Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

 

Сире Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Раççей – сивĕ климатлă çĕр-шыв. Çавна май кунта хресчен ĕçĕ кирек хăçан та çăмăл пулман, çапах çав вăхăтрах ку ĕç чи хисепли шутланнă, вĕт вăл патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çине кăна мар, общество, кашни çемье тата кашни уйрăм çын хăйне мĕнлерех туясси çине те тÿрремĕнех витĕм кÿрет.

Чăваш Ен экономикинче агропромышленноç комплексĕ паллă вырăн йышăнать, çавна пулах «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлас енĕпе пирĕн республика чи лайăх регионсенчен пĕри шутланать. Патшалăхăн витĕмлĕ пулăшăвне пула Чăваш Республикин аграри секторĕ, ĕç кăтартăвĕсене çулсерен лайăхлатса пырса, кал-кал аталанать. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре тыр-пул туса илесси 53,3 процент чухлĕ ÿснĕ, çĕр улми енĕпе ÿсĕм – 22,3 процент, пахча çимĕç енĕпе – 1,9 хут. Республикăри мĕн пур ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене ĕçченлĕхпе тăрăшулăхшăн тата çак социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн чунтан тав тăватăп.

Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 100 гектар çĕр пуçне 52,8 тонна сĕт туса илсе Атăлçи федераци округĕнче 1-мĕш, аш-какай туса илес енĕпе вара – ку кăтарту 11,3 тонна – иккĕмĕш вырăна тухнă. 2012 çулта та кал-кал аталану лайăх шайра сыхланса юлать. Кăçалхи 8 уйăх хушшинче аш-какай, сĕт тата çăмарта туса илесси тивĕçлĕн 11,7, 1,1 тата 6, 6 процент чухлĕ ÿснĕ.

2012 çулта республикăн аграри секторне 5,4 миллиард тенкĕ ытла кредит ресурсĕсене явăçтарнă (2011 çул тĕлне ÿсĕм – 25:), çав шутра пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем (килти хушма хуçалăхсем, хресчен фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем) 3,3 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 42 процент чухлĕ ытларах. Кăçал килти хуçалăхсем усă куракан ресурссен хуçалăхри пĕр çын пуçне тивекен шайĕ 14850 тенкĕпе танлашать, 2006 çулхипе танлаштарсан ку хисеп виçĕ хута яхăн ÿснĕ. Явăçтарнă инвестицисем çĕр ĕçченĕсене çĕнĕ техника туянма, туса илекен продукци калăпăшне ÿстерме май параççĕ. Ял хуçалăх производствин культури ÿссе пыни те савăнтарать.

2013-2015 çулсенчи вăтам вăхăтлăхри малашлăх валли йышăннă бюджет проектĕнче аграри отрасльне патшалăх пулăшу памалли мĕн пур тĕп майсене палăртса хăварнă. Унсăр пуçне, пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ памалли çĕнĕ майсем палăртса хунă. Ĕçе пуçăнакан 50 ытла фермера 1,1 миллион тенкĕлĕх грантсем уйăрса панă.

Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни пирĕн çĕр ĕçченĕсемшĕн хальхи малта пыракан технологисене ĕçе кĕртме тата туса кăларнă продукцие вырнаçтарма, ял ĕçченĕсем валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ĕç тухçăлăхне ÿстерме тата çавна май ял ĕçченĕсен ĕç укçине пысăклатма анлă майсем туса парать.

Пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса, тавар туянакансене хакĕ енчен тивĕçтерекен апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларасси конкуренци тупăшăвĕнче çĕнтерме пулăшакан тĕп майсенчен пĕри пулса тăмалла. Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçласси пирки иккĕленместĕп. Вĕсене пурнăçлама шалти хăватлă резервсем, республикăра пурăнакан кашни çыннăн ырлăхĕшĕн усă курма кирлĕ пысăк вăй-хăват пур.

Аграри секторĕн мĕн пур ĕçченне çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, тулăх пурнăç тата çемьере ăнăçу сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин  Пуçлăхĕ                                                     М.Игнатьев

 

 

 

 

Уважаемые труженики и ветераны

агропромышленного комплекса Чувашской Республики!

 

От всей души поздравляю вас с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности!

Россия – страна с суровым климатом. Труд крестьянина в ней всегда был нелегким, но одновременно самым почетным, ведь от него напрямую зависят не только продовольственная безопасность государства, но и самочувствие общества, каждой семьи и каждого конкретного человека.

В экономике Чувашии агропромышленный комплекс занимает особое место, поэтому наша республика является одним из лучших регионов по реализации приоритетного национального проекта «Развитие АПК». Благодаря эффективной государственной поддержке аграрный сектор Чувашской Республики динамично развивается, с каждым годом улучшая показатели. Так, за последние пять лет производство зерна в Чувашии увеличилось на 53,3 процента, картофеля – на 22,3 процента, овощей – в 1,9 раза. Хочу выразить искреннюю благодарность всем сельхозтоваропроизводителям республики за их трудолюбие и ответственный подход к такой социально значимой теме.

По итогам прошлого года Чувашия заняла 1-е место в Приволжском федеральном округе по производству  молока на 100 га сельхозугодий – 52,8 тонны и 2-е место по производству мяса – 11,3 тонны. Положительная динамика сохранилась и в 2012 году. За 8 месяцев текущего года производство мяса, молока и яиц возросло на 11,7 процент, 1,1 процента и 6,6 процента соответственно.

В 2012 году в аграрный сектор республики было привлечено более 5,4 млрд рублей кредитных ресурсов (рост к 2011 году – 25%), в том числе малыми формами хозяйствования (ЛПХ, крестьянскими фермерскими хозяйствами, сельскохозяйственными потребительскими кооперативами) привлечено льготных кредитов на сумму 3,3 млрд рублей, что на 42% больше, чем годом ранее. Располагаемые ресурсы домашних хозяйств в текущем году оцениваются на уровне 14850 рублей на одного члена хозяйства, и по сравнению с 2006 годом этот показатель вырос почти в три раза. Привлеченные инвестиции позволяют крестьянам приобретать новую технику, увеличивать объемы продукции. Радует, что с каждым годом повышается культура сельскохозяйственного производства. 

В проекте бюджета на среднесрочную перспективу 2013-2015 гг. предусмотрены все основные направления государственной поддержки агарной отрасли. Кроме того, предусмотрен ряд новых направлений государственной поддержки малых форм хозяйствования. Более 50 начинающих фермеров получили гранты в размере 1,1 млн рублей.

Вступление России во Всемирную торговую организацию предоставляет нашим аграриям широкие возможности для внедрения современных передовых технологий и реализации произведенной продукции, создания для тружеников села высокотехнологичных рабочих мест, повышения производительности труда и. соответственно, заработной платы тружеников села.

Одним из главных условий победы в конкурентной борьбе должно стать производство высококачественных, экологически чистых продуктов питания по доступным для потребителя ценам. Уверен, что сельхозтоваропроизводители Чувашии справятся с задачами, стоящими перед ними.  Для их выполнения есть мощные внутренние резервы, высокий потенциал, который необходимо использовать на благо каждого жителя нашей родной республики.

Желаю всем работникам аграрного сектора  доброго здоровья, успехов в труде, достатка, счастья и семейного благополучия!

  

 

Глава Чувашской Республики                                               М.Игнатьев

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика