Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Ачаран пуçланнă туслăх

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Микулайпа эпир пĕр касра пурăнаттăмăр. Пирĕн вăта касра ачасем питĕ йышлăччĕ, вĕсен шучĕ вăтăр-хĕрĕхрен те иртетчĕ. Çуллахи каçсенче ача-пăча сасси хăлхаран каймастчĕ. Юрлаччĕç, ташлаччĕç, тĕрлĕрен вăйăсем выляччĕç вĕсем. Хĕлле вара Бараевсен умĕнчи юртан купаласа тунă ту çинчен тенкелпе, çунашкасемпе, лертексемпе ярăннă. Пĕррехинче вăл мана алăран тытрĕ те:

-         Атя, иккĕн тус пулăпăр, - терĕ куçран пăхса.

-         Атя, - килĕшрĕм эпĕ унпала.

Çапла пуçланчĕ Микулайпа пирĕн хушăмăрта нихçан арканми туслăх. Пĕр-пĕрин патне каç выртма çỹреме пуçларăмăр. Пирĕн юратнă вырăн кăмака çи пулнă. Халлап хыççăн халлап калаттăмăр унта эпир пăшăлтатса.

1923 çулта, сентябрĕн 1-мĕшĕнче Микулай ялти шкулта вĕренме пуçларĕ. Тепĕр çултан эпĕ те кайрăм. Пирĕн хушăри туслăх тата та çирĕпленчĕ. Пушă вăхăтра шав пĕрлеччĕ. Пĕр-ик çул иртсен пулас, пĕр кĕтỹ ача ял çумĕнчи çырмари пĕвене шыва кĕме кайрăмăр. Каялла киле таврăннă чухне Микулай ман çине пăхса илчĕ те:

-         Эпĕ сана пĕр вăрттăнлăх каласа парам-и, - терĕ вăл кулкаласа.

-         Мĕн-ши вара вăл. - ыйтрăм эпĕ унран.

-    Атя киле апла пулсан.

Çитрĕмĕр. Часах Микулай кĕнекесен хушшинчен тетрадь туртса кăларчĕ те:

-         Акă, кур, вула... Манăн сăвăсем вĕсем, - алла тыттарчĕ вăл мана тетрадь.

-         Кỹр-ха эппин, хамах вуласа парам,  - терĕ вăл тетраде каялла илсе.

Сăвă хыççăн сăвă вуларĕ, манăн тусăм.

-         Хăш вăхăтра ĕлкĕртен эсĕ кун чухле çырма? - ыйтрăм эпĕ.

-         Кашни кунах кăштă аппаланатăп, - хуравларĕ вăл.

Çапла ялти шкула пĕтернĕ хыççăн манăн юратнă тусăм хăйсен çемйипе пĕрле "Триер" поселокĕпе юнашар вырнаçнă Ивановкăна куçса кайрĕ. Кун хыççăн Микулайпа сайра-хутран çеç тĕл пулма пуçларăмăр. Вăл хăйĕн пĕлĕвне малалла тăсас тесе Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕчĕ. Эпĕ те Шупашкара вĕренме тухса кайрăм.

Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Николай Филиппович Васанти тулли мар вăтам шкулта уроксем  ертсе пычĕ. Унтан пединститута вĕренме кĕчĕ. Ку вăхăтра вăл литературăпа аванах çыхăннăчĕ ĕнтĕ. Сăвăласа роман çырма ĕмĕтленетчĕ хăй. Унăн калавĕсем тăтăшах республикăри хаçат-журналсенче те пичетленетчĕç. Шăп кăна çав вăхăтра Николай Филипповича çара илеççĕ. 11 çул службăра тăнă вăл Совет Çарĕнче.

Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Ильбеков яланах фронтăн малти ретĕнче пулнă. Унăн çав çулсенчи паттăрлăхне 2 орден тата темиçе медаль парса паллă тунă. 1948 çулта Николай Филиппович çартан таврăнсан, пирĕн çыхăнусем çĕнĕрен пуçланса кайрĕç. Вăл тăтăшах Виçпỹрт Шăмăршăра пулатчĕ. Эпĕ те Шупашкара кайсан хамăн çывăх туспа тĕл пулмасăр таврăнман. Писатель хăйĕн пулас произведенийĕсен сыпăкĕсене вуласа паратчĕ. – Калăр-ха, тархасшăн, мĕн çитмест ку калавра? - тесе ыйту паратчĕ.

-                           Эпĕ критик мар, - хуравлаттăм аптранă енне. "Хура çăкăр" романне çырнă вăхăтра ялти ĕлĕкхи пурнăçа нумай тĕпчерĕ. "Хура çăкăр" роман тăрăх йĕркеленĕ драма темиçе çул хушши театр репертуарĕнчен тухмасть. Çак пьесăна лартма хатĕрленĕ чухне Ильбеков юлташ мана ятарласа консультант пулма Шупашкара чĕнсе илчĕ. Репетици вăхăтĕнче артистсене нумай сĕнỹсем пачĕ. Эпĕ çавăн чухне Николай Филиппович çав тĕрлĕ пысăк чĕреллĕ çын иккенне асăрхарăм. Ăçтан кăна вăй-хал çитеретчĕ-ши вăл. Шăмăрша килес-тăвас пулсан нихçан та райхаçат редакцине кĕрсе тухмасăр каймастчĕ. Усăллă канашсем, сĕнỹсем паратчĕ.

Хĕрĕхмĕш çулсен вĕçĕнче вăл Виçпỹрт Шăмăрша Петр Хусанкайпа Çемен Элкере илсе килчĕ. Ялта 3 кун хушши чăваш литературин уявĕ пулчĕ. Николай Филиппович вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Унăн ятне эпир яланах асра тытатпăр.

Н. Падиаров

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика