Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Халăх писателне асăнса

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shemur.cap.ru/

Çуралать çын çыншăн ырă ĕç тума,

Куç хупсан та çав ĕçре-хĕлре юлма,

Тăван халăх, савнă халăх панă пехилпе.

Тăван халăх, савнă халăх,

Ĕмĕр-ĕмĕр савăнмалăх,

Тăван енĕ, савнă енĕ

Ĕмĕр-ĕмĕр мухтанмалăх

Ырă ĕç туса хăварчĕ пирĕншĕн Илпек.

 

Юрататчĕ хăй юратнă кĕтесе,

Калаçатчĕ вăл унпа

"Эс - ман, эп - сан" тесе.

Уяр кун е ăшă çумăр, хĕл куллипе ирпе

Тăван халăх, савнă халăх

Ырăпа çеç асăнмалăх,

Асăнмалăх, мухтанмалăх

Кĕнеке пулса упранĕ халăхра Илпек.

 

Чĕвĕлти чĕлхи, тен, чĕкĕçренччĕ,

Питĕнчи чечек кулли çиçетчĕ.

Ырă çыншăн ĕмĕр ырă пулчĕ чунĕпе

Савнă халăх, тăван халăх

Ĕмĕр-ĕмĕр ăмсанмалăх,

Тăван халăх, савнă халăх

Ĕмĕр-ĕмĕр мухтанмалăх

Нихăçан асран çухалмĕ канăçсăр Илпек.

 

Çын ĕмри вăл кашни çыншăнах пĕрре,

Ырă ят çурт, юлать вăл ĕмĕре.

Тăван халăх, савнă халăх

Тăван халăх, савнă халăх панă ыр пилпе

Савăнмалăх, мухтанмалăх.

Ĕмĕр-ĕмĕр савăнмалăх,

Пирен чĕрере упране манăçми Илпек!

 

Вăл пире "Хура çăкăр" çитерчĕ,

"Тимĕр" пек патвар ăслă ỹстерчĕ.

Хăй юратнă чăваш халăх,

Тăван енĕ, тăван халăх,

Ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх,

Пулчĕ пулĕ, Виçпỹрт çынĕ - манăçми Илпек!

 

Геннадий САСПАР.

 

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика