тĕллевĕ политика пурнăçне йывăрлатса кăтартасси, суйлавçа сехĕрлентересси пулса тăрать. Çавăн пекех экономика статистикине пĕлсех кайман, ăна-кăна питех чухламаннине пула, тен, тата йăнăшнăран та, çăмăллăнах ĕненекен, вăйра тăракан влаçа, ăна суйлав тапхăрĕнче яланах тапăнаççĕ, айăпласа каланă кирек мĕнле сăмаха та çывăха илекен çынсене тăрăшсах пăтраштарма хăтланаççĕ. Анчах та пирĕн халăх кун пирки çапла калать: «Турпас тăвакана мар, пÿрт лартакана платник теççĕ». Шантарсах калама пултаратăп: пуçланă кирек мĕнле ĕçе те эпир вĕçне çитернĕ. Хăшĕ-пĕри пек пулăмсене хитрелетсе кăтартман. Йывăрлăхсене пăхмасăр, пурнăçлама пултарайманнине нихăçан та шантарман, шантармастпăр та. Ку манăн, Президентăн, принциплă позицийĕ шутланать. Çавăнпа та пурсăра та кирек мĕнле информаци илнĕ чухне те тимлĕ тата яваплă пулма ыйтатăп.

 

Тĕрĕссипе каласан, пирĕн лару-тăру çирĕп тата мана, республика ертÿçине, пит темлех пăшăрхантармасть. Чăваш Ен тăрăх тухса çÿрекен йышлă çул çÿрев вăхăтĕнче хам куçпа курни, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулни çынсем пуш сăмах çаптарас шухăшлă мар, ĕçлес тĕллевлĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та коллективсем ертÿçĕсемпе пĕрле лайăх кăтарту тăвассишĕн ĕçлекен вырăнта çирĕплĕх те, ыранхи кун шанчăклăхĕ те пур.

 

Ку кăна та мар, юлашки икĕ çул хушшинче экономикăна кризисран тухма пулăшса хăйсен ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса тăрăшнă Чăваш Енри мĕн пур çынна манăн тав тума та сăлтав пур. Эпир республикăн социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатрăмăр. 2010 çултан пуçласа экономикăн пĕтĕм тĕп кăтартăвĕ енĕпе çирĕп ÿсĕм палăрать.

 

Эпĕ 2011 çулта экономика аталанăвĕн кризисченхи шайне тухма тĕллев лартнăччĕ. Цифрăсем амбициллĕ пулин те - эпир çакна тума пултартăмăр. Регионти пĕтĕмĕшле продукт калăпăшне 199 миллиард тенке çитерме палăртнăччĕ, чăннипе вăл 200 миллиард тенкĕрен кая мар пулать. Кăçал тĕп капитала хывакан инвестицисен хисепĕ 55 миллиард тенкĕ шайне çитет. Иртнĕ çул тухăçлă пулчĕ: Чăваш Енре промышленноçпа ял хуçалăх производствин индексне Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах шая çитернĕ, ку кăтарту строительствăра та, вак суту-илÿре те пысăкрах, халăхăн укçа-тенкĕн чăн тупăшĕсем те ÿснĕ. Куллен кирлĕ апат-çимĕç хакĕсем ÿсесси те пирĕн патра пĕчĕк шайра. Апат-çимĕç таварĕсен потребитель хакĕсен индексĕ енĕпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чулхула облаçĕпе тата Мари Республикипе пĕрле иккĕмĕш вырăнта тăрать.

 

Пирĕн çÿллĕ рейтинга Пĕтĕм тĕнчери агентствăсем тепĕр хут çирĕплетрĕç, çакă Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне лайăх хак пани тата ĕçсем чăннипе мĕнлерех пынине палăртни шутланать. Экономика ÿсĕмĕ, патшалăх парăмне тивĕçтерме каякан тăкаксене вырăнлăрах туни, федераци бюджечĕн укçи-тенкине явăçтарни республика бюджетне палăрмаллах лайăхлатма май пачĕç. Эпир çулталăкри тупăшсен калăпăшне – 32,4 процент, тăкаксенне вара 42,6 процент ÿстерме пултартăмăр. Çав укçа-тенке çын вăй-хăватне аталантарма уйăртăмăр, мĕншĕн тесен унран хаклăраххи урăх çук.

 

Промышленноç хăйĕн хăвăртлăхне сыхласа хăварни пире 10 уйăхри кăтартусем енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малта пыракансен йышне кĕме май пачĕ. Экономика ĕçĕ-хĕлĕнчи тирпейлекен производствăсен 12 тĕсĕнчен тăххăрăшĕнче производство индексне ÿстернĕ, ĕç тухăçлăхĕ кунта 20 процент ытларах пысăкланнă. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас ĕç индексĕ пирĕн çулран-çул Раççейре чи лайăххи. Эпир пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне сыхласа хăвартăмăр – ку кăтартупа эпир йăлана кĕнĕ пекех Раççейре малти вырăнта тăратпăр. Тата çакна палăртас тетĕп: пурăнмалли çурт-йĕрĕн 50 процентне пирĕн ял çĕрĕнче çĕклеççĕ, çакă ял халăхĕ тĕлĕшпе тытса пыракан патшалăх политики ăна пулăшассине тĕп вырăна хунине çирĕплетет, çавна пулах эпир Чăваш Енре пĕр яла та çухатмарăмăр.

 

Ял хуçалăх отраслĕнче те çĕр ĕçченĕсене тав тума сăлтав пур. Типĕ те шăрăх çанталăклă 2010 çул хыççăн вĕсем тăватă хут ытларах /малтанлăха шута илнă виçепе/ тыр-пул тата тухăçлăхĕ икĕ хут ытларах ÿснине кура çавăн пекех икĕ хут ытларах çĕр улми ÿстерсе пухса кĕртме пултарчĕç. Хăйсем пăхса ÿстернĕ ял хуçалăх çимĕçĕсемпе халăха хĕл валли çителĕклĕ тивĕçтерчĕç, çав шутра йышлă ярмăрккасенче те /посредниксемсĕр йĕркеленĕ суту-илÿ ĕçĕ хула çыннисене сакăр миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ перекетлеме май панă/. Пирĕн çавăн пекех аш-какай тата çăмарта туса илесси, мĕн пур категорири хуçалăхсенчи ĕнесен шучĕ те ÿснĕ. Ял хуçалăх производствин хăвăртлăхĕн ÿсĕмĕ енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

 

Чăваш Ен экономикин лайăх аталанăвĕ тытăмлă йышăнусем тума май пачĕ. Хальхи Чăваш Ен экономикăна экспортпа чĕр тавар никĕсĕ çинче аталантарнинчен инновацин аталану çине куçармалли стратегие машинăсем тăвассине, электротехникăпа агропромышленноç комплексĕсене, строительство ĕçне, информаци технологийĕсене, предпринимательлĕхе приоритетлă майпа аталантарса пурнăçа кĕртет. Раççей Финанс министерстви пирĕн республикăна çĕр-шывăн «электрон бюджетне» ĕçлеттерме суйласа илнĕ пилотлă виçĕ регион шутне кĕртни вара эпир бюджет «енчĕкĕпе» пысăк ăсталăхпа ĕçленине тата пирĕн çак сферăри ĕçе пысăк хак панине çирĕплетет.

 

Манăн политикăри оппонентсем суйлав умĕнхи лару-тăру шайĕнче республикăн патшалăх парăмĕн темине çĕклеççĕ, анчах та яваплăн пĕлтеретĕп: Чăваш Ен хăйĕн парăм обязательствисене парăм шайне ăнăçлăн чакарса пурнăçласа пырать тата чи малтан тÿлемелли социаллă пĕлтерĕшлĕ тÿлевсене вăхăтра та туллин тÿлет, çавна май тата хăй çине социаллă çĕнĕ обязательствăсем те илчĕ. Иртсе пыракан çулта патшалăх парăмне тухăçлăн пурнăçланине пула эпир 76,4 миллион тенкĕ перекетлерĕмĕр. Кăçал эпир тăватă миллиард тенкĕ тавăрса паратпăр, çитес çул вара – пилĕк миллиард тенке яхăн, эпир çакна графикпа килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр, кунта нимĕнле иккĕленÿ те пулма пултараймасть.

 

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Сирĕнтен кашниншĕнех ыранхи кун шанчăклăхĕ тата паянхи пурнăç хăтлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çыннăн ĕç пулмалла, ăна тивĕçлĕ шалу тÿлемелле, вăл пурнăçра хăйне хăрушлăхсăр туймалла, тавралăх экологийĕ йĕркеллĕ пулнине пĕлсе тăмалла, сывлăх сыхлавĕ тата вĕренÿ паракан лайăх пахалăхлă пулăшусемпе, культура еткерĕпе усă курма пултармалла. Ăнăçлă çын кăна телейлĕ ашшĕ-амăшĕ тата пархатарлă еткерçĕ пулать, çĕр-шыва аталантармалли чăн вăй пулма пултарать. Унсăрăн унăн пурнăçĕ кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерессипе çыхăннă асаплă кун-çула çаврăнать. Мĕн пур влаç органĕсен, пирĕн пурин те, уйрăмах вара республика Президенчĕн тĕп тĕллевĕ, – пирĕн граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Мĕншĕн тесен тĕп вырăнта – çын, тĕп тĕллев те – вăлах. «Çынна пани сая каймасть», – теççĕ.

 

Иртнĕ çул ку тĕлĕшпе эпир пĕлтерĕшлĕ темиçе задачăна татса патăмăр.

 

Пĕрремĕшĕнчен, ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе эпир виçĕ çул тытăмлăн ĕçлерĕмĕр. Çĕнетекен предприятисенче ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма, кадрсене маларах вĕрентсе хатĕрлеме, хăй ĕçне йĕркелесе яма грантсем пама 3 миллиард та 345 миллион тенкĕ уйăртăмăр. Пĕтĕмпе патшалăх пулăшăвĕ памалли 20 ытла çул-йĕре пурнăçланă.

 

Республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын çав пулăшупа усă курнă. Эпир ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма тата 93 пин çынна ĕçрен кăларса ярассине сирме пултартăмăр. Чи кирли – патшалăх пултарулăх вăй-халне харпăр хăй тĕллĕн тÿрре кăларма лайăх майсем туса пачĕ. Предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе яма кăмăл тунă кирек мĕнле ĕçсĕр çын та каялла тавăрса памалла мар йĕркепе 58,8 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран пулăшу илме пултарчĕ. Çакнашкал майпа 6542 çын усă курчĕ. Пурнăçланă ĕçсем ĕçсĕрлĕх шайне 1,4 процента çити чакарма май пачĕç, республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ чакассин хăвăртлăхĕ Раççей Федерацийĕнчи кăтартупа танлаштарсан икĕ хут ÿснĕ.

 

Пирĕн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхĕн коэффициенчĕ те палăрмаллах чакрĕ – ĕç шыракан пĕр çын пуçне пушă икĕ вырăна яхăн. Енчен те кризис тапхăрĕнче пĕр вакансие темиçе çын йышăнасшăн пулнă пулсан, халĕ пачах урăхла лару-тăру, икĕ пушă ĕç вырăнне пĕр ĕçсĕр çын тивет, рабочи специальноçĕсем валли вара тата та ытларах. Çав хушăрах çакна палăртатăп: эпир техника професси училищисен пурлăхпа техника никĕсне палăрмаллах çирĕплетрĕмĕр. Çавна май халĕ пирĕн граждансем офисра вăй хуракансенчен ытларах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май паракан ĕç специальноçĕсем илме пултараççĕ, çакă вĕсене вĕренÿ çул-йĕрне ăнланса суйласа илмелли майсем туса парать.

 

Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси – Правительствăшăн кăна мар, муниципалитет влаç органĕсемшĕн те чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Эпир кăçал республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес енĕпе программа йышăнтăмăр, вăл çĕнĕ производствăсене аталантарассине гарантилеме тивĕç, çав производстăсем вара граждансене ĕç вырăнĕсене йышăнма кăна мар, хăйсен пĕтĕм пултарулăхĕпе пĕлĕвне çемье бюджетне пуянлатма, республика пурнăçне лайăхлатмашкăн ĕçлеме майсем уçаççĕ.

 

Чăваш Ене 2020 çулччен аталантармалли Стратегире ку енĕпе тĕрлĕ мерăсем палăртса хăварнă. Переченьре – 403 миллиард ытла тенкĕлĕх 95 инвестици проекчĕ. Пĕр çак сфера кăна малтанласа палăртнă тăрăх, 35 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ, çав шутра пысăк технологиллĕ производствăсенче – 10 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май туса парать.

 

Республика пуçлăхĕ пулнă май, хамăн тĕллевĕме предприятисене çĕнĕ саккассем илме май килнĕ таран ытларах пулăшасси, хамăр таварсене тата пулăшу ĕçĕсене Раççей рынокне тухма май туса парасси евĕр куратăп. Çакă пурте республикăри ĕç вырăнĕсене аталантарма та, сыхласа хăварма пулăшĕ.

 

Тивĕçлĕ ĕç укçи çынна йĕркеллĕ пурăнма, кил-çуртне хăтлăх кÿме тата кăмăл тĕлĕшĕнчен хăйне лайăх туйма пулăшать. Ку енĕпе Чăваш Ен Правительствин политики пулăшу парассине малалла та çирĕппĕн тытса пыма тĕллев лартать. Бюджет сферинче вăй хуракан мĕн пур ĕçченĕн шалăвне эпир 13 процент чухлĕ ÿстертĕмĕр. Раççей Президенчĕ вĕрентекенсене пулăшас тĕлĕшпе лартнă тĕллеве пурнăçласа эпир вĕсен ĕç укçине 30 процент чухлĕ кăна мар, педагогика персоналĕн – педагог-психологсен, социаллă педагогсен, çавăн пекех шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен воспитательсен – ĕç укçине те  ÿстертĕмĕр. Икĕ çулта сывлăх сыхлавĕнче врачсен ĕç укçи сахалтан та 31 процент, вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсен вара – 26,4 процент пысăкланмалла.

 

Патшалăх бизнеса пулăшас енĕпе пурнăçлакан чылай ĕç, Чăваш Ен территорийĕнче хăйсен çĕнĕ производствисене тата саккасĕсене вырнаçтаракан çĕр-шыври пысăк корпорацисемпе туслă хутшăнусем йĕркелени экономикăри ĕç укçи шайĕ çине активлă майпа витĕм кÿчĕç.

 

Ĕç укçи ÿсессин хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсен хушшинче кăçал çулталăк тăршшĕпех çиччĕмĕш вырăнта тăрать, ĕç укçин тулли шайĕпе /Мари Эл тата Мордва республикисенчен иртсе/ - 12-мĕш вырăнта. 6 субъектра кăна халăхăн укçа-тенкĕн чăн тупăшĕсем ÿснине шута илнĕ. Чăваш Ен çак йышра пиллĕкмĕш вырăнта.

 

Çакна палăртмалла: Чăваш Республикинчи организацисен ĕçченĕсен уйăхри номиналлă çырса хунă вăтам ĕç укçин кал-кал улшăнăвĕ самаях кăтартуллă: 2002 çултан пуçласа вăл 5,9 хут ÿснĕ, ĕçлеме пултаракан халăх валли çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе вара – 3,6 хут кăна. Çав хушăрах ĕç укçи шайĕ, отрасльсем тăрăх илес пулсан, палăрмаллах уйрăлса тăрать, анчах та пирĕн ĕç укçи 40 пинрен те иртекен ĕç вырăнĕсен хисепĕ йышланать. Экспертсен хаклавĕ тăрăх, 64 пин çын е организацисенче ĕçлекенсен пĕтĕм йышĕн 17 проценчĕ 25 пин тенкĕ ытла ĕç укçи илет.

 

Çакăн пек факта та палăртатăп. Енчен те çулталăк каярах халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕç шыракансене пĕчĕк шайри – 4,5 пин тенкĕ тÿлекен – ĕç вырăнĕсем сĕннĕ пулсан, халĕ вакансисен рынокĕ палăрмаллах улшăнчĕ: ĕçсĕррисене сĕнекен ĕç вырăнĕсен 40 процентĕнчен ытларах пайĕнче 10 пин тенкĕрен пысăкрах ĕç укçи шантараççĕ. Асăннă пушă ĕç вырăнĕсен çурринче уйăхри ĕç укçи – 15 пин тенкĕ. Ку кăтарту вара экономикăри вăтам ĕç укçи шайĕнчен те кăшт пысăкрах. Апла пулсан ытларах тупăш илес тесен, вĕренмелле тата пулас профессие тĕплĕн шухăшласа суйласа илмелле.

 

Ял хуçалăх отраслĕнчи тата вăрман хуçалăхĕнчи ĕç укçи – уйрăм тема. Ăна Раççейри вăтам шая çити ÿстерме пирĕн мĕн кирлине пурне те тумалла.

 

Ĕç укçи енĕпе пуçтарăннă парăм теми те çивĕч шутланать. Шел те, Чăваш Ен ку ыйтупа федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче иккĕмĕш вырăнта тăрать, парăмсен хисепĕ – 106,8 миллион тенкĕ. Анчах та кунта çакна палăртмалла: асăннă парăмсен 95,4 проценчĕ конкурслă производство процесне пуçарнă, урăхла каласан, панкрута тухнă 14 организацин. Тата парăмсен 60 проценчĕ яхăн халь эпир япăх ятпа пĕлекен «САВВА» компанисен ушкăнĕнчи предприятисен. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Прокуратури тата Чăваш Республикин Росреестр управленийĕ арбитражăн уйăрнă ертÿçисен ĕç-хĕлне тĕрĕслет. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртаççĕ тата хăйсене панă полномочисен шайĕнче тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

 

Кашни гражданинăн пурнăç шайне палăртакан тепĕр фактор сывлăх сыхлавĕ паракан пулăшусен пахалăхĕ тата вĕсемпе усă курма лайăх май пулни шутланать. Асăрхаттаратăп: çав пахалăх граждансен сывлăхĕ çине те витĕм кÿрет çеç мар, республикăри демографи лару-тăрăвне те йĕркелет.

 

Пĕр енчен, эпир Чăваш Енре ача çураласлăха ÿстерес тата халăх вилессине чакарас кăтартусемпе Раççейре чи лайăххисенчен пĕри шутланатпăр. Пурнăç тăршшĕн виçи те пирĕн Раççейри кăтартуран пысăкрах тата эпир ăна сахалтан та 70 çула çитерме тĕллев лартатпăр. Юлашки çулсенче республикăра хальхи вăхăтри диагностика тата сиплев центрĕсем 20 яхăн йĕркеленĕ. Халĕ пирĕн граждансем операци тутарма унчченхи пек çĕр-шывăн тĕп хулинчи клиникăсене кайса çÿремеççĕ, пысăк ăсталăхлă медицина пулăшăвне Чăваш Енрех илеççĕ, çакă вĕсене çемье бюджетне перекетлеме май парать. Пирĕн инсульта пула вилесси - 35 процент, инфаркта пула – 15 процент, çул-йĕр çинчи транспорт инкекĕсенче аманнине пула 8 процент чакнă. Шыçă чирĕсемпе чирлекенсем чĕрĕ юласси 60 процент ÿснĕ. Иккĕмĕш çул Сывлăх центрĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем сывă çынсен – аслисенне те, ачасенне те – сывлăхне упрама пулăшаççĕ, çапла майпа граждансене сывă пурнăç йĕрки çинчен шухăшлама хистеççĕ.

 

Тепĕр енчен, пирĕн поликлиникăсенчи черетсене пула йывăрлăх палăрать, мĕншĕн тесен малтанласа йышăнакан врачсем хăш чухне çитсех каймаççĕ тата ансăр специалистсем енĕпе те ыйту çивĕч тăрать. Çавна май пирĕн кадрсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва мĕн пур майпа татса памалла. Граждансем черетсенче тата регистратурăра кăна мар, тепĕр чухне врач пÿлĕмĕнче те чунсăрлăхпа тата тÿрккеслĕхпе тĕл пулни палăрать.

 

Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ сарăлса пыни малтанхи сыпăкри медицина пулăшăвне кая хăварма тивĕç мар. Ку тĕлĕшпе сывлăха сыхлас ĕçе 2 çулта модернизацилемелли программа çине пысăк шанăç хуратпăр. Çак вăхăт хушшинче республикăра 25 медучреждение 4,5 миллиард тенкĕлĕх юсаса лайăхлатмалла, 2 пин ытла единица медицина оборудованийĕ туянмалла, информацин çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртмелле. «Электрон регистратури» урлă врач патне çырăнмалли мел пирĕн патра анлă сарăлнă, унпа пĕтĕм республикипе кунне 3 пин ытла пациент усă курать. Çапах та эпĕ граждансене врач патне çырăнмалли майпа кăна мар, больница сайчĕпе те унти пулăшу пахалăхне витĕм кÿмели мел пек усă курма сĕнетĕп – сиплев пахалăхĕ çинчен хăвăр шухăшăрсене палăртса çырăр, сирĕн правăна пăснă тĕслĕхсене пурне те пĕлтерĕр.

 

Модернизацин пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ çавăн пекех медицина пулăшăвĕ памалли стандартсене ĕçе кĕртесси пулса тăрать. Çакă кашни пациентах кирлĕ шайра диагностика тата сиплев пулăшăвĕ илессине гарантилеме кăна мар, çавăн пекех тата сиплев тăкакĕсене ÿстерме, граждансене стационарсенче эмелпе тивĕçтерме, чирлĕ çынсене хăйсене эмел тата уйрăм препаратсем туянма сĕнекен тĕслĕхсене пĕтерме пулăшĕ.

 

Çапах та, ман шутпа, модернизацин тĕп тĕллевĕ пÿлĕмсен стенисене юсани тата оборудовани туянни кăна мар, врачпа чирлĕ çын хутшăнăвĕсене палăрмаллах улăштарни те пулмалла.

 

Табак туртассипе, наркоманипе, алкоголизмпа кĕрешес ĕçре парти тата общество тĕрĕслевĕн пĕлтерĕшне палăртса хăварас тетĕп. Патшалăх политикин сферинче эпир мĕн тумаллине пурне те тăватпăр, çапах та общество сиенлĕ çак йăласемпе хăй те кирлĕ пек кĕрешмесен эпир чылай çамрăк гражданина çухатма пултаратпăр, вĕсем вара– Чăваш Ен пуласлăхĕ.

 

Республика пуласлăхĕ эпир хамăр ачасем çине мĕнлерех пăхнинчен тата вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕнчен килет. Асăннă ĕç наци вăй-хăвачĕн аталанăвĕ, вăл конкуренци хуçаланакан хутлăхра пурăнма, наукăпа тачă çыхăннă производствăсенче ĕçлеме хатĕр пулнине витĕм кÿрет. Çакăн валли республикăра нумай ĕç тунă. Пирĕн ачасенчен 92 проценчĕ ытла хальхи условисенче вĕренет.

 

Шкул çурчĕсене тытăмлăн юсас, шкул компьютерĕсене тата автобус паркне çĕнетес, хăрушсăрлăх тытăмне аталантарас ĕçсене малалла тăсăпăр. Эпир ачасене вĕри апатпа тивĕçтерес ыйтăва тытăмлăн татса парас тесе тăрăшса ĕçлерĕмĕр, çапах та чи çывăх вăхăтрах ачасен апатланăвĕн хальхи вăхăтри индустрине йĕркелемелле. Вăл шкулти апатланăвăн пысăк пахалăхне тата унăн тĕрлĕ енлĕхне тивĕçтермелле. Шкул инфратытăмне малалла аталантарма муниципалитет районĕсен администрацийĕсен энерги перекетлес, вĕренÿ объекчĕсене юсас енĕпе программăсем туса хатĕрлемелле тата хăйсен сĕнĕвĕсене Чăваш Ен Вĕренÿ тата Финанс министерствисене тăратмалла.

 

Республикăра ачасене шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсемпе тивĕçтерес лару-тăрăва тĕпрен лайăхлатас тĕлĕшпе пурне те тăватпăр. Иртнĕ çул валли палăртнă тĕллев те пурнăçланать. Çулталăк çурăран пуçласа 3 çула çитиччен ачасем пур, пепкисем ача садне çÿремен çемьесене укçа тÿлесе саплаштарас енĕпе пилот проекчĕ пурнăçланать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта, Канашра тата Шупашкар районĕнче çав пособие 4 пине яхăн çемье илсе тăрать, çакă асăннă муниципалитетсенчи ача сачĕ паракан пулăшу кирлĕ çынсен 85 проценчĕпе танлашать.

 

Шкулсене юсаса çĕнетнĕ шайра 4 пин вырăнлă шкулчченхи 235 ушкăн уçнă, çакă вăтамран çĕнĕ 20 ача сачĕ тăвассипе танлашать. Кăçал республикăра юлашки вунă çул хушшинче пуçласа çĕнĕ сакăр ача сачĕ тума пуçланă. Çитес çул тата 3 пине яхăн вырăн йĕркеленет. 2014 çул вĕçне вара 24 çĕнĕ çурт тата халь ĕçлекен ача сачĕсем çумне тĕксе 4 çурт тума палăртнă. Çемье, килти тата уйрăм çын тытса тăракан ача сачĕсем тăвассине шута илсен эпир шкулчченхи вĕренÿпе пурте усă курма пултарассипе çыхăннă ыйтăва, тĕпрен илсен, татса пама тивĕç.

 

Эпĕ вĕренÿ ĕçĕн содержанийĕпе çыхăннă çивĕч ыйту пирки калаçмастăп. Мĕншĕн тесен республикăра педагогсен самаях креативлă ушкăнĕ ĕçлет. Эпир нумай çĕнĕ пилот проекчĕсене пурнăçлатпăр, пирĕн пата инçетрен те вĕренме килеççĕ. Анчах та тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйту пур, ун пирки эпĕ маларах, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешесси пирки хускатнă сăмахра асăнтăм. Ку – шкул ачисем хăйсен профессири вырăнне тупасси, экономика валли кадрсем хатĕрлесси, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухакансем республикăри ĕç рынокĕнче кирлĕ пулнине ÿстересси. Пирĕн ку енĕпе кирлипе сĕнÿ хушшинчи уйрăмлăха 10 процентран ытла мар шая çитерме тăрăшмалла /хальлĕхе вăл 55 процентпа танлашать/. Çакă професси пĕлĕвĕ паракан шкул темиçе диплом илекен выпускниксене кăна мар, чăн пĕлÿллĕ тата чăн ăсталăхлă, конкурентлă специалистсене вĕрентсе хатĕрлемеллине пĕлтерет.

 

Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле никĕс шкулсен, ресурс центрĕсен тата професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен вăй-хăвачĕпе усă курса профиль инженер класĕсем уçас тĕлĕшпе хастарлăн ĕçлемелле. Çак енĕпе Чăваш Енри лайăх опыта анлăн сармалла. Эпир вара унчченхи пекех ĕç паракансемпе пĕрле республикăри организацисене специалистсене ĕçе тĕллевлĕн вырнаçтарас енĕпе тăвакан ĕçе малалла тăсăпăр.

 

Вĕренÿ ĕçĕнчен граждансен хăрушсăрлăхĕ çине куçнă май, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлеттерсе пăхнă йĕркесĕр çемьесен даннăйсен банкĕпе микрорайонăн социаллă карттине тепĕр хут аса илес тетĕп. Мĕншĕн тесен Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин çула çитмен çамрăксем тăвакан преступленисен кăтартăвĕ хальлĕхе лайăх шайра мар-ха.

 

Юлашки çулсенче преступленисен шайĕ чакса пынине, вĕсене уçса парас шай вара 71 процент кăтарту çывăхĕнче çирĕппĕн тытăнса тăнине пăхмасăрах, граждансен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă лару-тăру çаплипех пăшăрхантарать. Пирĕн кăтартусем федерацин Атăлçи округĕнчи тата Раççейри вăтам кăтартуран лайăхрах пулни право йĕркине тивĕçтерекен тытăмсене лăпланса ларма ирĕк памасть. Граждансен çынна тата унăн пурлăхне тапăнасран хÿтĕлекен ĕç пахалăхĕпе шайĕ палăрмаллах ÿсессине кĕтме ирĕк пур.

 

Çавăн пекех çакна палăртас тетĕп: пурнăç пахалăхĕ лайăхланнăран уйрăм çынсем тытакан автотранспорт шучĕ пысăкланни çул-йĕр çинчи траспорт инкексĕсен йышне ÿстерет. Вĕсенче вара водительсем кăна мар, çуран çÿрекенсем те вилеççĕ, аманаççĕ. Çак цифрăсем пирки шухăшласа пăхма ыйтатăп: кăçал кăна çул-йĕр паравилине пăснă 310 пин ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, руль умне ÿсĕр пуçпа ларнă тăватă пин ытла çынна административлă майпа явап тыттарнă! Патшалăх Думин çĕнĕ йышĕн депутачĕсене çакăн пек наказ парас килет – çул-йĕр правилисене пăснăшăн тыттаракан яваплăха тата та çирĕплетмелле.

 

Сăмах май, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ Рашид Гумарович Нургалиев пирĕн республикăна визитпа килни эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетрĕ. Чăваш Енре пурнăçланакан «Хăрушлăхсăр хула» программа йĕркене пăсакансемпе чи тĕрĕс майпа – çулсем çине сăнакан камерăсем вырнаçтарнине пула пĕтĕмĕшле тĕрĕслев йĕркелесе – тухăçлăн кĕрешме пулăшать. Эпир тĕп хулана икĕ çул хушшинче çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме хамăр çине обязательствăсем илтĕмĕр тата пирĕн программăра палăртнă пĕтĕм ĕçе пурнăçламалла.

 

Преступлени тăвасси, ĕçкĕпе иртĕхни тата хулиганлăх чăн малтанах чунсăрлăхпа çыхăннă. Ăс-хакăла йĕркелесси вара– кăткăс тата вăрах ĕç, унта хутшăнакан та чылай – çемье, шкул, культурăпа кану институчĕсем. Модернизаци ĕçне пурнăçа кĕртнĕ май вĕсен статусĕ ÿсет, вĕсене экономикăна аталантармалли ресурс, социаллă çирĕплĕх факторĕ тата территори имиджĕ пек хаклаççĕ. Пирĕн мĕн пур ял тăрăхĕсенче культура ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçлемелле, çĕр çинче пурăнакан мĕн пур халăхăн культура еткерне пропагандăламалли кашни майпах усă курмалла.

 

Кăçал пирĕн пата библиотекăсене аталантарассипе çыхăннă чăваш опычĕпе паллашма пĕтĕм Раççей килчĕ. Информаципе çыхăнăвăн çĕнĕ хатĕрĕсем аталанса пынине пăхмасăр, библиотекăсем, уйрăмах ялсенче, халăхăн пысăк пайĕшĕн пĕлтерĕшлĕ центрсем пулса тăраççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – халăх культура ырлăхĕсемпе тата пулăшăвăн мĕн пур тĕсĕпе ирĕклĕн тата пĕр тан усă курма пултарассине тивĕçтерме майсем туса парасси.

 

Культура министерствине отраслĕн Аталану концепцине туса хатĕрлеме хушатăп, унта пурлăх аспектне кăна мар, чăн малтанах, хальхи чĕлхепе каласан, çынна ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани памалли пĕтĕм тренда, республика территорийĕнче ĕçлекен культурăн мĕн пур институчĕн малашлăхри ĕçне шута илмелле.

 

Культурăна пулăшассине вăйлатмалла. Анчах та çак ĕçре тăрăшакансем хăйсем те гуманитари программисен пĕлтерĕшне лайăх ăнланаççĕ. Пирĕн музейсенче нумай ачаллă çемьесем, инвалидсем, ачасем тата пенсионерсем ятарлă çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Кураканпа, вулаканпа хутшăнса ĕçлемелли çĕнĕ майсем аталанаççĕ. Çавнашкал «искусствăпа ятран сиплени», енчен те çак ĕçе професси тивĕçĕпе кăна мар, пĕтĕм чун-чĕререн тусан ăнăçлăхпа палăрма тивĕç.

 

Патшалăх ăс-хакăл ĕçне пулăшма пултаракан мĕн пур вырăнта пирĕн пурин те тăрăшса ĕçлемелле. Паян ачасене телевизор экранĕнчен, вĕçсĕр-хĕрсĕр Интернетран йăтăнса тухакан япăх витĕмрен хÿтĕлеме питех те йывăр. Çавăнпа та наци пуласлăхĕн ăс-хакăл сывлăхне упраса хăварас тесен пирĕн ашшĕ-амăшĕн яваплăхне ÿстермелле.

 

Çыншăн сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас, спорт шкулĕсен йышĕпе, çĕр-шыври пĕрлештернĕ командăсен членĕсен хисепĕ енĕпе малтисенчен пĕри шутланать. 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх эпир физкультурăпа тата спортпа туслă граждансен йышĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче виççĕмĕш вырăнта тăратпăр /пирĕн кăтарту 27,9 процент, Раççейри вăтам кăтарту – 18,5 процент/. Пирĕн тĕллев – 2020 çул тĕлне ку кăтартăва 40 процента çитермелле.

 

Çакăн валли эпир майсем йĕркеленĕ: çитес çул вĕçнелле республикăн мĕн пур районĕнчех физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Черетре – футбол уйĕсем тата стадионсем тăвасси, пур пек спорт сооруженийĕсене юсаса çĕнетесси. Тата чи кирли – эпир Чăваш Ен тĕп хулинче виççĕрен кая мар ФСК тума тĕллев лартатпăр. Хулара пурăнакансем хăйсемшĕн тата хăйсен ачисемшĕн çавăн пек майсене тахçантанпах кĕтеççĕ ĕнтĕ. «Газпром» АУО ертÿçисен йышăнăвĕпе тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ пулăшнипе республикăн тĕп хулинче 7500 çын вырнаçмалăх, икĕ катоклă тата машинăсем лартмалли вырăнлă нумай ĕç-хĕллĕ хальхи вăхăтри Пăр керменĕ тума пуçланă. Проект хакĕ – 1 миллиард та 200 миллион тенкĕ. Ку объекта 2013 çулхи Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем тĕлне хута ямалла.

 

Халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллев республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн укçи-тенки шутне ÿстерме хистет. Çавна май патшалăх органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çакна пурнăçлама сахалтан та икĕ ĕçе тивĕçтермелле: налук тÿлекенсен укçи-тенкипе тухăçлă усă курмалла тата республика территорийĕнче бюджет майĕсене ÿстермелли çĕнĕ тупăшсем тума хастарлăн пулăшмалла.

 

Общество финанс тытăмне реформăлассинче малтисем пулнă май, эпир Раççейри чи уçăмлă финанс тытăмĕн ятне тивĕçрĕмĕр, бюджет йĕркелемелли программа-тĕллев мелĕсем енĕпе çĕнĕ норматив-право никĕсне йышăнтăмăр, вăл вара каярах Раççей Федерацийĕн Бюджет кодексĕн нормисен йышне кĕчĕ. Эффективлăхăн пĕтĕмĕшле шайĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсен хушшинче малти пилĕк лидер йышĕнче.

 

Эпир çавăн пекех çĕр-шывра пĕрремĕш пулса Чăваш Республикин патшалăх программисене туса хатĕрлесси, пурнăçласси тата хакласси çине çĕнĕлле пăхассине ĕçе кĕртрĕмĕр. Программăсен шайĕнче йĕркеленекен республика бюджечĕн тăкакĕсен танлаштаруллă виçи 74,5 яхăн процентпа танлашнă. Тăкаксене планламалли çавнашкал тытăма пирĕн муниципалитет шайĕнче те ĕçе кĕртмелле тесе шухăшлатăп. Бюджет тăкакĕсен пахалăхĕпе тухăçлăхне тата та ÿстерес тесен вара пирĕн 2012 çултан пуçласа муниципалитетсенче те виçĕ çуллăх бюджетсем çине куçмалла. Çавнашкал тĕплĕн планлани федераци влаç органĕсемпе регион влаç органĕсем, çавăн пекех регионсемпе муниципалитетсен хушшинчи полномочисене уйăрассине лайăхлатма май парать. Çакă бюджетсене шайлаштарас тĕлĕшпе тăвакан ĕçре çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 

Эпир хамăрăн тĕп программăн, Чăваш Республикин Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕн, положенийĕсене тепĕр хут пăхса тухса çĕнетрĕмĕр. Унăн тĕп тĕллевĕ – экономикăн конкуренци пултарулăхне пысăклатса тата ăна кал-кал аталантарса халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ытлăх-çитлĕхне ÿстересси. Çĕнетнĕ стратегире инновацисене, нано- тата биотехнологисене хăвăрт аталантарассине, энерги тухăçлăхне, ресурссене перекетлессине, çынна хывакан инвестицисене тĕп вырăна хунă.

 

Çын капиталне хывакан тухăçлă технологисен шутне республика гражданĕсене пулăшас енĕпе тăвакан ĕçе кĕртетĕп.

 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тата Раççей Правительствин Председателĕ Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн вăрах вăхăт ĕçленĕ, халĕ унран пулăшу кĕтекен çынсене тата паян ачасем пăхса çитĕнтерсе патшалăх вăй-хăватне ÿстерекенсене – нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене социаллă хÿтлĕх памалли политикăна хастарлăн пурнăçа кĕртеççĕ.

 

Юлашки 10 çулта ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи ултă хут ÿсрĕ. Социаллă пенсин вăтам виçи пенсионера пурăнма кирлĕ республикăра çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçерен пысăкрах. Çитес çул ĕç пенсийĕсене тата 9,6 процент чухлĕ индексацилеççĕ. Чăваш Енре ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрен аслăрах граждансен 80 проценчĕ хушма социаллă пулăшу илсе тăрать. Çак тĕллевсем валли республика бюджетĕнчен кăçал 1 миллиард та 590 миллион тенкĕ уйăрнă, тепĕр çул вара – 1 миллиард та 786 миллион тенкĕ /ÿсĕм 12,3 процент/. Сăмах май, финанс кризисĕн условийĕсенче тĕнчери пĕр çĕр-шыв та пенсионерсене çавнашкал пулăшу пама палăртакан йышăнусем туман.

 

Юпа уйăхĕнче эпир пĕлтерĕшлĕ тепĕр йышăну турăмăр – «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме право пур граждансен ушкăнĕсен йышне ÿстертĕмĕр. 26 пин пенсионер республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе социаллă пулăшу илĕ. Указа пурнăçланине шута илсен Чăваш Енре пурăнакансен 20 проценчĕ /кашни пиллĕкмĕш çын/ республика тата федераци бюджечĕсенчен социаллă пулăшу илме пуçлĕ. Иккĕмĕш тапхăр – çав ÿсĕме арçынсемшĕн 40, хĕрарăмсемшĕн 35 çула çити чакарасси – республика экономики, урăхла каласан, эпир пурте тухăçлă ĕçлесе пырсан чи çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕрĕ.

 

Раççей Президенчĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вăрçăра вилнĕ тата вилнĕ вăрçă участникĕсен çемйисен членĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва пысăк вырăна хурать. Чăваш Енре 3820 çынна пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ, çитес çул ку ыйтăва татса паратпăр. Эпир çавăн пекех тăлăх ачасене тата нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерсе курăмлă пулăшу кÿтĕмĕр. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва эпир Атăлçи федераци округĕнче пуринчен те активлăрах татса паратпăр.

 

Çак кунсенче эпĕ республикăн амăшĕн капиталĕ çинчен калакан Указа алă пусрăм. Çемьери виççĕмĕш ача Чăваш Ен бюджетĕнчен 100 пин тенкĕлĕх пулăшу илме ирĕк парать. Çĕнĕ çултан пуçласа федерацин амăшĕн капиталĕн виçи – 387 пин тенкĕ. Республикăн амăшĕн капиталĕ нумай ачаллă телейлĕ çемье йĕркелеме патшалăх енчен сĕнекен хушма хавхалантару шутланать, çавна май эпĕ кĕтнĕ ачасем çураласса шанатăп.

 

Ку тĕлĕшпе патшалăх çамрăксене кÿрекен пулăшу та кăтартуллă. Кăçал 1600 ытла çын хăйсен ĕçне йĕркелеме субсидисемпе грантсем илнĕ. Вĕсене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама та активлăн пулăшатпăр. 2003 çултан пуçласа Чăваш Енре ялăн социаллă аталанăвĕн программи шайĕнче халĕччен пулман пулăшу паратпăр: 35 çултан аслă мар çамрăк çемьесене тата специалистсене пурăнмалли çуртăн шутласа палăртнă хакĕн 70 процентне, ыттисене - 45 процентне саплаштаратпăр. 2011 çулта пĕрремĕшсене тÿленĕ социаллă тÿлевĕн вăтам виçи 585 пин тенкĕпе, иккĕмĕшсен вара – 360 пин тенкĕпе танлашнă. Кăçал эпир «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăна çĕнĕрен йышăнтăмăр, унпа килĕшÿллĕн субсидисен виçи, çемьере миçе ача пулнине кура, 35 процентран пуçласа 45 процентпа танлашать.

 

Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн проектне хутшăнакан граждансене паракан социаллă пулăшу та пĕлтерĕшлĕ – кунти çурт арендин хакĕ пурăнмалли çурт-йĕрĕн уйрăм çын рынокĕнчи хакран ик-виçĕ хут сахалрах. Ку программа тăрăх эпир бюджет сферинче ĕçлекенсене тата çамрăк çемьесене, вĕсен йышĕ программăна хутшăнакансен 60 проценчĕнчен кая мар, пулăшатпăр. Пирĕн ипотека енĕпе пулăшу памалли темиçе май пурнăçланать. Ипотека кредичĕсене кăçал виçĕ миллиард ытла тенкĕлĕх панă. Кăçалхи юпа уйăхĕнче вара эпĕ шăпах кивçен илекен çамрăк çемьесене хушма пулăшупа тивĕçтерекен, вĕсене кредит линине 10 çула çулталăкне 5,5-7: шайпа, çакă рынокри ставкăсенчен икĕ хут сахалрах, йĕркелеме май паракан Указа алă пусрăм. Патшалăх сĕнекен çак майпа 6,5 пин çемье /ку вăл çавнашкал пулăшăва илес текенсен 40 :/ усă курма пултарать.

 

Сăмах май, тепĕр хут палăртатăп: Чăваш Енре хулапа ял хушшинчи уйрăмлăха, пире тем пек шантарнăччĕ пулсан та, совет саманинче мар, халĕ, экономикăшăн чи йывăр çулсенче пĕтертĕмĕр. Çын пурнăçне çăмăллатакан питĕ лайăх инфратытăм йĕркеленĕ, ваттисем калашле, пурăн, ĕçле тата çитĕнÿсемшĕн савăн!

 

Патшалăх хулари çулсене тата картишсене йĕркене кĕртес ыйту çине пачах урăхла пăхма пуçланине те палăртса хăваратăп. Кăçал çулла «Раççей хулисенчи çĕнĕ çулсем» проект шайĕнче Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен 344,8 миллион тенкĕ илчĕ, çакă юсав ĕçĕсем ирттермелли картишсен хушшинчи çулсене тата тăкăрлăксен 40 : юсама, Калинин урамне юсаса çĕнетме май пачĕ. Шупашкарта пурăнакан ачасем валли вара ача-пăчан 109 спорт хулашне йĕркеленĕ. Ку ĕçе малалла тăсăпăр, çав шутра республикăра йĕркеленекен, туса хумалли саккуна хатĕрлесе çитернĕ Çул-йĕр фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса та.

 

Граждансене паракан хÿтлĕх хыççăн патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕллевĕ, ман шутпа, - экономика рынокне хутшăнакансене пулăшасси.

 

«Йĕркесене пăхăнса вылякан» тата хăвăрт тупăш илме кăна тĕллев лартман, хăй ĕçлекен территорие аталантарас тĕлĕшпе хăйĕн социаллă яваплăхне /ку вара налуксене тÿрĕ кăмăлпа тÿлемеллине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемеллине, хăйĕн ĕçченĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлемеллине пĕлтерет/ туякан бизнес патшалăх пулăшăвне илме тивĕç.

 

Асăннă пулăшу пирĕн тÿрĕ инвестицисем хывнинче, налук çăмăллăхĕсем панинче, çавăн пекех укçапа çыхăнман пулăшу майĕсемпе тивĕçтернинче палăрать. Эпир административлă чăрмавсене сирмелли ятарлă программа йышăнтăмăр, Шупашкарти нумай функциллĕ центр та хăйне лайăх енчен кăтартрĕ, унта халăха тата организацисене патшалăх тата муниципалитет паракан 320 ытла пулăшу ĕçĕпе тивĕçтереççĕ. Çулталăк вĕçĕччен çавнашкал центр Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче хута каять, ку енĕпе тата 17 муниципалитет пĕрлĕхĕнче ĕç пуçланă.

 

«Чăрмавсăр» экономика хутлăхне туса хурассинче муниципалитет шайĕнче те, регион шайĕнче те пĕрле хутшăнса ĕçлемелли мĕн пур майсене çырса палăртнă административлă регламентсене йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тÿрĕ мар кăмăллă инвестортан сыхланмалли лайăх мел вара малтанласа килĕшÿсем тăвас шайри яваплă ĕç пулса тăмалла, çав килĕшÿсенче енсен тивĕçĕсене уççăн та ăнланмалла çырса палăртмалла. Çапла тусан нимле йывăрлăх та пулмасть.

 

Чăваш Ен экономикишĕн никĕсри тытăм - пĕчĕк тата вăтам бизнес. Юлашки икĕ çулта мĕн пур бюджетăн укçи-тенки шучĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕ икĕ хут ÿсрĕ тата 300,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Гаранти фондне туса хунă, вăл банксене 60 яхăн гаранти уйăрса панă, Кредитсем паракан агентство та хастар ĕçлет, унта предприниматель 1 çул таран вăхăта 1 миллион тенке çити кредит илме пултарать. Кăçал 260 займ панă, агентство филиалĕсене Канаш, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче уçнă.

 

Çавăн пекех 300 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран пулăшу памалли грант системи ĕçлет тата организацисемпе предпринимательсен тăкакĕсен пĕр пайне 5 миллион тенкĕ таран субсидилессине йĕркеленĕ. Пĕчĕк предпринимательлĕх кунĕсене мĕн пур хулапа районтах ирттереççĕ, консультаци пулăшăвĕ парас ĕç йăлана кĕнĕ. 2012 çулта Элĕкпе Муркаш салисенче тата 2 бизнес-инкубатора хута яратпăр. Пĕчĕк тата вăтам бизнес организацийĕсене пысăк ăсталăхлă кадрсемпе тивĕçтерес тĕллевпе 2012 çултан пуçласа Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предприятисене вĕренÿ ĕçĕсемшĕн тÿлеме субсидисем уйăрса пама палăртнă.

 

Чăваш Ен харпăр хăй хушма хуçалăх тытакансене пулăшас енĕпе Раççейре малта пырать. Агропромышленноçа аталантармалли наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа Чăваш Енри çемьесен 30 проценчĕ хăйсен хуçалăхне аталантарма çăмăллăхлă кредитсемпе усă курчĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне явăçтарнă кредитсен хисепĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2,3 хут ÿссе 2 миллиард та 271,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Явăçтарнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вара 11,3 миллиард тенкĕ ытла. Ял çĕрĕнчи кил хуçалăхĕсен пур пек ресурсĕсен кил хуçалăхĕнчи пĕр çын пуçне уйăхра тивекен виçи 3 хут ÿсрĕ. Эпĕ çакă таврăнми истори чăнлăхĕ пулнине, вăл хресчен психологийĕпе шухăшлавне, производство культурине улăштарма пулăшнине çирĕппĕн шанатăп.

 

Çавнашкал хăвăртлăха малалла та тытса пыма тĕллев лартатăп. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракан ĕçченсен пайĕ 32 процента яхăн шая, регионти пĕтĕмĕшле продуктри вĕсен продукцийĕн пайĕ 14 процента çити ÿсмелле. Вăтам бизнесăн республикăри мĕн пур пысăк проекта тата мĕн пур отрасле хутшăнмалла. Чи кирли – Чăваш Ен гражданĕсем пурнăçра хастарлăхпа палăрса тăмалла. Халăх калашле: «Ху ĕçлеме ÿркенсен турă телей парас çук». Халĕпирĕнпысăкпредприятисем тата паллă брендсем çинчен. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» съездĕнче çĕр-шыв Президенчĕ Д.А.Медведев палăртса хăварнă тăрăх, экономикăна тата социаллă пурнăçа çĕнетни вăл – эпир асап урлă иртсе тупнă çул-йĕр. Çĕр-шыва индустриализацилемелли çĕнĕ форма кирлĕ, çавнашкал çĕнетĕвĕн пĕрремĕш ÿсĕмĕсем, паллах, пур ĕнтĕ, эппин, ку енĕпе савăнмалли те çук мар. Çапах та хальлĕхе татса паман ыйтусемпе йывăрлăхсем те чылай-ха.

 

Паллах, ахаль çын хăш чухне предприяти харпăрлăхçи е унчченхи завод вырăнĕнче суту-илÿ центрĕ ÿссе ларнине çеç асăрхать, мĕншĕн тесен çакă тÿрех куçа курăнать. Ытларах чухне промышленноç пĕтсе пырать текен общественноç шухăшĕ çавнашкал çиелтен хак панинчен йĕркеленет. Предприяти кирлĕ продукци кăларса тата хыснана тултарса йĕркеллех ĕçленине вара çав предприяти ĕçченĕсемпе вĕсен çемйисем çеç пĕлеççĕ. Эпĕ каларăм ĕнтĕ – эпир продукци калăпăшĕ енĕпе кризисченхи шая çитнĕ. Пирĕн тупăшлă ĕçлекен тирпейлекен производствăсен тупăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 1,7 хут ÿснĕ.

 

Чăваш Ен паян чылай отрасль центрĕ шутланать. Шупашкарти электроаппарат заводĕнче, «АБС электро», «ЭКРА» предприятийĕсенче тата ытти предприятире инноваци продукцийĕ туса кăларнине пула электротехника отраслĕ хăватлăн аталанать. Чăваш Енре вырнаçнă «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕсенче производствăна роботсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ, çавна пула Шупашкар – йывăр машиностроени центрĕ тата Раççейри вакунсем тăвакан центрсенчен пĕри.

 

Чапа тухнă «Элара», çакна кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космос салонĕ те çирĕплетрĕ, – мухтанмалли япала. Предприятире туса хатĕрленĕ навигаци модулĕ тĕнчере никам тума пултарайман пилотажа пурнăçлама пай парать. Çакă - предприяти юлашки вăхăтра туса хатĕрленĕ сайра тĕл пулакан ĕçсенчен пĕри кăна. Нумаях пулмасть çеç йывăр лару-тăрăва чăтса ирттернĕ «Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» пиротехника холдингĕн йышне кĕчĕ, çитес вунă çул хушшинче кунта тĕпрен çĕнетÿ иртмелле. Раççей Правительстви çĕнĕ йĕркесем тăрăх гарантилекен виçĕ çуллăх патшалăх саккасĕ Раççейри пĕтĕм «оборонкăна» малашлăхалла шанчăклăн пăхма май парать.

 

Раççейре çул-йĕр строительствине икĕ хут ÿстерни, транспорт машиностроенине аталантармалли стратегие пурнăçлани те пирĕн предприятисене çирĕппĕн аталантарма тата вĕсем туса кăларакан продукцие туянассине ÿстерме пулăшать. Сăмах май, нумаях пулмасть Раççей Транспорт министерствинче иртнĕ тĕл пулусем Чăваш Енри çĕнĕ стройкăсен бюджетне укçа-тенкĕ пырса кĕрессине самаях ÿстерме май пачĕç. Сăр юхан шывĕ урлă хывмалли кĕпер строительствине вĕçлесси, федераци çулĕсене анлăлатас ĕçе хутшăнни, çав çулсем çинчи халăх пурăнакан вырăнсене çутăпа тивĕçтерни, çавăн пекех Чăваш Ен тĕп хулине пырса кĕмелли вырăнсене юсаса çĕнетни тата çутатни – çакă пĕтĕмпе 5 миллиард ытла тенкĕ инвестици парать.

 

Паянхи кун чи кирли – Чăваш Ен территорийĕнче çĕнĕ производствăсене аталантарасси, çĕнĕ «локомотивсем» йĕркелесси. Ку тивĕç çăмăл мар, унпа аталанма лайăх майсем, хăйĕн валли çĕнĕ лаптăксем шыракан бизнес кăна та мар, Чăваш Ен Правительстви те ĕçлет, унпа çавăн пекех республикăн муниципалитечĕсем те ĕçлемелле. Промышленноç производствин ÿсĕмне стратегилле ĕçтешсемпе – РОСНАНОпа, «Раççей чукун çулĕсемпе», «Газпромпа», «Росатомпа», «Русгидропа», автопром, энергетика тата нефтьпе газ комплексĕн предприятийĕсемпе – çыхăнса ĕçлессине анлăлатни пулăшать. Вĕсем валли туса кăларакан продукци калăпăшĕ республикăри машиностроени предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукцин 60 процентне яхăн шайпа танлашать. Пирĕн нанотавар туса кăларакан никама пăхăнман 9 производителе палăртнă, биотехнологисем енĕпе ĕç хастар пырать.

 

Икĕ çул каярах «Хĕвел» ТМЯО пурнăçлама пуçланă «Çÿхе пленкăсем» технологи никĕсĕ çинче туса кăларакан хĕвел батарейисем» проект çумне кăçал РОСНАНО «Гален» тулли мар яваплă обществăпа пĕрле çĕнĕ продукци – базальт чĕлкĕмĕсемпе çирĕплетнĕ нанотытăмлă композици полимерĕ – туса кăларассине ырланă проект хушăнать. Унпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тата Раççейри строительство отраслĕнче, НППП çĕр-шывĕсенче тата Европăра усă кураççĕ. Енчен те пĕрремĕш тĕслĕхре производство ют çĕр-шывра туса кăларнă технологисене тĕпе хурать пулсан, çĕнĕ проект никĕсне Чăваш Республикинчи инноваторсен ушкăнĕ туса хатĕрленĕ ĕçсене хунă. Ăна 21-мĕш ĕмĕр проекчĕ теме пулать, мĕншĕн тесен вăл унпа усă куракансемшĕн çавнашкал хальхи тĕслĕхсенчен 15 процент йÿнерех пулать.

 

Шанатăп: часах промышленноçăн ытти проекчĕн продукцийĕ – трансформаторсем /«Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ» АУО/, органикăллă мар хими хутăшĕсем /«Аурат СВ» ТМЯО/, çурма прицепсемпе чукун çул вакунĕсем /«Шупашкарти «Çеçпĕл» предприяти» АХО, «Промтрактор-вакун» АХО/, хÿтĕлевĕн микропроцессор хатĕрĕсем /«ВНИИР» АУО, «ЭКРА» НПП ТМЯО/, строительствăра усă куракан хутăшсем /«Улатăрти сăрт-ту комбиначĕ» ТМЯО/, производство хăвачĕсене ÿстерсе туса кăларакан таварсем /«Шупашкарти вăй элетрооборудованийĕн «Электросила» завочĕ» АХО, «Шупашкарти электротехника тата автоматика» ТМЯО/, çавăн пекех тирпейлекен çĕнĕ предприятисен продукцийĕ – лизин /«ЧувашАгроБио» АХО/, «Develey» нимĕç фирми хатĕрлекен кетчуп, комбикормсем /«Юрма» агрохолдинг»/, биохутăшсем /«Синтез Агро» ТМЯО тата «Агропромгаз» ТМЯО/ – Чăваш Енĕн çĕнĕ бренчĕсем пулса тăрĕç.

 

Çак тата халь çĕкленекен ытти предприяти республикăн экономикăн пахалăхлă ÿсĕмне тивĕçтермелле. Пысăк промышленноç предприятийĕсен ытларах территорийĕнче тунă технопарксем çывăх çулсенче производствăн çĕнĕ пахалăхлă тытăмне йĕркелеççĕ. Çавна май эпĕ хамăрăн çĕнĕ предприятисенче ĕçлеме пысăк ăсталăхлă специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе вĕренÿ учрежденийĕсем умĕнче тăракан тĕллев патне тепĕр хут таврăнатăп. Юлашки виçĕ çулта аслă шкулсенче халĕ кирлине шута илекен 19 çĕнĕ специальноç уçнă пулин те – ку питĕ сахал, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Иоффе ячĕллĕ Физикăпа техника институчĕ тата «Хĕвел» ТМЯО хушшинчи преподавательсене тата студентсене пĕрлехи майпа вĕрентсе хатĕрлес енĕпе пурнăçланă ĕçсем евĕр тĕслĕхсем хальлĕхе çукпа пĕрех.

 

Чăваш науки производствăсене аталантарма тата çĕннисене йĕркелеме хатĕр пулни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ Инновацисене хавхалантарма, аталантарма пулăшакан норматив-право никĕсне республикăра йĕркеленĕ, патшалăх пулăшăвĕ памалли майсене туса çитернĕ, çав шутра тавăрса памалла мар бюджет инвестицийĕсем мелĕпе те. Çапла шухăшлатăп: Чăваш Енри кашни аслă шкулти техника кафедринех 10-ран кая мар наука тĕпчев тата сăнав-конструктор ĕçĕсем туса хатĕрлемелле, вĕсене каярах производствăна кĕртмелле тата çĕнĕ тавар туса кăлармалла. Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин çакна тĕплĕн тĕрĕслесе тăмалла, мĕншĕн тесен республикăн хăйĕн тулашри çыхăнăвĕсене анлăлатмалла.

 

2012 çулхи тĕллев çавăн пекех федераци шайĕнче йĕркеленĕ технологи платформисен йышне кĕрессине анлăлатасси пулса тăрать, – паянхи кун эпир 6 платформăна хутшăнатпăр, пирĕн тата çавнашкал 3 платформăна кĕмелле. Халь пурнăçланакан проектсене шута илсен, Чăваш Еншĕн биотехнологи, çĕнĕ композит материалĕсем тата машиностроени енĕпе пурнăçа кĕрекен технологи платформисем илĕртÿллĕрех шутланаççĕ.

 

Паян Чăваш Ен организацийĕсем тĕнчери 70 ытла çĕр-шывпа çыхăнса ĕçлеççĕ. Тĕнче кризисĕ пирĕнтен те пăрăнса иртмерĕ, анчах та кăçал эпир 2008 çулхи тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕн калăпăшне çитсе пыратпăр. Çапах та, ют çĕр-шыври тата НППП çĕр-шывĕсенчи тулашри рынока тухас енĕпе тăвакан хамăрăн ĕç-хĕле хакланă май, пирĕн тавар туса кăларакансен амбицĕллĕ тĕллевĕсем пулманнине куратăп. Пăшăрханса палăртма тивет: эпир халĕччен тунă ĕçсен вăй-халĕпе усă куратпăр, хамăр вара ниепле те малалла аталанмастпăр.

 

Экспорт валли ĕçлекен предприятисене федераци правительстви тĕрлĕ йĕркепе пулăшу памалли майсем сĕнет. Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнес валли тулашри рынока тухмалли майсем туса панă, Экспорт пулăшăвĕ паракан центр йĕркеленĕ, финанс енĕпе пулăшассине те тивĕçтернĕ. Урăхла каласан, патшалăх тавар кăларакансене хастарлăн пулăшма тăрăшать, анчах нумай харпăрлăхçă хăйне сÿрĕк тыткалать, мĕн пуррипе çырлахать. Çакна эпĕ пачах та ăнланма пултараймастăп!

 

«Раççей – Беларуç – Казахстан» таможня союзне çирĕплетнĕ хыççăн бизнесшăн çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Çĕнĕ çулхи кăрлачĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа таможня чăрмавĕсене пăрахăçлаççĕ тата экономикăн пĕр пĕтĕм анлăхĕ йĕркеленет. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни экономикăна пысăк улшăнусем кĕртет. Лару-тăрăва çăмăллатма пĕр май çеç куратăп: предприятисен ертÿçисен хăйсен производствин хăватне, рынокри хăйсен таварĕсене комплекслă майпа хак памалла тата ĕçсен программине тумалла.

 

Тата та кирли çакă: модернизаци, инноваци енĕпе татах та, татах та ĕçлемелле, сайра, пĕртен пĕр шутланакан тата хăй хаклăхĕ йÿнĕ таварсем туса кăларса вĕсем лайăх сутăнассине тивĕçтермелле. Енчен те çакна тумасан пирĕн тавар туса кăларакансен тĕнчери кризиссенчен яланах шикленме кăна мар, шалти рынокри конкурентсене те пăхăнса тăма тивĕ. Эпĕ калани чăваш экспортçисене кăна мар, бизнесра ĕçлекен мĕн пур çынна пырса тивет. Мĕншĕн тесен бизнесра пĕлсе тата яваплăха туйса ĕçлекенсен ĕçĕ шăпах кризис тапхăрĕнче ăнăçать.

 

Граждансен 40 процентĕнчен ытларах пайĕ ялта пурăннăран агропромышленноç комплексне аталантармалли ăнăçлă йĕркелÿ тата финанс майĕсем туса хурасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Приоритетлă наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа Чăваш Ен агропромышленноç комплексне хывнă инвестицисен калăпăшĕ, бюджет укçи-тенкине шута илмесĕр, 26 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă. Çакна каламалла: пирĕн эффективлăх кăтартăвĕсем – çĕр-шывра чи пысăккисенчен пĕри: 100 гектар пуçне выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк туса илесси Раççейрипе танлаштарсан икĕ хута яхăн пысăкрах, сĕт суса илессипе – виçĕ хута яхăн. Федерацин Атăлçи округĕнче юлашки пилĕк çулта /2010 çула шутламасăр/ ял хуçалăх производстви тăватă регионта кăна ÿснĕ. Çавăнпа та регионти хăш-пĕр политика партийĕсен ертÿçисем пире ял хуçлăх производствине мĕнлерех тытса пымаллине вĕрентме хăтланни кулăшла туйăнать.

 

Çакна палăртмалла: ку çул республикăшăн нихçанхинчен те тухăçлă пулчĕ. Ял хуçалăх производствин 9 уйăхри индексĕ 134,8 процентпа танлашнă /Раççей Федерацийĕнче – 115,9 процент/. Пĕтĕмĕшле продуктăн хаксемпе палăртакан çавнашкал пысăк калăпăшне /хальхи хаксемпе/ Чăваш Ен нихăçан та туса илмен. Çавăнпа та эпĕ çĕр ĕçченĕсене ырми-канми ĕçĕсемшĕн тав тăватăп.

 

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе тÿрремĕнех витĕм кÿнĕ 2010 çулхи типĕ çанталăк сиенĕсене пĕтерме Раççей Правительстви те халĕччен пулман пулăшу кÿчĕ. Тăкаксене бюджет шучĕпе вăтамран 45 процент виçепе саплаштарни – СССР историйĕнче те, хальхи Раççей кун-çулĕнче те пулман. Асăннă пулăшусăр ял хуçалăхĕнчи чылай хуçалăх тытакан субъект çука юлнă пулĕччĕ, çакă вара çынсем ĕç вырăнĕсене йышлăн çухатасси патне илсе пыма пултаратчĕ, ял хуçалăх производствине чĕртсе тăратма чылай вăхăт кирлĕ пулатчĕ.

 

Юлашки çулсенче Чăваш Енре 100 ытла инноваци объектне – тĕнчери тĕслĕхсемпе тÿр килекен хальхи вăхăтри çĕнĕ производствăсене хута янă. Апла пулин те - ял хуçалăхĕ тирпейлекен ĕçрен пысăкрах хăвăртлăхпа аталанать. Çакна шута илсе эпир çĕнĕ заводсем тăвакан инвесторсен процент ставкисене субсидилес енĕпе хамăр çине обязательствăсем илтĕмĕр. Пирвайхи проектсем хута каяс шайра ĕнтĕ, çавна май эпĕ вĕсен тĕслĕхне кура çак ĕçе хăватлă ытти инвесторсем те хутшăнасса шанатăп.

 

Ял хуçалăх производствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - унăн тупăшлăхне ÿстересси. Çакна пурнăçлас тесен чи малтанах экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцине туса кăларассине йĕркелеме кирли çинчен пĕрре мар каланă ĕнтĕ. Рынокăн çĕнĕ пайне йĕркелессине «Чăваш биопродукчĕ» логотип тунинчен, «Органика» лавккисен тытăмне хута янинчен, çавнашкал апат-çимĕçĕн стандартне ĕçе кĕртнинчен тата вĕсене ирĕклĕ майпа сертификацилессинчен пуçланă. Асăннă таварсене туянасси ÿсни халех палăрать. Чăваш тавар туса кăлараканĕсен продукцийĕ пĕтĕм тĕнчери экологи экспертизи урлă ăнăçлăн иртет.

 

Тăватă çул хушшинче эпир усă курман 100 пин гектар ытла ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртрĕмĕр. Анчах та пирĕн тата çавăн пек 30 пин гектар пур. Пĕлтĕрхи типĕ çанталăк çав çĕрсене çаврăнăша кĕртме май памарĕ. Министрсен Кабинетне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле çитес çул çак ĕçе пĕтĕмпех вĕçлеме хушатăп.

 

Ялти çĕр лаптăкĕсене инвестици проекчĕсене пурнăçлама уйăрса парас ĕçе ансатлатасси пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр пулса тăмалла. Ку ĕçе пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ. Унпа пĕрлех муницилитет тата уйрăм çын харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе спекуляци тăвассипе çыхăннă тĕслĕхсене пĕтермелле. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне граждансем хăйсем тытса тăракан çĕрсене сутас кăмăллă пулнине палăртса чĕнсе каланисене тĕплĕнрех, вырăна тухса тата çав çĕр лаптăкĕсене хак парса пăхса тухма хушатăп. Кирлĕ пулсан инвесторшăн илĕртÿллĕ шутланакан çĕр лаптăкĕсене туянма тата вĕсене Чăваш Республикин харпăрлăхне кĕртме Чăваш Республикин майлăрах туяну правипе усă курмалла.

 

Бизнеса аталантарасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси тата ĕç укçине ÿстересси яланах регионăн инвестици илĕртÿлĕхĕпе çыхăннă. Пирĕн çакăн валли пĕтĕм норматив-право никĕсне туса хунă, инвестицисене пулăшмалли, административлă чăрмавсене чакармалли программăсем йышăннă, кашни муниципалитет пĕрлĕхĕнчех инвестици проекчĕсене пурнăçлас енĕпе пайăр тĕллевсем палăртнă. Эпир инвестици хăвăртлăхĕсем енĕпе Раççейре малтисенчен пĕри шутланатпăр: 2010 çулта – 122 процент, çав вăхăтрах ку кăтарту Раççейре 106 процент. Эпĕ çак хăвăртлăхсем сыхланса юласса шанатăп.

 

Инвестицисем килсе кĕрессине ÿстермелли ресурса эпĕ индустри паркĕсем, кластер майĕпе хăвăрт аталанакан территорисем тата ыт. те туса хурса территорисене аталантармалли çĕнĕ майсенче куратăп. Кашни муниципалитет пĕрлĕхĕн вăйлăрах енĕсене тупса палăртассине тĕпе хурса республика территорийĕнче экономикăн кал-кал усĕмĕн тăрăхĕсене йĕркелесси инвестици политикине тĕллевлĕн тытса пынипе тата мультипликативлă эффект тăвакан, стратеги характерлă экономика ÿсĕмĕн вырăнĕсене» йĕркелекен экономика сферисене инвестици капиталне хастарлăн явăçтарассипе тачă çыхăннă.

 

Чăваш Ен монохуласем енĕпе пурнăçланакан Раççей проектне ăнăçлăн хутшăнать. Укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илмелли перечене лекме хулан тĕплĕн туса хатĕрленĕ инвестицин комплекслă планĕ пулмалла. Çак ĕç пĕртте ансат мар, çапах та эпир ăна пурнăçларăмăр. Пуçарăва Çĕнĕ Шупашкар турĕ, ăна бюджет укçи-тенки шучĕпе 1 миллиард та 482 миллион тенкĕ ытла патшалăх пулăшăвĕ панă, çав шутра 2011 çулта – 1 миллиард та 81 миллион тенкĕ ытла. Кăçал Улатăр хулин инвестицин комплекслă планĕпе палăртнă ĕçсене пурнăçлама бюджет укçи-тенкине 332,3 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Халĕ вара федераци бюджетĕнчен чăн пулăшу илме хаклавăн мĕн пур виçи витĕр тухас тесен Канашра, Çĕмĕрлере, Етĕрнере тата Сĕнтĕрвăрринче пурин те çине тăрса ĕçлемелле. Хăйсен бизнес планĕсене Раççей Правительствинче тата Тулашэкономбанкра çирĕплетес тесен муниципалитетсен хăйсен территорийĕнчи инвесторсемпе тата халăхпа, хăйсен модернизаци программисене пурнăçлама палăртакан предприятисемпе пысăк ĕç туса ирттермелле. Чăваш Енри 6 монохулан инвестици проекчĕсене пурнăçлани 23 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме, ĕç укçине 35 пин таран ÿстерме май парать. Раççей Федерацийĕн Правительстви монохуласен проекчĕсем валли çулсерен 5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртать.

 

Эпĕ 2012 çулта экономикăна модернизацилес тата диверсификацилес тĕллевпе кашни муниципалитетах хăйĕн инвестицин комплекслă программине туса хатĕрлемелле тата вĕсене туса хатĕрлеме администраци пуçлăхĕсене Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн мĕн пур органĕсем пулăшмалла тесе шухăшлатăп.

 

Çак ĕç шайĕнче патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхне пурнăçа кĕртессине хастарлăн аталантармалла. Ку вăл бизнеспа влаç пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли чи тухăçлă тĕслĕхсенчен пĕри шутланать. Унпа тĕнчери чылай çĕр-шывра ăнçлăн усă кураççĕ. Республикăра, тĕпрен илсен, çакăн валли кирлĕ пек нормативлă право никĕсне туса хатĕрленĕ, политика çирĕплĕхĕ кăна çитсех каймасть. Инвестици проекчĕсемшĕн палăртнă хутшăнусен çавнашкал йĕркипе пысăк проектсенче те, пĕчĕк тата вăтам бизнесра та усă курмалла.

 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне çавăн пекех обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан, социаллă пурнăçа пырса тивекен саккун порекчĕсене тата норматив-право акчĕсене йышăннă чухне вĕсене малтанласа общественноçпа анлăн сÿтсе явассине, проектсен тĕп йĕркисене ăнлантарса парассине тивĕçтерме ыйтатăп.

 

Халĕ пурне те пырса тивекен тема – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пирки. Çакна палăртатăп: Чăваш Ен хăйне Раççейри Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттерме виçĕ çуллăха уйăрса панă лимита хăвăрт алла илчĕ тата пире хушма укçа-тенкĕ те пачĕç. Ку вара 2,5 миллиард тенкĕ, унпа усă курса нумай хваттерлĕ 1 пин ытла çурта юсанă. Анчах та çакă нумай хваттерлĕ çуртсен 25 проценчĕ кăна. Ку - пĕрремĕш утăм. Çавăнпа та 2012 çулта республика çавăн пек хăйĕн Фондне йĕркелет, вăл асăннă юсава малалла тума май парĕ, çав ĕçе вара муниципалитетсен те, граждансен хăйсен те хастарлăн хутшăнмалла. Тĕпрен юсамалли ĕçсен юлнă пĕтĕм калăпăшне хăçан вĕçлесси те çавна май, вĕсен хастарлăхĕнчен килет.

 

Раççей Правительстви кăçал коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем ÿсессине 15 процент шайпа чикĕлерĕ. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Халăха хÿтĕлес тĕллевпе çитес çул тарифсене улăштарассине çулталăкăн иккĕмĕш çуррине куçарнă, çакă çул пуçламăшĕнче инфляци ÿсессине сирме тата тарифсем ÿсес хăвăртлăха чакарма май парать. Граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен хаксем ÿсесси, 2011 çулхи шайпа пăхсан, 10,4 процентпа танлашать. Çапла вара 2012 çулта хаксем ÿсессин хăвăртлăхĕ, 2010 çулхипе танлаштарсан, 2,5 хут пĕчĕкрех пулать. Унсăр пуçне, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме субсидисем илсе тăракан чи сахал тупăшлă граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерме палăртнă. Шупашкарта пурăнакан кашни тăваттăмĕш çын уйăрса панă çăмăллăхсемпе усă курать.

 

Граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен хаксен виçисене чакарма энерги ресурсĕсене перекетлес енĕпе ытларах ĕçлемелле. Пĕтĕм çуртри кăтартусене тата харпăр хăйĕн кăтартăвĕсене шута илмелли хатĕрсене вырнаçтарни çемье енчĕкне шанчăклăн сыхлама пулăшать. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн ку енĕпе статистика çапларах: пĕтĕм çуртри кăтартăва шута илекен хатĕрсемпе нумай хваттерлĕ çуртсен вăтамран 70 процентне, харпăр хăйĕн кăтартăвĕсене шута илмелли хатĕрсемпе – хваттерсен 50 процентне тивĕçтернĕ. Кунта пуриншĕн те шухăшламалли пур. Техника тĕлĕшĕнчен пуянлатасси тата ресурссене перекетлемелли технологисене ĕçе кĕртесси пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăнта тăмалла.

 

Çапах та пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн граждансене пăлхантаракан тĕп проблеми урăх çĕрте палăрать: ку паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тата ертсе пыракан компанисем хăш-пĕр чухне укçа-тенке илсе кайни. Ертсе пыракан компанисен устав капиталне пысăклатмалли çинчен эпир пĕлтĕрех каланăччĕ тата ку ыйту çине тĕплĕн те çирĕппĕн пăхатпăр. Тÿрĕ мар кăмăллă пилĕк ертÿçĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Уголовлă ĕçсем – пĕртен пĕр тĕллев мар, анчах та эпир шар курнă граждансене хÿтĕлеме тивĕç. Раççей Президенчĕ федераци органĕсене, регионти влаçа тата муниципалитетсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче çирĕп йĕрке тума тивĕçлĕ хушусем пачĕ.

 

Сăмах май, шăпах çак сфера суйлав умĕнхи тавлашусенче чи паллă тата спекулянтла тема шутланать. Çавна май çакна пăлăртса хăвармасăр пултараймастăп: маншăн тата Чăваш Енри чылай çыншăн политика партийĕсен регионти хăш-пĕр ертÿçисем «Новэк» ертсе пыракан компани тата «САВВА» компанисен ушкăнĕн ĕçĕ-хĕлĕнчен шар курнă Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансене мар, çав компанисен ертÿçисене хÿтĕлес тĕлĕшпе йышăннă позици ытла та тĕлĕнмелле пек туйăнать. Ку вĕсен совеçĕ çинче юлать тесе шухăшлатăп. Çапах та ун пек ĕçсене Чăваш Ен халăхĕн хак памаллла.

 

Ертсе пыракан компанисен ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхĕпе çыхăннă ыйтусем паян малти вырăна тухаççĕ, çавăнпа та эпĕ юпа уйăхĕнче указ кăлартăм, вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсенче Чăваш Енре пурăнакан çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлемелли хушма майсене йĕркелеме пулăшать. Шăпах çав тĕллеве – ертсе пыракан компанисен ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхне тивĕçтерессине – Интернетри Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Порталĕ /www.jkh.cap.ru/ пурнăçламалла. Паян вăл тест йĕркипе ĕçлет, анчах çывăх вăхăтрах республикăри халăх хушшинче ăнлантару тата право ĕçне хастарлăн туса пыма тытăнĕ. Мĕн пур ертсе пыракан компанин унта хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан информацие, бухгалтерин отчет докуменчĕсене, çирĕплетнĕ тарифсене, тума палăртнă тата тунă юсав ĕçĕсем çинчен пĕлтернисене вырнаçтармалла. Çак информаципе 5 çул хушши паллашма май пулать тата вăл кашни гражданина ертсе пыракан компани пурнăçлакан ĕçсене тĕрĕслесе тăма май парать.

 

Пулăшу ĕçĕсем панă чухнехи уçăмлăх, çавăн пекех инçетлĕх тата никама пăхăнманлăх, çакна халь информаци технологийĕсем тивĕçтереççĕ, патшалăха чылай енĕпе коррупципе кĕрешме, патшалăх хатĕрлевĕн сферине тата патшалăхпа муниципалитет паракан пулăшу ĕçĕсене те кĕртсе, май параççĕ.

 

Ыйтăвĕ ку самаях йывăрскер, вăл тĕнчери кашни çĕр-шыврах вун-вун çул хушши татăлайми ыйту пулса юлать, унпа кĕрешес тĕллевпе çĕр-шывра федерацин тивĕçлĕ саккунне тата Коррупципе кĕрешмелли наци стратегине йышăннă. Пурнăç асăннă сферăра пурте лайăхах маррине çирĕплетет. Кун пек лару-тăру пире çырлахтарма пултараймасть. Çавăнпа та коррупципе кĕрешесси пирĕншĕн - принциплă тата тĕп тĕллев. Çавна май пĕтĕм шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекен тÿресен саккунсене пĕр пăркаланмасăр пăхăнамаллине палăртса хăваратăп. Унпа пĕрлех патшалăх управленийĕн мĕн пур сферин уççăнлăхне тивĕçтермелле тата коррупципе кĕрешес ĕçе общественноçа анлăн явăçтармалла.

 

Пĕрлехи ĕçĕн çакăн пек тĕслĕхĕ кăтартуллă. Право йĕркине сыхлакан органсем «Акатуй» тата «СПАР» лавккасенче суя эрехĕн виçĕ тĕсне /«Старорусская», «Пшеничная», «Выбор. Хлебная»/ сутни çинчен заявлени илнĕ. Малтанлăха ирттернĕ тĕрĕслев тата суту-илÿ ĕçне тишкерни çакна уçăмлатнă: 90 организаци суя таварпа кăна мар, республика халăхĕн пурнăçĕшĕн хăрушă шутланакан эрехе сутма именмен! Çав хушăрах йышăну хакĕпе сутнă хак хушшинчи уйрăмлăх кам кĕсйине кĕни паллă мар.

 

Ку тĕслĕхпе тивĕçлĕ органсем пĕтĕмлетÿсем тăвĕç тата кирлĕ мерăсем йышăнĕç. Эпĕ вара пурне те ĕçкĕпе наркăмăшланса вилекенсен йышĕ çинчен аса илтересшĕн. Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх япăх пахалăхлă «симĕç çĕлене» пула çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса 220 çын вилнĕ. Суя алкоголь таварĕпе сутă тунинчен республика бюджечĕ те хур курать. Асăннă сферăра çирĕп йĕрке туса хумасăр лăпланмастпăр. Республика Правительствинчи, Роспотребнадзорти должноçри çынсене, муниципалитетсен ертÿçисене чĕнсе калатăп: эпир хамăр территорире пулса иртекен пĕтĕм ĕçшĕн яваплă тата пирĕнех контроль ĕçне йĕркелемелле тата халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле

 

Сăмахăма вĕçленĕ май çак залра ларакансене те, организацисен мĕн пур ертÿçине тата Чăваш Енре пурăнакансене те пирĕн çавăн пекех республика экономикипе унăн социаллă сфери хальхи вăхăт витĕмĕпе килĕшÿллĕн аталанса пынине ăнланмаллине шута илме ыйтатăп. Президент тата Правительство, тишкерÿçĕсем палăртакан экономика кризисĕн иккĕмĕш тапхăрĕн хăрушлăхĕ çĕр-шыва темлех сиен ан кÿтĕр тесе мĕн кирлине тăваççĕ. Унран та ытларах - Раççей малалла лайăх аталантăр, унта пурăнакансем вара хăйсене шанчăклăн туйччăр тесе çине тăрса тăрăшаççĕ.

 

Çĕр-шыв ертÿçисем çак кунсенче кăна бюджетсен хушшинчи хутшăнусене лайăхлатассипе çыхăннă темăна сÿтсе яврĕç тата регионсемпе муниципалитетсене тупăш полномочийĕсене çĕнĕрен пайлас тĕлĕшпе хавхалантармалли сĕнÿсем тăратма хушусем пачĕç.

 

Эпир тăвакан мĕн пур ĕç тĕллевĕ çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси пулса тăрать. Çавăнпа та енчен те эпир çак тĕлĕшпе кашни сехетрех, кашни кунах малалла талпăнса тата кашни çын пурнăçне лайăхлатсах пымалла тухăçлăн ĕçлесен çитĕнÿ пулатех.

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен хальхи йышне пĕрле тунă тухăçлă ĕçшĕн, иртнĕ пилĕк çул хушшинче пĕрлехи вăйпа туса хатĕрленĕ, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин ĕç-хĕлне çирĕпрех те лайăхрах тума пулăшнă саккунсен пĕлтерĕшлĕ йышĕшĕн Правительство ячĕпе тав тăватăп. Тепĕр хут палăртатăп: эпир пурнăçăлама пултарайманнине шантарман, пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитернĕ! Эпĕ çавăн пекех парламентри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцине парти иртнĕ суйлавра хăй çине илнĕ обязательствăсене хастарлăн пурнăçлама пулăшнăшăн тав тăватăп.

 

Обществăна, республикăра пурăнакансене çакна тепĕр хут шута илме ыйтатăп: вĕсем тепĕр икĕ эрнерен хăйсен политикăри чăн кăмăл-туйăмне палăртса саккунсем кăларакан икĕ органа – Раççей парламентне тата Чăваш Ен парламентне йĕркелеççĕ. Яланхи пекех, саккун кăларакан органа суйланакан тивĕçлĕ кандидатсемпе пĕрле унта пит тÿрĕ кăмăллах тата пит таса чĕреллех мар, ытларах чухне хăйсемшĕн тăрăшакан, хăйсен сăмахĕнче час-часах аса илекен граждансен интересĕсемшĕн тăрăшсах кайман кандидатсем те лекме хăтланаççĕ. Çавăнпа та питех те пĕлтерĕшлĕ патшалăх органĕсен йышĕ мĕнлерех пуласси суйлавçăсем хăйсен бюллетеньне суйлав урнине яриччен тунă йышăнуран килет.

 

Çакна та палăртас тетĕп: суйлава каймасан та юрать, мĕншĕн тесен кирлĕ йышăнусене вĕсемшĕн ыттисем тăваççĕ текен шухăш пачах та тĕрĕс мар. Вăйра тăракан суйлав саккунĕсемпе килĕшÿллĕн граждансен суйласа илмелли ирĕкĕ хуть хăçан та пур тата вăл самаях анлă. Çавăнпа та пурне те граждан яваплăхне палăртма тата раштавăн 4-мĕшĕнче суйлав участокĕсене пырса сасăлама ыйтатăп.

 

Пире вăйлă Раççей кирлĕ. Пирĕн вăй – халăх пĕрлĕхĕнче. Çаплах Раççей пĕрлĕхĕнче – пуласлăх, тăван Чăваш Енпе унта пурăнакансен малашлăхĕ!

 

Итленĕшĕн пысăк тав!

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика