Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Развитие физкультуры и спорта в Шемуршинском районе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

РАЙОН историйĕпе çыхăннă черетлĕ материалăн ятне ахальтен çапла ят памарăм _ хальхинче физкультурăпа спорт çул-йĕрĕ, аталанăвĕ пирки сăмах пуçарар. Физкультурăпа спорт _ сывлăх çăл куçĕ. Октябрь Революцийĕ хыççăн Ленинградра физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелесе ярас ыйтупа ятарлă институт уçăлнă. Çамрăк ăрăва сывлăхлă ỹссе çитĕнтерме пулăшас тĕллевпе çĕршывра 1920-1921 çулсенчи вĕренỹ çулĕнче кашни шкултах физкультура урокĕсем ирттерме йышăннă. Çак çулсенче Улатăр хулинче "Стрела" ятлă спорт обществи те ĕçленĕ.

 

Хамăр республикăра районсем йĕркеленсен вырăнти ĕçтăвкомсенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелесе пыма обществăлла инспекторсене çирĕплетнĕ. 1928 çулхи январь уйăхĕнче районти çар комиссариачĕ çумĕнче ОСОАВиахим йĕркеленнĕ. Çак организацин пĕлтерĕшĕ вăл вăхăтра питĕ пысăк пулнă. Çак тытăмра пĕр хушă В.Я.Лукьяновпа И.Е.Платонов ĕçленĕ (Кивĕ Шăмăршă). Пыра-киле, ял Совечĕсем тăрăшнипе, вырăнти физкультурăпа спорт кружокĕсем йĕркеленнĕ, хăйсен ĕçне вуншар та вуншар çынна явăçтарнă, ялсенче спортăн тĕрлĕ енĕсене аталанма пуçланă. Кирек мĕнле ĕçе йĕркелесе пыма та специалистсем кирлĕ. Ку шута физкультурăпа спорт та кĕреççĕ. Çакна шута илсе Шупашкарта 1930 çулта 45 кунлăх вĕрентỹ курсĕ уçăлнă, 1931 çулта "Положение о колхозном кружке физкультуры" документ вăя кĕнĕ. Çак çултан ялсенче физкультурăпа спорта аталантарассишĕн колхозсен председателĕсем яваплă шутланнă. Колхозсенче ăмăртусем иртнĕ, вĕсене çынсене анлăрах явăçтарма тăрăшнă. 1933 çулта КПСС обкомĕ çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен районсенче Акатуй ирттересси пирки йышăну кăларнă. Юрă-ташăсăр пуçне уявра спорт ăмăртăвĕсем те тĕп вырăнта пулнă. Ахăртнех, пирĕн районта та Акатуя çак тапхăртан ирттерме пуçланă пулмалла. 1936 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче ЧАССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çумĕнче спорт комитечĕ йĕркеленнĕ. Пирĕн районта та çакăнтан вара пĕр спорт инструкторĕ ĕçлеме пуçланă.

 

Районти спорт юхăмĕнчи паллă пулăм _ 1936 çулхи февраль уйăхĕнче республикăри 400 делегат хушшинче шăмăршăсем те Чулхулари колхозниксен съездне хутшăнни. Вĕсем унта йĕлтĕрпе кайнă. Ку чупăва пирĕн районтан В.М.Ильбеков (Триер), И.В.Рубцов (Вырăс Чукал), Н.Я.Яковлев (Виçпỹрт Шăмăршă), В.А.Алексеев (Пуянкасси), Н.П.Урдюков (Анат Чаткас), В.Я.Долгов (Палтиел), А.Г.Иванов (Канаш поселокĕ) хутшăннă. Вĕсем маттур колхозниксем çеç мар, пултаруллă йĕлтĕрçĕсем те пулнă _ унсăрăн çакнашкал инçе çула тухман та пулнă пулĕччĕç. Çакăн хыççăн районта йĕлтĕр спортне тата ытларах хисеплеме пуçланă. Хальхи пек пластик йĕлтĕрсем пулман ун чух _ килте йывăçран саваласа тунипех çырлахма тивнĕ. Анчах та çакă спортпа туслашас текенсен кăмăл-туйăмне пачах та сĕвĕртмен.

 

Тата тепĕр пулăм çинче чарăнса тăрас килет. 1937 çулхи февралĕн 12 тата 19-мĕшĕсенче районта пуçласа шахматпа шашка турнирĕсем иртнĕ. Шахматистсен хушшинче чемпион ятне А.В.Швецов çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене М.Д.Крыловпа А.Гудимов, Д.Бабайкин, Ф.Терентьев пайланă. Шашкăлла вылянисен ăмăртăвĕ те питĕ çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Ку турнирта камсем çĕнтернине халлĕхе палăртма май килмерĕ-ха.

 

Спортпа туслă çамрăксем хăйсен малашнехи пурнăçне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе халаллама тăрăшнă. Акă, сăмахран, 1916 çулта Васан ялĕнче çуралнă Никита Евсеевич Смаев 1937 çулта Ленинградри физкультурăпа спорт институтне вĕренме кĕнĕ. Вăл ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлỹ илнĕ районти пĕрремĕш çын. Аслă Отечествăлла вăрçă та хутшăннă Н.Смаев, разведчик пулнă. Вăрçă хыççăн ентеш Ленинградра пурăнма юлнă, преподаватель ĕçĕнче вăй хунă. Çак кунсенче республикăн тĕп хулинче çуллахи тата хĕллехи масăллă спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ. Шел пулин те, пирĕн районти спортсменсен вĕсене хутшăнма май килмен. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: инçе çул, транспорт ыйтăвĕ т.ыт.те. Çавах та шăмăршăсем ăмăртусене пачах хутшăнман тени йăнăш пулнă пулĕччĕ: çав тапхăрта Шупашкарта вĕренекен, ĕçлекен çамрăксем пулнах ĕнтĕ. Вĕсем ăмăртусене хутшăнма пултарни пирки пĕр иккĕленỹ те çук. Тен, хăшĕсем çĕнтерỹçĕсен йышне те кĕнĕ пулĕ? Халлĕхе çакă паллă мар-ха.

 

1937 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче ЧАССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ спорта юратакансене тĕрлĕ инвентарьпе тивĕçтересси пирки ятарлă йышăну кăларнă. Районсенче спорт таварĕсем сутакан магазинсем ĕçлеме пуçланă, Улатăр хулинче йĕлтĕрсем хатĕрлеме тытăннă. Ялсенче физкультурниксен йышĕ ỹссех пынă, спорт аталану çулĕ çине тăнă. Ку юхăма çамрăксем уйрăмах активлă хутшăннă, аслăраххисем те çамрăксенчен юлас темен. Шкулсенче те ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Çакна çак çулсенче БГТО значкисчĕсен йышĕ ỹссе пыни те лайăх çирĕплетет. Çак значока тивĕçнĕ çамрăксем уйрăмах пысăк хисепре пулнă. БГТО нормисене тултарма вара пĕрре те çăмăл мар тивнĕ.

 

Колхозсенче спорт инвентарĕ уйăрса пама йышăнсан результатсем те лайăхланма тытăннă, спорта юратакансен активлăхĕ те палăрмаллах ỹснĕ. Аслă Отечествăлла вăрçă хыççăн СССР Министрсен Совечĕ физкультурăпа спорт комитечĕсене пулăшас тĕллевпе ятарлă йышăну кăларнă, ку тĕлĕшпе комсомол тата профсоюз организацийĕсем ытларах ĕçлемеллине, шкулсенче физкультурăпа спорт воспитанийĕ парассине вăйлатассине палăртнă. 1950 çулта вара физкультурăпа спорт обществин союзĕ йĕркеленнĕ. Çак çулсенче района Етĕрнери педагогика училищин физвоспитани уйрăмне пĕтернĕ специалистсем килме пуçланă. 1951 çулта Пĕтĕм Раççейри ялти спортсменсен Спартакиади пулса иртнĕ, ăмăртусенче мала тухассишĕн Грозный хулинче тупăшнă. Пирĕн районти спортсменсем те хутшăннă унта. Сăмахран, 1930 çулта Шăмăршăра çуралнă А.А.Калашников 4х100 дистанцире тупăшнă. Начар мар результат кăтартнă. Вăл пĕр хушă районти спорт обществине те ертсе пынă. Асăннă Спартакиадăна унăн мăшăрĕ те _ Р.А.Калашникова _ хăна пулса хутшăннă.

 

1951 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче ЧАССР Министрсен Совечĕ йышăннипе ирĕклĕ ДОСААФ общество туса хунă. Пирĕн районта ăна ертсе пыма отставкăри майора В.Н.Андреева шаннă. Малалла çак организацие В.К.Захаров, А.В.Бараев, А.И.Обожгеев, В.А.Кудряшов, В.В.Денисов, А.И.Андреев, Г.И.Филиппов, Г.П.Туктаров, Г.В.Байкалов, В.Ф.Стефинов, В.Обожгеев ертсе пынă.

 

Районти спорт аталанăвĕн юхăмĕн тепĕр палли _ 1954 çулта "Шемуршинский" совхозăн столовăйĕ пулнă вырăнта (Ленин урамĕ) районти спорт ăмăртăвĕсене ирттерме стадион уçни. Кунта ытларах çăмăл атлетика енĕпе спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ. Çав вăхăтрах хĕллехи спорт та _ йĕлтĕр _ манăçа юлман. Ку тĕлĕшпе Шăмăршăпа Энтĕръел ялĕсем хушши чи лайăх трасса шутланнă, йĕлтĕрçĕсем йĕлтĕр йĕрне юр хĕвме паман. Шăмăршăра пурăнакан Л.В.Еливанов ĕç ветеранĕ каланă тăрăх, çак çулсенче районта пĕрремĕш ятарлă пĕлỹ илнĕ, Етĕрнери педагогика училищин физвоспитани уйрăмне пĕтернĕ Чернов ĕçленĕ. Пĕр хушă çак ĕçре А.А.Калашников та тăрăшнă. Каярахпа районти физкультурăпа спорт ĕçне Н.И.Никоноров (8.09.58 _ 1.03.61) йĕркелесе пынă. Хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă.

 

Тата тепĕр самант. 1958 çулта Шăмăршăри вăтам шкул вырнаçнă вырăнта ятарлă спорт залĕ ĕçлеме пуçланă. Унта тăтăшах тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, вăл вăхăтшăн спорт инвентарĕ те çителĕклĕ пулнă. 1959 çулта республикăра пĕрремĕш хут Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнче колхоз-миллионерсен массăллă спорт ăмăртăвĕсем пулса иртнĕ. Унта пирĕн районти спортсменсем те хутшăннă, начар мар кăтартусемпе палăрнă. 1960 çултан вара районти спорт аталанăвĕнче те пысăк ỹсĕмсем палăрнă. 1961 çулта ирĕклĕ "Урожай" спорт обществи йĕркеленнĕ. Малтанласа районта çак обществăн вырăнти уйрăмне Р.С.Хамдеева ертсе пынă, вăл урăх района куçса кайнă хыççăн ку ĕçе Н.А.Пименов пуçăннă. Тỹрех каламалла: Николай Алексеевич, хăй те вăйлă спортсмен пулнă май, районта физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре питĕ пысăк ĕç тунă, вăл организатор ăсталăхĕ пысăк пулнипе те палăрнă: вуншар та вуншар çынна спорта явăçтарнă.

 

1968 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнче физкультурăпа спорт комитечĕ туса хунă, райĕçтăвкомсенчен те унăн уйрăмĕсем йĕркеленнĕ. Пирĕн района илес пулсан, çак уйрăм 1969 çулхи октябрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Спорт комитечĕн председателĕ пулма Г.С.Шерникова çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм _ 1968 çулта Шăмăршă районĕ спорт аталанăвĕпе республикăра 4-мĕш вырăна йышăнни. Çакна чăннипех те пысăк çитĕнỹ теме пулать. 1969 çулта Шупашкарта СССР космонавт-летчикне А.Г.Николаева халалланă çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ. Çакна тĕпе хурса Шăмăршă районĕнче те ВЛКСМ райкомĕ, "Урожай" ДСО совечĕ тата ДОСААФ комитечĕ пуçарнипе 29 спорт ăмăртăвне йĕркеленĕ, ялсенче 35 волейбол, 4 баскетбол площадкисем уçăлнă. Районти комсомолецсене (вĕсем ку тапхăрта 2800 çын шутланнă) "Урожай" ДСО ĕçне явăçтарнă.

 

1970 çулта Чăваш АССРне йĕркеленĕренпе 50 çул, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине уявланă, иртнĕ çулхи физкультурăпа спорт аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Каллех пысăк çитĕнỹ: пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Шăмăршă районĕ çĕнтерỹçĕсен иккĕмĕш ушкăнне кĕме пултарнă, района республикăри "Труд" ДСОн куçса çỹрекен ялавĕпе чысланă. "За коммунизм" колхоз вара (председателĕ П.Д.Солдатов) районта физкультурăпа спорт ĕçне аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн "Урожай" ДСО председательне Н.А.Пименова "Урал" маркăллă мотоцикл парнеленĕ. 1972 çулта çĕршывра 10-60 çулсенчи çынсене масăллă спорта явăçтарас тĕллевпе ятарлă йышăну кăларнă, ГТО нормисен 5 сыпăкне çирĕплетнĕ. Пурнăç _ малаллах. 1975 çулта Шăмăршăра çĕнĕ спорт стадионĕ уçăлнă (Космовский урамĕ хыçĕнче). Кунтах районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ те ĕçлеме пуçланă. 1975 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче ДЮСШ директорĕ пулма Н.А.Куприянова çирĕплетнĕ. Унăн ĕç стажĕ 1974 çулта районти физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕнчен пуçланнă. Вăл _ аслă пĕлỹллĕ специалист. Çак тивĕçĕ вăл 1980 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пурнăçланă. Николай Анатольевич _ районти паллă спортсменсенчен пĕри. Вăл пĕр хушă "Урожай" ДСОн районти уйрăмне те ертсе пычĕ, хăвăрт утас енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнчĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Вăл _ тĕрлĕ енлĕ спортсмен: футболист, волейболист, йĕлтĕрçĕ, чупу т. ыт. те. Халĕ, 1981 çултанпа, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта çитĕнекен çамрăк ăрăва физкультурăпа спорта явăçтарас тĕлĕшпе тимлет. Çакна палăртма кăмăллă: унăн вĕренекенĕсем районти тĕрлĕ ăмăртусенче тăтăшах призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Ку çеç те мар: шăмăршăсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнинче унăн тỹпи те калама çук пысăк. Çулсен шучĕ хулпуççи çине тиенсен те Н.Куприянов çаплах спортран уйрăлма шутламасть-ха, хăйĕн тĕслĕхĕпе паянхи çамрăксене хавхалантарать. Унран вĕренмелли вара чăннипех те нумай. Н.Куприянов хыççăн Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕсем пулса Г.Н.Аферкин, И.К.Латыпов, А.И.Сатеев ĕçленĕ, 1995 çулхи август уйăхĕнчен вара ку тивĕçе С.А.Хафизов пурнăçлать.

 

Хальхи вăхăтра ДЮСШра темиçе тĕрлĕ спорт секцийĕ ĕçлет. Юлашки çулсенче, палăртма кăмăллă, районта футбол, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, самбо, дзюдо лайăх аталанаççĕ. Ку тĕлĕшпе курăмлă кăтартусем те чылай. Спорт шкулĕнче халĕ виççĕр ытла ача хăйĕн ăсталăхне туптать, вĕсене А.Н.Чернов, Л.А.Карзанов, А.М.Ичанкин, М.Ю.Яковлев, П.В.Егоров тренерсем спортра пысăк çитĕнỹсем тума хавхалантараççĕ. Иртнĕ кунăн çути çук теççĕ те, ку тĕрĕс мар: ытти пулăмсемпе пĕрлех физкультурăпа спорт та пурнăçра хăйĕн йĕрне хăвараççех.

 

Акă, курăмлă тепĕр тĕслĕх. 1985 çулта ВЛКСМ райкомĕ пуçарнипе 10-12, 13-14 çулхи ачасене икĕ ушкăна пайласа футбол енĕпе "Сăран мечĕк", хоккей енĕпе "Ылтăн шайба" клубсем йĕркеленĕ. Çамрăк футболистсене В.Н.Любимов ертсе пынă. Валерий Николаевич, хăй те ача чунлăскер, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Тренер ĕçне вăл чунĕ хушнипе, пĕр тỹлевсĕрех пурнăçланă. Кунсăр пуçне вăл футбол енĕпе пĕрремĕш категориллĕ судья та пулнă, ăна республика шайĕнчи футбол матчĕсене судья пулма тăтăшах чĕнсе илнĕ. Шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Апла пулин те унăн ячĕ манăçмасть: темиçе çул ĕнтĕ районта В.Любимов кубокне çĕнсе илессишĕн футбол турнирĕ иртет. Сăмах май, Валерий Николаевич йĕркелесе ертсе пынă "Колосок" команда республикăри ăмăртусенче те лайăхпа пĕрре çеç мар палăрнă, Курск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Сăран мечĕк" турнирта 16 команда хушшинче саккăрмĕш вырăн йышăннă. Унччен маларах шăмăршăсем çак шайри ăмăртусене хутшăнни пачах та пулман. 1987-1988 çулсенчи сезонра та "Колосок" хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă, тĕрлĕ турнирсен призерĕ пулнă. 1997 çулта ДЮСШ çумĕнчи "Сăран мечĕк" клубĕн çамрăк футболисчĕсем шкул ачисен спартакиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă, 2000 çулта та республика турнирĕнче призлă вырăн йышăнма пултарнă. 2007 çулта "Колосок" Чăваш Республикин чысне Краснодар крайĕнчи Ейск хулинче иртнĕ пĕтĕм Раççейри çамрăк футболистсен турнирĕнче хỹтĕленĕ, С.А.Хафизов опытлă тренер ертсе пынипе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çакна районти футбол историйĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ тесе хаклама пулать _ халиччен районта кун пекки пулманччĕ-ха.

 

2008 çулхи республикăри хĕллехи футбол турнирĕнче шăмăршăсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, Чулхулари мини-футбол турнирĕнче 5-мĕш вырăна çĕкленчĕç, çак çулхи май уйăхĕнче республикăри "Сăран мечĕк" турнирĕнче те хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç, Куславкка хулинче иртнĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. 2007 çулхи майăн 25-мĕшĕнче А.В.Филиппов тата А.И.Иганкин тренерсем пуçарнипе Шăмăршăра Раççей Геройне Олег Долгова халалланă дзюдон уçă турнирĕ пулса иртрĕ, унта Хусанти, Ульяновскри çамрăк спорртсменсем те хутшăнчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ĕçлеме пуçланăранпа ултă пине яхăн çамрăк тĕрлĕрен спорт разрячĕсене илме пултарнă, вĕсенчен чылайăшĕ хăйсн малаллахи пурнăçне физкультурăпа спортпа çыхăнтарнă. Акă, сăмахран, Энтĕрьел хĕрĕ М.М.Шурякова халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет. сăмах май, çак шкулта пирĕн ентеш, Васанта çуралса ỹснĕ Н.П.Казаков тренер пулса ĕçлет. Ачасене спортра пуçламăш утăмсем тума хавхалантаракансем _ шкулсенчи физкультура учителĕсем. Ку тĕлĕшпе Чукалти Г.В.Кучунов, Ю.А.Носов, А.С.Еремеев, Анат Чаткасри В.И.Тихонов, Н.Н.Зыков, Шăмăршăри В.И.Куприянов, В.В.Воробьев, А.А.Чернов, К.С.Шайдуллин, Ю.З.Долгов, Ю.И.Галкин, Пăчăрлă Пашьелĕнчи В.Г.Табаков, Н.П.Чамеев, Кивĕ Чукалти О.Н.Малеев, Л.А.Карзанов, Палтиелĕнчи Н.Д.Фадеев, П.Сорокин, С.Л.Сорокина, Васанти Н.Падюкова, В.Н.Смаев, Виçпỹрт Шăмăршăри А.В.Егоров, Патирекри М.З.Юнусов, Карапай Шăмăршăри И.П.Сабаев, Пуянкассинчи Л.И.Тимофеева, В.П.Бондареев физруксем чăннипех те ырă сăмаха тивĕçнĕ. Çавăн пекех, тĕрлĕ çулсенче ВЛКСМ райкомĕн секретарĕсем пулнă Ю.И.Галкин, В.И.Максимов, Г.З.Улюкин, П.Н.Свеклов, П.С.Долгов, Г.А.Телегина, Ф.А.Фадеев, Н.Н.Быков, Б.Б.Александров та районта физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнă. Ку тĕлĕшпе район хаçачĕ та аякра тăман, тĕрлĕрен ăмăртусене анлăн çутатнă. Редакци, тĕслĕхрен, темиçе çул ĕнтĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерет. Вĕсене кашни çулах вуншар та вуншар команда хутшăнать. Çавăн пекех, Совет Союзĕн Геройне В.И.Урукова халалланă йĕлтрçĕсен ăмăртăвĕ те çулсерен хăйĕн массăлăхĕпе палăрать. Юлашки çулсенче районти чи вăйлă йĕлтĕрçĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Пирĕн районти икĕ çамрăк _ Кахăрлă Шăхалĕнчи В.Кузнецов тата Палтиелĕнчи В.Михайлов Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа вăхăтсăр пуçĕсене хучĕç, вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тивĕçрĕç.

 

Паттăрсем _ яланах халăх асĕнче, вĕсене халалласа кашни çулах ятарлă спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче "Шемуршинский" совхоз, "Правда", "Восход" колхозсен футбол командисем районти чи вăйлисем шутланнă, вĕсене А.А.Хафизов, Н.В.Муромцев, Н.Н.Мутов капитансем ертсе пынă. Çав çулсенчех "Волга" колхозра хоккей команди йĕркеленнĕ (капитанĕ _ А.И.Аксенов), "Ленинская искра" колхозпа Шăмăршăри волейбол командисем хăйсн ăсталăхĕпе палăрнă. "Шемуршинский" совхозра ку тапхăрта спорт инструкторĕ пулса С.В.Ястребов ĕçленĕ. Футболла выляса совхоз чысне А.М.Ширшлин, П.М.Ширшлин, Г.А.Кашкаров, Ю.В.Вашуркин, А.Н.Филиппов, В.А.Кисамеев, Л.А.Пугачев, В.И.Харитонов, В.А.Харитонов, В.М.Сетнеров, Н.В.Харитонов хỹтĕленĕ. "Правда" колхоз футболисчĕсем те вĕсенчен ỹксе юлман. Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Виçпỹрт Шăмăршă çыннисем хăйсен вăхăтĕнче колхоз чысне хỹтĕленĕ Ю.Фролова, А.Юманова, Н.Муромцева, М.Федотова, В.Кувшинова, Н.Андреева, Владимирпа Валерий Ефимовсене, В.Кузнецова, Ю.Кузнецова, Юрийпе Николай Никоноровсене, В.Мокеева, В.Горбунова халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ. Ун чухне команда "Заря" ятлă пулнă. Паллах, районти физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре сахал мар çын хăй хыççăн ырă йĕр хăварнă. Вĕсенчен пĕри _ Энтĕрьелĕнче çуралса ỹснĕ Абзал Хафизов. Районти чи вăйлă футболистсенчен пĕри пулнă вăл. Шел, ирсĕр çынсене пула ун ĕмĕрĕ питĕ çамрăклах татăлнă. Паллă спортсмен ячĕ нихăçан та манăçмасть: çулсеренех ун ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн районта футбол турнирĕ иртет. Çак ырă йăлана тытса пыраканĕ _ С.А.Хафизов.

 

Шăмăршăсем пур енĕпе те яланах пуçаруллă, çĕнĕлĕхсем шутласа тупнипе палăрса тăраççĕ. Акă, тепĕр витĕмлĕ тĕслĕх: 1980 çулта Шăмăршăра (кун пекки халиччен Чăваш Енре çеç мар, Совет Союзĕнче те пулман!) çуллахи Олимп вăййисем пулса иртнĕ. Июнь уйăхĕн малтанхи вырсарни кунĕнче Шăмăршăри тĕп стадиона темиçе çĕр спортсмен пухăннă, спортăн тĕрлĕ енĕсемпе вăй виçнĕ. Çак Олимпиадăна ирттерес ĕçре вăл вăхăтра райĕçтăвком председателĕ пулнă В.И.Максимовăн тỹпи калама çук пысăк. Икĕ куна тăсăлнă Олимпиада. Спортсменсем Олимп вăййисен 47 медальне çĕнсе илессишĕн тупăшнă, чупса, хăвăрт утса, тăрăшшĕпе тата çỹллĕшне сиксе, йĕтре тĕртсе, велосипедпа чупса, сăнăпа диск ывăтса, волейболла тата футболла выляса тупăшнă. Вăйăсенче икшер медальпе икшер приз илсе С.Казаков, В.Белявский, Н.Куприянов, Н.Угарин, Н.Ямукова спортсменсем палăрнă. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Г.Оферкин вара виçĕ медаль çĕнсе илме пултарнă. Олимпиадăра, пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, Шăмăршă ял Совечĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăннă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Анат Чаткас тата Палтиел ял Совечĕсен командисем. Ăмăртусенче чи массăллăн хутшăнни _ Кивĕ Чукал ял Совечĕн команди. Çакăншăн вăл ятарлă приза тивĕçнĕ. Олимп вăййисем яланах Олимп факелне çутнипе пуçланаççĕ. Шăмăршăра ун чухне çак чыса Н.Куприянов тивĕçнĕ. Ăмăртусене вара районăн 414 спортсменĕ хутшăннă. Тата тепĕр пулăма та асăнса хăвармасăр иртес килмест. Çак çулсенче йĕлтĕр спорчĕ лайăх аталанни пирки маларах та сăмах пулнăччĕ-ха. Йĕлтĕр йĕрĕсем нихăçан та пушă тăман. Шăмăршăсем каллех пуçарулăхпа палăрнă: хыр вăрманĕнче 5 километра яхăн каçхи трасса йĕркеленĕ, ăна электричествăпа çутатса тăнă. Ĕç хыççăн усăллă канма, ăмăртусем умĕн тренировка ирттерме питĕ меллĕ пулнă çакă: çынсем хаваспах йĕлтĕрсем çине тăнă.

 

1983 çулхи августра районта "Гвардеец" совхоз йĕркеленнĕ. Çĕнĕ хуçалăхра спорт та вăйлăн аталаннă темелле, ку ỹсĕмре С.В.Ястребовăн тỹпи пысăк. Хуçалăхри футбол команди, сăмахран, районти пĕрремĕш Олимп вăййисенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, 1988 çулхи район чемпионатĕнче иккĕмĕш призер пулнă. Совхоз дирекцийĕ футболистсене тивĕçлипе хавхалантарма тăрăшнă: 1991 çулта Мускава, СССРпа Итали сборнăйĕсен футбол матчне курма янă. 1982 çулта, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçри пысăк ỹсĕмсемшĕн Шăмăршă районне ЧАССР Министрсен Совечĕпе профсоюз обкомĕн куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавне парса чысланă. Район çыннисем И.М.Корнякова, ахăртнех, лайăх ас тăваççĕ пулĕ. Темиçе çул хушши районти физкультурăпа спорт комитетне ертсе пынă вăл. Унăн ĕç стажĕ 1975 çулта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчен пуçланнă. 1977 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен вара _ спорткомитет председателĕ. Кунсăр пуçне вăл район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытнă, физкультурăпа спорт темипе тăтăшах интереслĕ те витĕмлĕ материалсем çырса пичетленĕ. Сăмаха каллех футбол çине куçарар. 1979 çулта Шăмăршăра "Строитель" команда йĕркеленнĕ, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă, начар мар кăтартусемпе савăнтарнă. Унччен шăмăршăсем республикăн аслă лигăри футбол турнирĕнче тупăшни пулман. Ăмăртусене тухса çỹреме командăна МСО директорĕ В.К.Захаров автобус парса пулăшнă, укçа-тенкĕ уйăрса пама та май тупнă. Каярахри çулсенче "Строителе" "Тайфун" команда улăштарнă, унта çĕнĕ ăрури çамрăк футболистсем выляма пуçланă. Командăн тĕп вăйĕ _ С.Кузьмин. С.Хафизов, О.Хлюкин, Л.Гришняков, А.Ичанкин, Р.Хайруллин т.ыт.те. "Тайфун" чăннипех пысăк çитĕнỹсемпе палăрчĕ: республикăри пĕрремĕш лигăра çĕнтерчĕ, аслă лигăна тухма пултарчĕ, кунта та чемпион ятне çĕнсе илчĕ, республика кубокне çĕнсе илессишĕн пынă турнирта иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Шăмăршăри футбол площадкине вара республикăри чи лайăххи тесе палăртрĕç. Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ те спортран аякра тăман, кунта тăтăшах тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çакăншăн вăл вăхăтра профком председателĕ пулнă Ю.Н.Краснов яваплă пулнă. 1985 çулта кунта "Лесник" футбол командине йĕркелесе янă, ăна тытса тăрассишĕн, аталанма пулăшассишĕн П.Т.Тихонов директор тата А.И.Абужаров тĕп лесничий сахал мар тăрăшнă. Спорт инструкторĕ пулса А.М.Ичанкин тăрăшнă. Команда капитанĕ _ Р.Хайруллин. 1988-1989 çулсенче Н.Марков, Э.Муляков, Н.Савельев, Н.Глухов, А.Ичанкин, П.Карзанов, С.Николаев футболистсен ăсталăхĕпе "Лесник" район чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. 1990 çулта вара Вăрмарти сĕтел-пукан завочĕн футбол командипе тĕл пулса финала тухнă, республика кубокне çĕнсе илнĕ. 1999 çулта та, июльте, Сĕнтĕрвăрри хулинче пулса иртнĕ çуллахи 2-мĕш Спартакиадăна хутшăнса вăрман хуçалăхĕн футболисчĕсем каллех призерсен шутне кĕнĕ. Спорт коллективра халĕ те пысăк хисепре. Вăрман хуçалăхĕн директорĕ В.Петьков палăртнă тăрăх, ĕçлекенсем спортпа туслă пулни ĕç тухăçлăхне ỹстерме те пулăшать, дисциплина та çирĕп.

 

1967-68 вĕренỹ çулĕнче шкулсенче 5-7 классенче вĕренекенсем хушшинче "Зарница", 8-10 классем хушшинче "Орленок" вăйăсем ирттерме пуçланă. Çамрăк армеецсен юхăмĕ чи малтан хăш шкулта пуçланнă-ха? Ку _ иккĕленỹллĕ ыйту. Анат Чаткас шкулĕн учителĕ В.И.Тихонов каланă тăрăх, çак утăма шăпах чаткассем тунă имĕш. Ю.З.Долгов вара çак вăйăсем Шăмăршăри вăтам шкулта пуçланнă тесе çирĕплетесшĕн. Ыйтăвĕ тавлашуллă пулин те, çакă паха: тахçан вăй илнĕ йăла паян та малалла тăсăлать. Районти çамрăк армеецсем республикăри ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул командине уйрăмах лайăхпа палăртса хăвармалла. Шăмăршăпа Пуянкасси, Анат Чаткас шкулĕсен командисем та лайăххисен шутĕнче. Çамрăк армеецсен ăмăртăвĕнче шăмăршăсем республикăра та пĕрре çеç мар призерсен шутне кĕнĕ.

 

1970 çулта Шăмăршăри пионерсен çурчĕ çумĕнче радиокружок йĕркеленнĕ. Занятисене И.К.Латыпов, А.В.Смирнов опытлă педагогсем ертсе пынă, ачасене Морзе азбукине вĕрентнĕ. Çавăн пекех, кунта техника кружокĕ те ĕçленĕ, ăна В.В.Убасев ертсе пынă. Шăмăршăри çамрăк картингистсем республикăри ăмăртусене те тăтăшах хутшăннă, çĕнтерỹçĕсен шутне те пĕрре çеç мар кĕнĕ. Ачаллах картинга алла илни кружока çỹрекенсене малашне ăста водительсем пулма май панă. Çакна палăртма май килчĕ: 1993 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районти 39 ĕç коллективĕнче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркеленĕ, вĕсене пин ытла çынна хутшăнтарнă. Шкулсенче те типлă спорт залĕсем уçăлнă, вĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Пăшал пемелли тирсем кăна саккăр ĕçленĕ, Шăмăршăри вăтам шкул çумĕнче çу кунĕсенче ачасене шывра ишме вĕрентме ятарлă бассейн хута янă. Ялсенче хоккей коробкисем те йĕркеленĕ. Халĕ вĕсем Шăмăршăра, Чукалта, Карапай Шăмăршăра пур. Асăннă ялсенче хоккей командисем _ районта чи вăйлисем. Хоккей вăййине аталантарас тĕлĕшпе Шăмăршăри О.Хлюкин предприниматель те пысăк ĕç тăвать, вăл хоккейла выляса мала тухассишĕн хăй шутĕнчен "Ника" кубок çирĕплетнĕ. Вăл темиçе хутчен те командăран командăна куçма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Сăмах май районта вырăс хĕлне ăсатас уяв та кашни çулах хоккей вăййисемпе вĕçленет. Унта, аслисемпе пĕрлех, шкул ачисен командисем те хутшăнаççĕ. Хоккейсăр пуçне, уявра ытти ăмăртусем те иртеççĕ. Юлашки çулсенче районта спортăн тепĕр çĕнĕ енĕ _ дартс _ вăй илсе пынине те палăртмалла. Ку _ хăйне евĕрлĕ интереслĕ спорт.

 

1994 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче районти физкультурăпа спорт комитетне ертсе пыма В.В.Антонова çирĕплетнĕ. Çак çулсенче ăна ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулнă теме çук. Хуçалăхсем, предприятисемпе организацисем саланса пынă май, спорт çине те алă сулнă темелле, укçа-тенкĕ çитмен. Çавах та В.Антонов çухалса кайман, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, шкулсен директорĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ăмăртусем йĕркелеме май тупнă, районăн пĕрлештернĕ команди республикăри ăмăртусене те тухса çỹренĕ, начар мар кăтартусемпе савăнтарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев та спортсменсене пулăшас, хавхалантарас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă, халĕ те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Районта физкультурăпа спорт вăй илсех, аталансах пыраççĕ. Халĕ, акă, район центрĕнче çĕнĕ спорт комплексĕ тăвас ĕç пырать, Кĕçех вăл хăйĕн алăкĕсене яри уçĕ, спорт тусĕсене йышăнма тытăнĕ. Апла пулсан, районтан рекордсменсемпе чемпионсем тухас шанăç та ỹсет. Çапла пултăрахчĕ, шанас килет. Пĕр шутласан, халиччен шăмăршăсем маххă паракан марччĕ-ха. Халиччен районти спортсменсенчен чылайăшĕ СССР, РФ спорт мастерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ ячĕсене илме тивĕç пулнă. Паян вĕсенчен хăшĕсем район, республика тулашĕнче пурăнаççĕ, спортра çĕнĕрен те çĕнĕ ỹсĕмсем тăваççĕ. Камсем-ха вĕсем, районти физкультурăпа спорт аталанăвĕнче паллă йĕр хăварнисем? СССР спорт мастерĕ М.И.Дмитриев. Миша Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ, Васанти вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăл _ çăмăл атлетика енĕпе палăрнă, Нукусри техникума вĕреннĕ çулсенче Узбек ССР пĕрлештернĕ командин членĕ пулнă, çĕр-шыври тата чикĕ тулашĕнчи ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă. Кунсăр пуçне, вăл _ ăста купăсçă. Халĕ Михаил Иванович Шупашкарта пурăнать, милици органĕнче ĕçлет. Сăмах май, Мишăн шăллĕ те, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ _ В.Дмитриев çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, районти чи вăйлă спортсменсенчен пĕри. Çавăн пекех, сăнă перес тĕлĕшпе А.П.Евдокимов СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне ăнăçлă хỹтĕленĕ. М.Н.Евдокимов йĕлтĕрпе чупас тĕлĕшпе Европа шайĕнчи ăмăртусене те хутшăннă, Раççей чемпионĕ те пулнă. Спорт мастерĕсен кандидачĕсем районта татах та пур. Сăмахран, ку норматива футбол енĕпе О.Ф.Каргин пурнăçланă. Чупас енĕпе вара А.Ф.Каргин СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Спорт мастерĕн тепĕр кандидачĕ _ Л.Ф.Каргин, Ульяновск облаçĕн чемпионĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕсем: В.В.Козлов _ бокс енĕпе, В.А.Антонов _ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, В.В.Митрофановпа В.И.Митрофанов _ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, О.М.Осипов _ каратэ енĕпе, З.В.Иванова _ йĕлтĕрпе чупас енĕпе, В.Ф.Краснов _ хăвăрт утас енĕпе, М.Ф.Тимофеев (халĕ Украинăра пурăнать) _ футбол енĕпе, Виçпỹрт Шăмăршăри В.Н.Гладков, В.А.Юмановпа В.А.Семенов _ çăмăл атлетика енĕпе, Палтиелĕнчи М.М.Атнакуллов _ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, Л.Б.Зафиртдинов _ йĕлтĕрпе чупас енĕпе, Пăчăрлă Пашьелĕнчи В.И.Матвеев _ самбо енĕпе т.ыт.те _ кунта пурин ячĕсене те асăнса пĕтереймĕн: çак список хăйех темиçе страницăна тăсăлать. Спорт мастерĕсем: Н.А.Пименов (1967 çулта Атăл тăрăхĕн чемпионатне хутшăннă), Р.С.Хамдеева (Патирек) (йĕлтĕрпе чупса Раççей чемпионĕ пулнă), А.Н.Петров (Ярăслав) _ алă вĕççĕн кĕрешес енĕпе, П.А.Тимофеев _ футбол енĕпе (Казахстан Республикипе Курган облаçĕн чемпионĕ), А.В.Вашуркин (Энтĕрьел) _ бокс енĕпе (Чăваш Республикин чемпионĕ), Ю.А.Рекеев (Шăмăршă) _ винтовкăран перессипе (çар округĕн чемпионĕ), Р.И.Валетов _ хăвăрт утас енĕпе (ялсенчи шкулсен хушшинче Раççей тата Чăваш Республикин чемпионĕ, М.В.Алтындаева _ хăвăрт утас енĕпе (Курган облаçĕн чемпионĕ), А.Н.Куприянов _ хăвăрт утас енĕпе (Чăваш Республикин тата Мускав хулин чемпионĕ). В.А.Кривушов (Чукал) _ йĕлтĕрпе чупас енĕпе (Лăпкă океан флочĕн чемпионĕ, 1964 çулта Ленинград хулин призне çĕнсе илнĕ).

 

Тĕнче класлă спортсмен та пур пирĕн. Вăл _ Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ Н.С.Чамеев. 1978-1981 çулсенче шкул ачисем хушшинче 3000-5000 метра чупса ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче çĕнтернĕ, тĕнче, Европа шайĕсенчи ăмăртусене хутшăннă, ушкăнпа чупса юниорсем хушшинче тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Республикăри тепĕр паллă спортсменка _ Сильвия Шемеева (Скворцова), кỹршĕллĕ Тутар Республикинче çуралса ỹснĕскер, спортăн анлă çулĕ çине шăпах пирĕн районтан тухнă. Вăл Пуянкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унăн малтанхи тренерĕ тата наставникĕ _ В.П.Бондареев физкультура учителĕ. Сильвия _ тĕнче класлă спорт мастерĕ, тĕнче, Европа шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: çамрăксемпе пĕрлех, аслăрах çулхисем те спортран ютшăнмаççĕ. Вĕсенчен пĕри _ Энтĕрьелĕнче çуралса ỹснĕ В.П.Шуряков спорт ветеранĕ. Тĕрлĕрен ăмăртусене халĕ те хастар хутшăнать вăл, нумай енлĕ спортсмен пулнипе палăрса тăрать. 2008 çулта ентешĕмĕр питĕ пысăк çитĕнỹ турĕ: Архангельск облаçĕнчи Северодвинск хулинче кире пуканĕ йăтассипе спорт ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри Чемпионатĕнче харăсах тăватă (!) ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Шахмата эпир ытларах чухне ăс-тăн вăййи тетпĕр те, вăл та _ спортăн уйрăм тĕсĕ. Районта шахматласа выляса мала тухассишĕн пыракан турнир кашни çулах пысăк активлăхпа, шахматистсем йышлăн хутшăннине иртет. Вăйлă шахматистсем сахал мар пирĕн. Вĕсен шутне Н.Кудряшова, И.Старшова, Г.Елисеева, Г.Никитина, Г.Обаськина кĕртмелле. Сăмахран Виçпỹрт Шăмăршăри Л.Падиаров шахматласа выляса темиçе хутчен те район чемпионĕ пулнă. Шкул директорĕ пулнă май, ачасене те шахматпа туслаштарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать, ятарлă кружока ертсе пырать. 2008 çулхи шахмат турнирĕ те çивĕч кĕрешỹре, хĕрỹ иртрĕ. Унта Шăмăршăри Г.Никитин районăн çĕне чемпионĕ пулса тăчĕ, ятарлă кубока тивĕçрĕ. Районти спорт аталанăвĕн историне яланлăхах çырăнса юлмалли тепĕр питĕ пысăк паллă пулăм Шăмăршăра 2003 (яллă районсенчен чи малтан) çулта ипподром уçăлни. Унта ăмăртусем тăтăшах иртеççĕ, вĕсене кỹршĕллĕ районсенчи, Тутар Республикипе Ульяновск облаçĕнчи спортсменсем те хутшăнаççĕ, урхамахсем çĕнĕ рекорд хыççăн çĕнĕ рекорд тăваççĕ. Ипподром _ Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре те чи лайăххисенчен пĕри шутланать. М.ЗАХАРОВ, таврапĕлỹçĕ. Шăмăршă ялĕ.

 

АВТОРТАН. Статья хаçатра пичетленсе пынă май, физкультурăпа спорт аталанăвĕнчи çĕнĕ фактсене тупса палăртма май килчĕ. Маларах, спорт мастерĕсен кандидачĕсене асăннă чух, вырăн нумай илет тесе, пурне те каласа хăвараймарăмăр. Çак çитменлĕхе пĕтересех килчĕ. Акă вĕсем, маларах асăнман спорт мастерĕн кандидачĕсем: В.Н. Зайцев тата Н.З.Шайдуллов (Палтиел) _ çăмăл атлетика енĕпе, П.В.Лебедев (Патирек) _ çăмăл атлетика енĕпе, К.Н.Муллин (Вырăс Чукал) _ çăмăл атлетика енĕпе, И.И.Елисеев (Карапай Шăмăршă) _ йĕлтĕр спорчĕпе, Ю.В.Чугунов (Карапай Шăмăршă) _ велосипедпа чупассипе, В.А.Федоров (Карапай Шăмăршă) _ çăмăл атлетика енĕпе, О.В.Еремеев (Анат Чаткас) _ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, Б.И.Ратников (Шăмăршă) _ хăвăрт утас енĕпе, О.И.Любимова (Шăмăршă) _ теннис енĕпе, А.М.Ичанкин (Шăмăршă) _ самбо енĕпе, Ш.А.Шамеев (Шăмăршă) _ хăвăрт утас енĕпе, С.В.Федотов (Шăмăршă) _ ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе. А.В.Филиппов (Шăмăршă) _ дзюдо енĕпе. Çавăн пекех, маларах Шăмăршăри В.З.Игнатьева асăнманччĕ. Вăл _ ирĕклĕ майпа кĕрешес тĕлĕшпе спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Спорт мастерĕн кандидачĕсене татах та тупса палăртма май килчĕ. Сăмахран Н.В.Двойнов та (Шăмăршă) теннис енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă иккен. Çавăн пекех, В.Н.Миронов та (Шăмăршă) _ футбол енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Вăл сакăр вуннăмĕш çулсенче Саратов хулин пĕрлештернĕ командинче ăнăçлă вылянă, Шăмăршăра ĕçленĕ çулсенче ветерансен хоккей командине йĕркелесе янă. Аслăрах ỹсĕмри çынсене илес пулсан, Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, каярах Мускав облаçĕнче ĕçлесе пурăннă Н.Г.Романов спорт ветеранĕсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика